30 июня 2007 г.
Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ача çулталăкне халалланă çамрăксен районти IX фестивалĕ иртрĕ. Çак кун район çамрăкĕсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем Елчĕкри тĕп стадиона пуçтарăнчĕç.
Çамрăклăх – кашни çын пурнăçĕнчи чи илемлĕ те савăнăçлă вăхăт. Çамрăксем активлă, пуçаруллă пулнипе, пур ÿсĕме тата çĕнĕлĕхе чи малтан йышăннипе палăрса тăраççĕ. Уяв программи анлă пулчĕ. Ăна В.Николаевпа М.Демьянова ертсе пычĕç. Фестивале 17 сехетре савăнăçлăн уçрĕç. Чи малтанах район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕ Н.Малышкин сăмах илчĕ. Пуçтарăннă кашни çамрăках Раççей Çамрăкĕсен кунне халалланă районти фестиваль ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Ĕçре, вĕренÿре, кулленхи пурнăçра ăнăçусем сунчĕ, çитĕнекен ăру малашлăхăн никĕсĕ, çамрăксем район, республика, çĕршыв аталанăвĕ пулнине палăртрĕ. Ăшă салам сăмахĕсем çумне район пуçлăхĕ Н.Миллин, килнĕ хăнасем – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Чăвашрегионгаз” ОООн генеральнăй директорĕ К.Мифтахутдинов, Олимп вăййисен бронза призерĕ В.Андреев, “Елчĕк ен” ентешлĕхĕн ертÿçи О.Викторов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Районти пур çамрăка та ăнăçусемпе çитĕнÿсем суннă май лартнă тĕллевсем патне çирĕп утма сĕнчĕç вĕсем. Çамрăкра пысăк шанчăк пулнине палăртрĕç. Район çамрăкĕсем кирек епле ĕçре те маттур, пултаруллă. Чăваш Ен, Раççей шайĕнче палăраççĕ вĕсем. Ял хуçалăхĕнче, сывлăха сыхлас ĕçре, йĕрке хуралĕнче, вĕренÿре, социаллă сферăра е ытти тĕрлĕ ĕçре вăй хуракансем пысăк шанăç кÿреççĕ. Çавна май çамрăксен кунĕнче професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххисене палăртса чысласси йăлана кĕнĕ. Ĕçлĕ ăмăртура палăрнă ĕçченсене кăçал та чысларĕç. Тăрăшуллă ĕçе хаклани çамрăксене малашне те çитĕнÿсем тума хистет. Район администрацийĕн Н.Петров ячĕллĕ çамрăксен премине Курнавăш шкулĕн выпускници Т.Курчина çĕнсе илчĕ.
Райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ тата Чăваш наци конгресĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕ Г.Н.Волков академика халалласа калавсен конкурсне йĕркеленĕччĕ. Çамрăксен фестивалĕнче конкурс çĕнтерÿçисене лауреат ята çĕнсе илнĕ Т.Алексеевăна (Çĕнĕ Пăва), 9-11-мĕш классем хушшинче малти вырăнсене йышăннă Н.Мироновăна (Кушкă), Т.Уфуковăна (Елчĕк), А.Ласточкинăна (Таяпа Энтри), 3-8-мĕш классем хушшинче çĕнтернĕ И.Егорова (Тăрăм), О.Герасимовăна (Елчĕк), М.Корниловăна (Курнавăш) чысларĕç. Вĕсен ĕçĕсем хаçатра каярах пичетленсе пырĕç. Çырас ăсталăха туптама пулăшнă чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен Ф.Скирдован, М.Дергунован, А.Портнован, Л.Кудрявцеван, Е.Алексееван, Л.Енедерован, Ф.Порфирьеван тÿпи пысăк пулнине палăртмалла кунта.
Выпускниксем – пирĕшти евĕр илемлĕ хĕрсемпе каччăсем сцена илемĕ пулчĕç. Вĕсене кашнинех ăшшăн саламланă май обществăлла ĕçе хастар хутшăннă, вĕренÿре, спортра, юрă-ташăра палăрнă вĕренекенсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
Районăн чи çамрăк гражда-нинĕсене регистрацилени – чи хумхануллă самант. Çемьере ача çурални – пысăк савăнăç, телей. Райадминистрацин ЗАГС пайĕн ертÿçи В.Спиридонова тата ертсе пыракан специалисчĕ Н.Ефимова Елчĕк районĕн чи çамрăк гражданинĕ-сене – Елчĕкри Сергейпе Ольга Черновсен хĕрне Даринăна, Аслă Елчĕкри Алексейпе Надежда Мешковсен Антон ывăлне, Таяпа Энтринчи Петрпа Наталия Ивановсен Мария хĕрне савăнăçлăн регистрацилерĕç. Валентина Георгиевна ача çуралнă май çемье умĕнчи ответлăх ÿснине, ачана воспитани парас ĕçре чи кирли ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн ырă тĕслĕх, пĕр-пĕрне хисеплени, кашни утăма шухăшласа пурнăçлани пулнине палăртрĕ, сывлăх, телей сунчĕ. “Пурнăç чечекĕсене”, вĕсен ашшĕ-амăшне Н.Миллин та саламларĕ.
Елчĕк районĕн 80 çулхи юбилейне халалласа ирттернĕ викторинăна çамрăксем хастар хутшăнчĕç. Çĕнтерÿçĕ ята кăçалхи выпускниксем тивĕçрĕç, хаклă парнене çĕнсе илчĕç.
Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕ йĕркеленĕ алă ĕçĕсен куравĕ, халăх тата ача-пăча вăййисем уява хутшăннисене тыткăнларĕç.
Эстрада концерчĕн программи те анлă пулчĕ. “Кĕмĕл сасă” фестиваль лауреачĕ Вера Никонорова, Олег Викторовпа Инди çамрăкĕ Депендер чăвашла шăрантарнă юрăсем, çамрăк юрăçсем – Ритăпа Оля Ляленко, Андрей Шадриков, Лариса Кротова, Марина Ежова тата ыттисем те кашнин чĕринче хаваслăх туйăмĕ çуратрĕç.
Çамрăксен кунĕнче спорт ăмăртăвĕсем те пулса иртрĕç. Шашка турнирне хĕрсен, ар-çынсемпе каччăсен ушкăнĕсенче йĕркелерĕç. Хĕрсен ушкăнĕнче Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ М.Скворцов илсе килнĕ команда членĕсем А.Маркова, М.Скворцова тата А.Зиновьевăпа О.Макарова малти вырăнсене йышăнчĕç.
Арçынсен ушкăнĕнче Анатри Тимеш ялĕнчи Н.Полиевтов çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Л.Сыковпа И.Ишмуратов (Елчĕк) йышăнчĕç.
Каччăсен ушкăнĕнче А.Мижеровпа А.Павлов (Лаш Таяпа), С.Васильев (Елчĕк) çĕнтерчĕç.
Волейбол турнирĕнче хĕрсем выляни интереслĕ пулнине курса тăракансем те туйрĕç. Халиччен çакăн пек ăмăртусем халăх пăхса тăнă вăхăтра сайра иртеççĕ. Кĕçĕн Таяпа, Çĕнĕ Пăва, Çирĕклĕ Шăхаль, Елчĕк шкулĕсенчи хĕрсем Çамрăксен кунне халалланă ăмăртура тĕп приза çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Кĕçĕн Таяпа шкулĕн команди турнирта пĕрремĕш вырăна тухрĕ.
Стадиона килнĕ çынсем çак кун районти паллă футболиста Петр Адюкова халалланă сыв пуллашу матчне интересленсе сăнарĕç. Унта Аслă Елчĕкри тата районти футбол ветеранĕсем вылярĕç. Икĕ командăра темиçе çамрăк футболист пулчĕ. Вăйă шăпине иккĕмĕш тайм вĕçĕнче А.Афанасьев тапса кĕртнĕ мечĕк татса пачĕ. Вăл 1:0 шутпа Аслă Елчĕк команди çĕнтернипе вĕçленчĕ. Унăн йышĕнче П.Адюков, В.Адюков, А.Адюков, Н.Арбузов, Ф.Казначеев, А.Патшин, Вадим Чернов, Василий Чернов, И.Тикушев, В.Питаков, П.Мохов, П.Горшков, В.Патшин, А.Агеев, А.Афанасьев вылярĕç. Пурте тенĕ пекех вĕсем 40-50 çулсенчен иртнĕ, футбол вăййипе мĕн ачаран туслă. Çак йышра Петр Адюков ыттисенчен уйрăлса тăрать. 1959 çулта Аслă Елчĕкре çуралнă-скере, 8 класс пĕтернĕ çул ăна районти тĕп футбол командине илнĕ. 20 çул вăл район чысне хÿтĕленĕ. 80-90-мĕш çулсенче Ленин ячĕллĕ колхоз командин йышĕнче 21 хут район чемпионĕ пулнă, 20 хут район кубокне çĕнсе илнĕ. 1982 çулта ăна районти чи лайăх спортсмен тесе йышăннă. Нумай çул вăл хăйĕн илемлĕ вăййипе куракансене тĕлĕнтернĕ. Кунсăр пуçне хоккейла ăста вылянă. Футбол вăййине сарас тĕллевпе вăл тăрăшнипе Аслă Елчĕкре бригадăсенчен йĕркеленĕ вăйăсем иртнĕ.
Петр Адюков пирки районти тĕп стадиона пуçтарăннă халăх умĕнче юлташĕсем, пĕрле футбол, хоккей вылянă çынсем нумай ăшă сăмахсем каларĕç, район пуçлăхĕн Тав çырăвне, асăнмалăх парнесем пачĕç.
Е.ПЕТРОВА. Н.АЛЕКСЕЕВ. В.ВАСТУЛОВА
Источник: "Елчĕк Ен"