20 августа 2007 г.
Ĕнер республикăри пĕтĕмĕшле вĕрентÿ ĕççченĕсен çурла уйăхĕнчи пысăк канашлăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров, Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.А.Михайловский, влаç органĕсен, педагогика общественноçĕн, попечительсен канашĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.
ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.П.Чернова "Паянхи шкулăн Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратеги тĕллевĕсене пурнăçа кĕртес ĕçри вырăнĕ" ыйтупа доклад турĕ. Пухăннисем доклада анлăн сÿтсе яврĕç.
Н.В.Федоров, вĕрентÿ ĕçченĕсене саламласа самана çĕнелсе пынă май вĕсен тивĕçĕсем тата яваплăрах, тĕп вырăнта пĕлÿ пахалăхĕ пулмаллине палăртрĕ. Вăл ĕçре ÿсĕмсем тунисене – патшалăх наградисем, инноваци вĕрентÿ учрежденийĕсен республикăри кăçалхи конкурсĕнче çĕнтернисене дипломсем пачĕ. Унтан педагогика ĕçченĕсем ултă тĕрлĕ ыйтупа секцисене пайланса ĕçлерĕç.
Канашлура пăхса тухнă пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе çитес номерсенче паллаштарăпăр.