28 ноября 2007 г.
Юнкун районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.Рулькова, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Косолапов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров, Чăвашпотребсоюз совечĕн председателĕ В.Павлов, физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев, Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан управленийĕн вырăнти самоуправленийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев тата çак пайăн консультанчĕ Ю.Чернов райпора, Ухман, Сиккасси, Шелттем, Ямаш, Ачча ял тăрăхĕсенче пулчĕç, ытти ял тăрăхĕсенче – райадминистрацин службисен, пайĕсен, секторĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем.
Ĕç коллективĕсенчи калаçу Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин суйлавĕ, суйлав саккунĕсем, хатĕрленÿ тата суйлавçăсен активлăхне ÿстересси çинчен, Чăваш Енĕн экономикипе социаллă пурнăç сфери çирĕппĕн аталанса пынине уçса паракан тĕп кăтартусем тавра пычĕ.
Тĕл пулусем ыйту-хурав йĕркипе вĕçленчĕç.
В. Ачча.