06 июня 2007 г.
Çĕршыври экономикăпа социаллă проектсене пурнăçа кĕртесси яланах ытларах ялти çемьен демографийĕпе çыхăннă. Çĕпĕр, Инçет хĕвел тухăç тата уçман çĕрсене уçнă вăхăтра та ялсенче пурăнакансем тĕп ĕç ресурсĕсем пулса тăнă. Мĕншĕн тесен кунти çемьесем ăс-хакăлпа сывлăх енчен çирĕп тата йышлă пулнă.
Паян вара лару-тăру улшăнчĕ. Кунта ялта пурăнакансен йышĕ чакса пынине асăнни те вырăнлă. Арçынсем вилесси ÿссе пыни уйрăмах пăшăрхантарать. Ялсенче пурăнакансем хушшинче вĕсем вилесси хĕрарăмсенчен 3–4 хут пысăкрах. Ватлăх енĕпе пенсие тухиччен тата ытларах вăтамран 13 регионта кăна арçынсем пурăнса çитейреççĕ, тĕпрен илсен, кăнтăр регионсенче пурăнакансем. Ялпа хулана танлаштарсан, ялсенче вилекенсен йышĕ 20 процент ытларах.
Ĕçлемелли вăхăтри çынсем вилнин сăлтавĕ мĕнре-ха; Ытларах тулашри сăлтавсем тата юн çаврăнăшĕн чирĕсемпе чирленĕ тĕслĕхсем палăраççĕ. Ку енĕпе ял кăтартăвĕсем хуларинчен 1, 5 хут пысăкрах. Уйрăмах апат ирĕлтерекен органсен чирĕсемпе чирлесе вилекенсен шучĕ ÿсрĕ. Ку вара ял çыннисенчен çуррине яхăн апата хăй вăхăтĕнче тата тĕрĕс çименнипе çыхăннă. Нумайăшĕ спиртлă тĕрлĕ шĕвексем ĕçет. Юнашарти регионсене ĕçлеме тухса çÿреççĕ, ĕç, кану, апатлану режимне пăхăнмаççĕ. Çав сăлтавсемпех ĕнтĕ арçынсем хушшинче вар-хырăм, пÿре, хырăмай железин чирĕсемпе чирлесси ÿсрĕ. Кунпа пĕрлех социаллă пессимизм, пурнăç малашлăхне курманни тата психика тĕлĕшĕнчи чир-чĕр ытларах чухне ялсенче çынсем хăйсен пурнăçĕ çине алă хурасси патне те илсе пырать. Юлашки 5 çул хушшинче кăна хăйсен ирĕкĕпе 100 пин çын хăйĕн пурнăçне татнă.
Апла пулсан ялта хальхи медицина условийĕсем, сывă пурнăç йĕрки тем пекех кирлĕ. Çакна федераллă тата регион шайĕнче те аван ăнланаççĕ. Çĕршывра «Сывлăх» приоритетлă наци проекчĕ пурнăçа кĕрсе пырать. Анчах та çакă кăна çителĕклĕ мар. Çынсем чи малтанах сывлăх кирлине ăнланни, ăна хаклама пĕлни, уншăн тăрăшни кирлĕ. Ял çыннисене медицина пулăшăвĕ парассине те çĕнĕлле йĕркелемелле.
Вăрттăнлăх мар, ял çынни медицина тĕрĕслевне кирлĕ пек тăмасть е пачах та унта каймасть. Сывлăхне вăхăтра тÿрлетмен пирки нумай вăхăт чирлет. Çавăнпа та эпир медицина пулăшăвĕ парассине ял, ял çынни патне çывăхарах тăвасшăн. Ялсенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсене уçатпăр, пациентсем патне хамăр каятпăр. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çуллен хăйсен суйлавçисем умĕнче çынсен сывлăхĕ, демографи тĕлĕшĕнчи лару-тăру пирки отчетсем туса парсан тĕрĕс пулать тесе каласшăн. Çакна ял тăрăхĕсен Уставĕсенче саккун йĕркипе çирĕплетмелле. Ĕç-пуçа çапла майпа йĕркелесен кăна ялсенчи ертÿçĕсем эрехпе ашкăнассине, наркомание чарасси, çамрăксем ялтан тухса каяссине сахаллатасси пирки, туйсемпе телейлĕ çемьесем ытларах пулччăр тесе шутлама пултараççĕ.
Ялсенчи хальхи вăхăтри чи пысăк проблемăсенчен пĕри вăл – алкоголизм, эрехпе ашкăнни, пирус туртни. 2000 çулхипе танлаштарсан, Раççейре эрех туянма каякан тăкаксен шайĕ икĕ хут ÿснĕ. Кунпа пĕрлех алкоголь психозĕпе чирлекенсен йышĕ те юлашки çулта икĕ хут ÿснĕ. Çавăнпа та çак усал пулăмпа пурте пĕрле кĕрешес пулать. Унсăран ялсенче çирĕп çемьесемпе сывă ачасем пулаймĕç.
Хальхи вăхăтра кашни виççĕмĕш ачан сывлăх тĕлĕшпе çитменлĕхсем пур. Ялсенче пурăнакансен те физкультурăпа тата спортпа туслă пулма хуларисенчен кая мар условисем кирлĕ. Паллă ĕнтĕ, ку енĕпе пирĕн республикăра Н.В. Федоров Президент йышăннă программăпа сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Малашлăхра тумалли ĕçсем те курăмлă. Массăллă спорт ăмăртăвĕсене, уйрăмах аслă çулхисене хутшăнтарса, ытларах ирттермелле. Çемье спортне аталантармалла.
Наци сывлăхĕшĕн тăрăшасси ăс-хакăл воспитанийĕпе, тĕнче çине философилле пăхассипе тата ăнланассипе çыхăнса тăмалла. Вĕсем çакна туйса илме тивĕç: сывлăхлă ыйткалакан чирлĕ патшаран та телейлĕрех.
Пирĕн республикăра та, Раççей шайĕнче те демографи тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва лайăхлатма мерăсем йышăнмаççĕ мар. Ку ĕçсене чи йышлă «Единая Россия» парти те тÿрремĕнех хутшăнать. Программăсем, хушма программăсем йышăнаççĕ, тĕллевсем лартаççĕ, плансем йышăнаççĕ тата вĕсене пурнăçа кĕртсе пыраççĕ.
Çак ĕç-хĕлĕн тĕп тытăмĕ пĕр пĕтĕм халăх православи традицийĕсене çирĕплетесси пулса тăрать: тÿсĕмлĕх, хутшăнусенче тата тĕрлĕ ĕçсем тăвассинче хăйсене хăйсем чарма пултарасси, ĕçе юратасси, сывă пурнăç йĕрки, ачасене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тăрăшасси. Çак пахалăх енĕсем Раççей тата чăваш хресченĕсен яланах пулнă. Анчах ăна несĕлсен пуянлăхĕ тесе кăна йышăнмалла мар, унпа сывлăха упрас, ăна çирĕплетсе пырас ĕçре активлă усă курмалла.
Халăх йышне, унăн сывлăхне сыхласа хăварасси медицинăн çĕнĕ технологийĕсене аталантарнинчен, çĕнĕ медицина центрĕсем тунинчен кăна килмест. Харпăр хăйĕн ăс-хакăл çăл куçĕсем патне таврăнни, нравственность тĕлĕшпе тивĕçлĕ воспитани пани – наци сывлăхĕн ансат та тухăçлă майĕсенчен пĕри. Эпир унпа май пур таран анлăрах усă курма тивĕç.
Медицина ĕçченĕсен кунĕ çитсе килнĕ май вара сывлăха сыхлас ĕçре вăй хуракансене, медицинăпа çыхăннă ĕçченсене çак уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Пурне те сире чăтăмлăх, ăнăçу, телей тата, паллах ĕнтĕ, çирĕп сывлăх сунатăп.
В. ДАНИЛОВ,
«Муркаш районĕнчи тĕп больница»
сывлăха сыхлас ĕç муниципаллă учрежденийĕн тĕп врачĕ,
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ,
«Единая Россия» парти фракцийĕн членĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"