17 июля 2007 г.
ВЛАÇ ТАТА ОБЩЕСТВО
Пирĕн штатра тăман корреспондент Николай Порфирьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕпе, “Пĕрлĕхлĕ Раççей” политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн Политканашĕн секретарĕпе М.А.Михайловскипе тĕл пулнă.
- Михаил Алексеевич, “Хыпар” хаçат валли хатĕрлекен интервьюна, атьăр-ха, Раççей Президенчĕ В.В.Путин Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин “Пĕрлĕхлĕ Раççей” фракцийĕн депутачĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра хускатнă ыйтусенчен пуçлар.
- “Хыпар” хаçата вулакансемпе тĕл пулма яланах хавас. Кĕскен Владимир Путин Ново-Огаревăри хăйĕн резиденцийĕнче “Пĕрлĕхлĕ Раççей” активĕпе тĕл пулнине аса илтерес килет. Патшалăх ертÿçипе парламентри фракци депутачĕсем Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырури тĕп шухăшсемпе сĕнÿсем мĕнле пурнăçланнине тишкернĕ. Унта парти ертÿçисĕр, Патшалăх Думин председателĕсĕр Б.Грызловсăр пуçне парламентри комитетсен ертÿçисем, партин ертсе пыракан тытăмĕн членĕсем хутшăннă. Патшалăх ертÿçи Думăри фракци ертÿçисемпе тăтăш курнăçасси ырă йăлана кĕчĕ. Çапах та “Пĕрлĕхлĕ Раççей” тĕслĕхĕнче кăна Президент çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрне сÿтсе явма депутатсен анлăлатнă йышĕпе тĕл пулать. Хальхи тĕл пулура та Президент хăйĕн Çырăвĕнчи ыйтусенех тепĕр хут хускатрĕ.
- Эпир пĕлнĕ тăрăх, Владимир Путин “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партие популистла чĕнÿсемпе усă курманшăн тав тунă, ку партишĕн уйрăмах усăллине палăртнă.
- “Мĕн чухлĕ ытларах пушă сăмах - çавăн чухлĕ çĕршывра татса паман ыйту”, - терĕ Президент тĕл пулура. - Курăмлă ĕç, çынсен ыйтăвĕсене вăхăтра татса пани - акă вăл суйлав умĕнхи çĕнтерме пулăшакан агитаци”. Çакăн çинчен регионсенчи суйлав пĕтĕмлетĕвĕсем калаççĕ: “Пĕрлĕхлĕ Раççей” иртнĕ суйлавра çĕршывĕпе вăтамран 45 процент, Чăваш Республикинче вара 52 процент сасă пухнă.
- “Пĕрлĕхлĕ Раççей” политика партине Президент виçĕ çуллăх бюджета йышăнма пулăшнăшăн та тав турĕ...
- Владимир Владимирович тав турĕ кăна мар, çавăн пекех бюджета планлас тытăма сăнаса тăма та сĕнчĕ. Чи малтанах вăл тăкаксене мар, кăтартусене йĕркелесе пымалли çинчен каларĕ - шăпах çакăн пек туни бюджет, пурлăх тата этем ресурсĕсемпе тухăçлă усă курма май парĕ. Эпир çакăн пек тума тăрăшатпăр та.
- Михаил Алексеевич, партин Чăваш Енри уйрăмĕн “Путин планĕ” стратегиллĕ программăна пурнăçа кĕртме хывакан тÿпи еплерех-ши?
- В.В.Путин тата парти кăтартнă çул-йĕре пурнăçа кĕртесси “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин Чăваш регион уйрăмĕн ĕç-хĕлĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Пирĕн кулленхи ĕçĕн тĕллевлĕ программи Н.В.Федоров Президент Чăваш Патшалăх Канашне çулсерен яракан Çыру шутланать. Ăна тата Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене партин регион уйрăмĕн Политканашĕпе Президиумĕн ларăвĕсенче тăтăш тата тĕплĕ сÿтсе яватпăр. Пирĕн пĕрлехи ĕç хăйĕн паха çимĕçне панине палăртма кăмăллă.
- Пирĕн вулакансем республикăра экономикăн пур отраслĕ те хăватлă утăмпа аталанса пынине пĕлеççĕ. Ĕненмеллерех пултăр тесе темиçе цифра илсе кăтартăр-ха?
- Чи малтанах экономикăн тĕп отраслĕ - промышленноç - уйрăмах вăйлă аталанни савăнтарать. Акă пĕлтĕр кăна промышленноç производствин индексĕ, унчченхи çулпа танлаштарсан, 15,9 процент ытларах ÿснĕ, кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 121,0 процент пысăкрах пулнă, кăçалхи çу уйăхĕнче пĕлтĕрхи çак уйăхринчен - 117,1 процент. Цифрăсем пĕчĕк мар. Республикăра çĕнĕ, хальхи, ыттисемпе тупăшма пултаракан производствăна ĕçе кĕртни хавхалантарать.
Çитес вăхăтра пирĕн 22 миллиард ытла тенкĕлĕх çĕр ытла инвестици проектне пурнăçа кĕртмелле. Акă, сăмахран, Канаш хулинче Раççейре те, НПППра та çук вакунсен заводне çĕклеме палăртнă. 1600 çĕнĕ ĕç вырăнĕ пулать. Çĕмĕрлере те çĕнĕ объект - выльăхсем валли хушма апат завочĕ - кĕçех хута каймалла. Строительствăра, промышленноç комплексĕнче, транспортра тата ытти отрасльте палăрăмлă ÿсĕм пур. Социаллă сферăри ыйтусене те ăнăçлă татса паратпăр.
- Агропромышленноç комплексĕ пирки сăмах пуçартăмăр пулсан, “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ пирĕн тăрăхра мĕнле пурнăçланса пыни çинче те чарăнса тăрар-ха...
- Иртнĕ çул ял хуçалăх продукцийĕ туса илессин калăпăшĕ 3,2 процент, пĕрчĕллĕ культурăсен пĕтĕмĕшле тухăçĕ - 7,2, çĕр улмин 2,3 процент ÿснĕ. Аш-какай туса илессин ÿсĕмĕ 4,1 процентпа танлашнă, сĕт кăтартăвĕ - 6,3 процент. Пĕлтĕр агропромышленноç комплексне, 2005 çулхипе танлаштарсан, 5,1 миллиард тенкĕ, е урăхла каласан 2 хут çурă ытларах инвестици хывнă. Вăл шутран выльăх-чĕрлĕх производствине - 2 миллиард тенкĕ.
Пĕлтĕр ялта пурăнакан 13 пине яхăн çемье хушма хуçалăха аталантарма 1 миллиард та 812 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредитпа усă курнă. Ку - Раççейри чи пысăк кăтарту. Кăçалхи çул пуçланнăранпа - 800 миллион тенкĕ ытла. Ку ĕçе малашне те тĕллевлĕ туса пырăпăр. Кĕскен каласан, курăмлă ĕçсене хывнă тÿпешĕн, çынсен ыйтăвĕсене татса пама пултарнăшăн хисеплеççĕ “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин çул-йĕрне. Хальхи вăхăтра регионти уйрăмра 23 пин çын шутланать. Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнчи Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавĕ хыççăн кăна пирĕн рете 10 пин ытла çын тăнă. Регионти пĕрлĕхре вырăнти 26 тата партин пуçламăш 900 уйрăмĕ. 22 район-хула пуçлăхĕ, тĕрлĕ шайри 1200 депутат, ял тăрăхĕсен 250 пуçлăхĕ парти билечĕллĕ.
- Патшалăх Канашĕн çу уйăхĕн 22-мĕшĕнчи пиллĕкмĕш сессийĕ “Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2020 çулчченхи стратегийĕ çинчен” саккун проектне йышăнчĕ, унтан ăна Чăваш Ен Президенчĕ алă пусса çирĕплетрĕ. Халĕ республикăра пурăнакансен çанă тавăрса ĕçлемелли кăна юлать.
- Тĕрĕс асăрхарăр. Чăваш Ен Президенчĕ тата “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин Аслă Канашĕн членĕ Н.В.Федоров пуçарăвĕпе тата хастар хутшăннипе хатĕрленĕ республика аталанăвĕн Стратегийĕ - пирĕн çитес вăхăтри тата малашлăхри ĕç программи. Унти тĕллевсене пурнăçласа пырсан 2020 çул тĕлне регионта туса илекен продукци калăпăшĕ, 2006 çулхи шайпа танлаштарсан 2,6 хут, инвестици хывасси 4,9 хут ÿсет. Халăхăн укçа тупăшĕ кашни çын пуçне 5,4 хут ÿсмелле. Кашни çулах 1 миллион та 400 пин тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр тунăран черетре тăракан 55 пин çемье шучĕ тÿрех 50 пин таран чакмалла. Аталану Стратегийĕнчи пирĕн тĕллевсем пурнăçланасса эпир çирĕп шанатпăр, çапла пултăр тесе хамăр та тăрăшатпăр.
- Кĕçех - суйлавсем. Патшалăх Думин депутачĕсемпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ пулмалли çынна палăртатпăр. Ку енĕпе мĕн калама пултаратăр?
- Чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ кампанисем кĕтеççĕ пире. Çитес суйлавра çĕнтерес, чи нумай сасă пухас, ытларах мандат çĕнсе илес тесен халăх шанăçне тÿрре кăлармалла пирĕн, уншăн пĕр шухăш-кăмăлпа пĕтĕçсе çуралнă кĕтес, тăван республикăмăрăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне хăвăртлатмалла, халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатмалла. Çакăншăн тĕллевлĕ ĕçлемелле. Ĕçлетпĕр те. Пĕрле пур йывăрлăха та çĕнтеретпĕр.