15 августа 2007 г.
Çурла уйăхĕн 10-12-мĕшĕсенче Аслă Таяпа ялĕ çумĕнчи хулашра Атăлçи тăрăхĕнчи тĕрлĕ хуласенчен килнĕ çарпа истори клубĕсен «Тискер уй – 2007» III фестивалĕ пулчĕ. Ăна Елчĕк районĕ 80 çул тултарнине тата Ача çулталăкне халалланă. Фестиваль Чăваш Республикин Президенчĕн Грантне çĕнсе илнĕ «Ăс-хакăл, историпе культура пахалăхне упраса хăварасси» проектпа килĕшÿллĕн иртрĕ.
XIII – XIV ĕмĕрсен палăкĕ умĕнче иртнĕ фестиваль ра-йон халăхне, Атăл тăрăхĕнче вырнаçнă хуласенчи çарпа истори клубĕсене, хăнасене йышлăн пуçтарчĕ.
Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче Аслă Таяпа хулашне «Наследие предков» (Мускав), «Гепард» (Чĕмпĕр), «Арсенал» (Дмитровград), «Аркона» (Улатăр), «49-мĕш Егерь полкĕ» (Шупашкар), «Арсенал» (Хусан) çарпа истори клубĕсем килсе çитнĕ. Çак кунах фестиваль кăвайчĕ йĕркеленĕ, çар канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Тупăсен салючĕ фестивале хăйне евĕрлĕх кĕртнĕ.
Тĕп мероприятисем фестивалĕн иккĕмĕш кунĕнче иртрĕç. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин уçрĕ. Уяв ячĕпе саламланă май кашнинех ырлăх-сывлăх сунчĕ. Салам сăмахĕсем çумне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Чăвашрегионгаз» ОООн генеральнăй директорĕ К.Мифтахутдинов (уявăн тĕп спонсорĕ), Чăваш наци музейĕн директорĕ Э.Бахмисов, «Культура программисен республикăри дирекцийĕ» ятĕнчен Л.Ларионова, Елчĕк районĕн çар комиссарĕ В.Буклаков, Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕ Балтай Микуç ÿнерçĕ тата ыттисем те хутшăнчĕç. Л.Ларионова Елчĕксене культурăри тепĕр паллă пулăмпа саламларĕ. «Культура ĕçĕсен марафонĕ» республика шайĕнчи конкурса хутшăнса Елчĕк районĕ Канаш тата Етĕрне ра- йонĕсемпе пĕрле çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Елчĕк район администрацийĕн социаллă аталану секторĕн заведующийĕ А.Александрова пухăннă халăха РФ Патшалăх Думин депутачĕн, «Единая Россия» фракцин членĕн Павел Семеновăн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн тата «Елчĕк ен ентешлĕхĕн» ертÿ-çин О.Викторовăн салам сă-махĕсемпе паллаштарчĕ.
Атăл тăрăхĕнчи тĕрлĕ хуласенчен килнĕ çарпа истори клубĕсем историн паллă тапхăрĕсене сăнарларĕç. Шупашкар, Канаш районĕсенчен килнĕ фольклор ушкăнĕсем халăхăмăрăн йăли-йĕркисемпе, юрри-ташшипе паллаштарчĕç. Рязань хулине монгол-тутар çа-рĕсенчен хÿтĕлени, Степан Разин, Хаяр Иван вăхăтне, Аттелĕхĕн Аслă вăрçине сăнлакан çапăçу саманчĕсем, вăл вăхăтри çи-пуç, хĕç-пăшал иртнĕ тапхăра илсе çитерчĕç. Кунтах ухăсенчен переççĕ, пăшал, тупă сассисем кĕрлеççĕ. Тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланать. Унта та кунта «вилнĕ» салтаксем. Куç умĕнче – чăн вăрçă хирĕ. Хулаш умĕнче рыцарьсен çапăçăвĕ иртрĕ. Монгол-тутар воинĕсем, вырăс стрелецĕсем çапăçу йĕркисене пăхăнса тупăшрĕç. «Арсенал» клубăн туппин сасси пухăннă халăха шартах сиктерчĕ.
Аслă Таяпа хулашĕн историйĕпе çыхăннă викторинăра çĕнтернисем хаклă парнесене тивĕçрĕç. Ял тăрăхĕсенчен килнĕ фольклор ушкăнĕсем, ача-пăчасен фольклор ушкăнĕсем анатри чăвашсен йăли-йĕркипе, тĕрлĕ вăййипе паллаштарчĕç. Пысăк вăйă карти вара чăвашсене, тутарсене, вырăссене, мăкшăсене тата ытти халăх çыннисене пĕрлештерчĕ.
Фестиваль вăхăтĕнче ярмарка-курав ĕçлерĕ. Тăмран, йывăçран, пусмаран ăсталанă сувенирсем, тĕрлесе те çĕлесе, ÿкерсе тата чĕнтерлесе хатĕрленĕ ал ĕçĕсем кашниех хăйсем патне йыхравларĕç. Т. Шаркова-Изратова, Н.Балтаев ентешĕмĕрсен курава тăратнă ĕçĕсем, вĕсем йĕркеленĕ мастер-классем уява хăйне евĕрлĕ сăн кĕртрĕç.
Фестиваль Физкультурник кунĕнче пулнăран кунтах канат туртассипе, кире пуканĕ, штанга йăтассипе, калуш ывăтассипе тата спортăн ытти енĕпе ăмăртусем иртрĕç, ентешĕмĕре – журналиста, Чăваш Енĕн физкультурăпа спорт отличникне, Елчĕкри тăван тавралăх музейне йĕркелесе янă Петр Сидорова чысларĕç, 60 çул тултарнă ятпа саламларĕç.
Фестиваль пурне те килĕшрĕ. Çакăн евĕр уявсем историн паллă тапхăрĕсене халăх ас-ĕнче упраса хăварма май параççĕ. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре пысăк пулăшу кÿреççĕ. Хамăрăн историне пĕлмеллех пирĕн.
Уява йĕркелекенсем çак фестивале ирттерме хутшăннă, пулăшнă кашни çынна тав сăмахĕ калаççĕ.
Е.ПЕТРОВА.
Источник: "Елчĕк Ен"