09 июня 2007 г.
«Ку тăрăхра 7 çăл пулнă. Вĕсем пурте халăха тĕрлĕ чир-чĕртен сипленĕ», – ватă кинемейсемпе мучисем тахçанхи авалхине аса илсе каланине манмаççĕ Апашра. Чăн та, çăл куçĕсем паян та тапса тăраççĕ. Вĕсенчен пĕри ялĕнче хăйĕнчех вырнаçнă. Архиври даннăйсем тăрăх, вăл тапса тăракан вырăнта 1748 çулта ĕçлеме пуçланă икĕ аслă вырăнлă (престоллă) асамлă ĕç тăвакан Николай тата Казански Турă амăшĕ ячĕллĕ чиркÿ – тăршшĕ – 15 хăлаç, сарлакăшĕ – 5 хăлаç пулнă. 7 чан таранччен служба пуçланă кунта. Вĕсенчен пĕри – пысăкки – 102 пăт ытла тайнă. Ытти улттăшĕ 8 пăтран пуçласа 3 пăт таран пулнă.
Çак тĕлте кĕçех Казански Турă амăшĕ ячĕллĕ часовня çĕкленсе ларĕ. Ун валли стройматериалсене кÿрсе килме пуçланă ĕнтĕ.
Çавăн пекех тепĕр çăл куç «Князев кÿлли» патĕнче шăнкăртатса юхать. Шăпах çак вырăна ытлари кун район, республика, чиркÿ представителĕсем пухăнчĕç. Кунта район пуçлăхĕ А.Князев пуçарса янипе таса сиплевçĕ Пантелеймон ячĕллĕ пĕчĕк чиркÿ хăпартма палăртнă, çавăн пекех шыва кĕртекен вырăн пулĕ. Çавна май малтан Шупашкар хулинчи храмри Гурий атте, Хыркассинчи чиркĕвĕнчи Николай атте, Шемшер чиркĕвĕнчи Максим атте çăлкуçа, часовня вырăнне, «Князев кÿллине» тата шыва кĕртмелли вырăна пиллерĕç, таса шывпа кĕл туса тасатрĕç. Торжествăлла мероприятие çавăн пекех район пуçлăхĕ Анатолий Пантелеймонович хăй, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.Мидуков, Апаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Григорьев, хулари, районти тата ял тăрăхĕнчи Депутатсен пухăвĕсен депутачĕсем, ытти хăнасем хутшăнчĕç.
Çак кунтан кунта ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ ята илнĕ В.Ефремов гендиректор ертсе пыракан «ОКС» АУО ĕçченĕсем ĕçе кÿлĕнчĕç. Вĕсен лăпланса ларма пĕрре те вăхăт çук. Ара, таса сиплевçĕ Пантелеймон турăшĕн кунĕнче – вăл августăн 9-мĕшĕнче пулать – пĕчĕк чиркÿ ĕçлеме пуçламалла. Ăна валли укçа спонсорсем шантараççĕ.
А.СУСМЕТ
Источник: "Тăван ен"