27 февраля 2008 г.
Аслăрах ÿсĕмри çынсене пурнăçра тем те тÿсме тивнĕ – сиввине те, выççине те, вăрçă асапне те. Çавах вĕсем пуçа усман, Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшнă. Ахальтен мар эпир вĕсене самана чысĕпе совеçĕ тетпĕр.
Иртнĕ эрнере район администрацийĕнче ĕçпе вăрçă тата право сыхлав органĕ районти тата вырăнти канашĕсен членĕсемпе тĕлпулу йĕркеленĕ. Унта район пуçлăхĕ Н.И.Иванов, ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А.М.Стальская, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Акконд” УАОн генеральнăй директорĕ В.Н.Иванов хутшăннă. Район пуçлăхĕ ветерансене район аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе, экономикăна малалла çĕклес, аслă ăру çыннисен пурнăçне лайăхлатас енĕпе тăракан задачăсемпе паллаштарнă. Республика представителĕсем Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă “Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр!” Çырăвăн тĕп саманчĕсем çинче чарăнса тăнă, республикăн экономикăпа социаллă аталанăвĕ çинчен каласа панă. В.Н.Иванов тăван районпа тытакан çыхăнусем çирĕпленсе пынине палăртнă. Вăл пулăшнипе халĕ район территорийĕнче “Акконд-агро фирма” УАОн выльăх-чĕрлĕх комплексĕ çĕкленет.
Тĕлпулăва хутшăннисен тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине район больницин тĕп врачĕ Т.Шакшина, Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи Л.Яковлева, райадминистрацин социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Л.Аввакумова хуравсем панă. Ветерансен районти Канашĕ иртнĕ çул епле ĕçлесе пыни тата 2008 çулхи план çинчен унăн председателĕ Р.Гурина каласа кăтартнă.
Ветерансен Канашĕн ĕçне нумай çул лайăх йĕркелесе пынăшăн А.Ф.Егоров "Тушкил", Г.И.Иванов "Улянкă", И.Ф.Гребенкова "Кĕрше" ветерансене ЧР Ветерансен Канашĕн Хисеп грамотисене парса чысланă.
Тĕлпулура çавăн пекех мартăн 2-мĕшĕнче пулакан РФ Президенчĕн суйлавĕ пирки сăмах хускатнă.
Л.ПАВЛОВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"