14 июня 2007 г.
Кивĕ Ахпÿртсем ĕлĕкех урхамахсен чупăвĕпе кăсăкланнă-ха. Ас тăватăп-ха, самаях çулланнă арçынсем ятарласа район ака туйне лашасен чупăвне курма каятчĕç. Каярахпа хăшĕ-пĕри чупăва та хутшăнма пикенчĕ. Халĕ Кивĕ Ахпÿртре урхамахсемпе кăсăкланакансем йышлансах пыраççĕ. Лаша спорчĕ аталансах пырать. Чылайăшĕ республика тулашĕнчи ăмăртусене те хутшăнать. Урхамахсен чупăвне шăпах çак ялта ирттерессине йăлана кĕртни те ахальтен мар.
Тулли мар яваплă “Гвардеец” пĕрлешÿ ертÿçи Анатолий Каргин – лаша спорчĕн активисчĕ. Районта, республикăра çеç мар, унăн тулашĕсенче те паллаççĕ ăна. Пĕрре çеç мар çĕнтерÿçĕ ята тивĕç пулнă вăл, нумай-нумай хаклă парне çĕнсе илнĕ. Ялта чи малтан юртă лашасем (рысаксем) усрама пикеннĕ. Ăна курах ашшĕпе ывăлĕ Николайпа Леонид Кошкинсем, Алексейпе Александр Пыркинсем, Андриян Каргин та урхамахсемпе туслашнă, туяннă, килте тытма пикеннĕ.
Икĕ çул каялла Кивĕ Ахпÿртре Анатолий Антонович Каргин тăрăшнипех ипподром уçăлнă, пирвайхи ăмăртусем иртнĕ. Унтанпа кашни çулах лаша спорчĕн сезонĕ çакăнта уçăлать. Кăçал çанталăк çумăрлă тăнипе кăштах каярах, майăн 20-мĕшĕнче иртрĕ.
Çак кун ипподромра чăн-чăн уяв пулчĕ. Халăх чылай маларах пухăнчĕ. Пурте ăмăрту пуçланасса кĕтеççĕ. Наездниксем янаварĕсене илемлетеççĕ. Музыка янăрать. Кăçал кунта çĕнĕлĕх те палăрчĕ. Судьясем, хăнасем, куракансем валли ятарласа йывăçран трибуна туса лартрĕç. Сăрласа илемлетнĕскер аякранах курăнса ларать.
Ăмăртăва 21 юртă лаша (рысак) тата хуçалăхра усă куракан 4 лаша хутшăнчĕ. Республикăри хуласемпе ялсемсĕр пуçне Ульяновск облаçĕнчен, Тутарстанран та килчĕç.
Кашни чупурах виçшерĕн хутшăнчĕç, тĕрлĕ ятлă призшăн тупăшрĕç Пĕрремĕшĕ Социализмла Ĕç Геройĕ Николай Васильевич Каргин призĕшĕн пулчĕ. Унта “Премьер” – наездникĕ Александр Пыркин, “Гелмус” – наездникĕ Алексей Краснов, “Аладдин” – наездникĕ Минсур Тухветуллов чупрĕç. Александр Пыркин (Кивĕ Ахпÿрт) çĕнтерчĕ.
Аслă Отечественнăй вăрçă чарăннăранпа 62 çул çитнине халалланă приза “Кругозор” – наездници Ирина Котлякова (ООО “Гвардеец”) çĕнсе илчĕ.
Аслă Аттелĕх вăрçин ветеранĕсене халалланă приза “Палач” – наездникĕ Анатолий Каргин (ООО “Гвардеец”) тивĕç пулчĕ.
Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕн Александр Васильевич Максимовăн призĕшĕн те кĕрешрĕç. Ку чупура “Хазара” – наездникĕ – Валерий Краснов (Шупашкарти лаша спорчĕн шкулĕ) çитекенни пулмарĕ.
Аслă Аттелĕх вăрçин геройĕсене асăнса йĕркеленĕ призшăн пынă чупура “Нил” – наездникĕ Леонид Кошкин пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
Лаша спорчĕн ветеранĕсем те хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Виçшерĕн икĕ ушкăнпа чупрĕç. “Премьер” – наездникĕ Алексей Пыркин, “Плутоний” – наездникĕ Иван Вазюков (иккĕшĕ те Кивĕ Ахпÿрт) приза тивĕç пулчĕç.
Пăваран килнĕ Диля Фазлеева, Именкассинчи Герман Кошкин юланутçăсем те чупăва илем кÿчĕç. Лаша спортне кăмăллакан чылай çын вĕсене тивĕçлĕ хак пачĕ.
Лаша спорчĕн ветеранĕсем çулĕсене кура мар ăмăртăва хутшăнма кăмăл туни те паха. Егор Краснов, Николай Кошкин, Алексей Пыркин, Ибенюк Киметов, Гаймель Ахтямов чăннипех те тав сăмахне тивĕç.
Ипподромăн чысĕ, сумĕ те ÿссех пырать. Тупăшăва хутшăнакансен йышĕ çулран çул пысăкланать, кăтартăвĕсем те çĕнелеççĕ. Хальхинче 2 рысак: “Хазар” – наездникĕ Валерий Краснов, “Салават” – наездникĕ Игорь Матвеев ипподром рекордне çĕнетрĕç. Ăмăртăва хутшăннă урхамахсем хăйсен çивĕчлĕхне, хăвăртлăхне тепĕр хут çирĕплетрĕç. Хуçисем çеç мар, учĕсем те пăлханчĕç пулас.
Çĕнтерÿçĕсене Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Васильевич Максимов саламларĕ. Спонсорсем хаклă парнесем пачĕç. Сăмах май каласан, Александр Васильевич хăй те ăмăрту çĕнтерÿçи.
Ăмăртăва йĕркелекенсем килес çул урхамахсен шучĕ тата ытларах пуласса шанаççĕ. Çапла пултăрччĕ.
В. МАЛЬЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)