30 июня 2007 г.
Елчĕкре газпа çÿрекен автомашинăсене заправка тăвакан станци ĕçлеме пуçларĕ. Юн кун ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унта район пуçлăхĕ Н.Миллин, “Чăвашрегионгаз” ОООн генеральнăй директорĕ, Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов, “Чăвашсетьгаз” ОАОн “Канашмежрайгаз” филиалĕн директорĕ В.Стерлядкин, “Чăвашавтодор” патшалăх унитарлă предприяти директорĕ М.Ильин хутшăннă.
Çул Ĕнел ялне пăрăннă тĕлте çав тери кĕске вăхăтра заправка çĕкленсе ларни район çыннисемшĕн тĕлĕнмелле те пулчĕ. Мĕншĕн тесен асăннă объекта çакăн пек хăвăрт хута кайма хатĕрлесе çитерессе нумайăшĕ кĕтмен. Пикенсе ĕçе пуçăнсан палăртнă кирек хăш тĕллеве те ăнăçлă пурнăçа кĕртме пулнине çак тĕслĕхрен тепĕр хут курса ĕненетпĕр мар-и; “Чăвашсетьгаз” ОАОн «Канашмежрайгаз» филиалĕн Елчĕкри, вĕсемпе пĕрле Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕсенчи участокĕсенче тимлекенсем, “Чувшавтодор” предприятин Елчĕкри участокĕнчи рабочисем объектри ĕçсене хăвăртлатас тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă.
Объектри ĕçсене патшалăх техника требованийĕсене çирĕп пăхăнса пурнăçлассипе пĕрлех площадкăна куçа курăнмалла, илемлĕ тăвассишĕн тăрăшнă. Газпа çÿрекен автомашинăсене заправка тăвакан асăннă станци, тĕрĕссипе, “Чăвашрегионгаз” ОООн генеральнăй директорĕ К.Мифтахутдинов тăрăшнипе тата пулăшнипе уçăлчĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин, “Чăвашсетьгаз” ОАОн “Канашмежрайгаз” филиалĕн директорĕ В.Стерлядкин çакăн пирки палăртса каларĕç.
Автомашинăсене газпа заправка туни, бензинпа танлаштарсан, чылай йÿнерех. Бензина усă курнă чухнехи пек тĕтĕм-сĕрĕм те кăлармасть, вăл экологи тĕлĕшĕнчен таса.
Светлана АРХИПОВА.
Источник: "Елчĕк Ен"