В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаваслă ачалăх, ан кай, ан васка…

02 июня 2007 г.

«АЧАЛĂХ ячĕпе – ачасемшĕн» ятпа Ача çулталăкне, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалласа районти Культура керменĕ умĕнче ачасен фестивалĕ иртрĕ.

Хĕвел хĕртсе пăхни те хăратмарĕ савăнăçпа тулнă шăпăрлансене. Юрă-ташă та вĕсене хавхалантарчĕ. Мĕн тери илемлĕн шăранчĕç юрăсем, еплерех килĕшÿллĕн курăнчĕç ташăсем. Курма килнисем те чунтан хĕпĕртесе, хĕрачасемпе арçын ачасене юратса, шăкăл-шăкăл калаçса алă çупрĕç, тав турĕç.

Чи малтан уяв ячĕпе саламласа райадминистрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн пуçлăхĕ Н.Игнатьева сăмах каларĕ. Наталья Германовна ачасене яланах хаваслă та пултаруллă, ырă чунлă пулма, сывлăхпа çитĕнме сунчĕ. Районти ачасен пултарулăх шкулĕн директорĕ З.Морозова, ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Е.Федорова та пĕчĕкскерсен ячĕпе мĕнпур ыррине кăна каларĕç. Паллах, парнесем илме те манса кайман вĕсем. Шупашкартан килсе çитнĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн П.Семеновăн пулăшаканĕ А.Чернов ачасем умне тухса саламлани пушшех те савăнтарчĕ. Шăпăрлансем инçетрен килнĕ хăнана тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Унăн та П.Семенов депутат ятĕнчен парнесем нумай пулчĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн А.Максимовăн саламĕпе парнисене те хаваспах йышăнчĕç ачасем. Çавăн пекех парнесем Шăмăршă ял поселенийĕпе халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайран та килсе çитрĕç. Çак кун шăпăрлансемшĕн нимĕн те шел пулманни, çитĕнекен пулас ăру – пирĕн пуласлăх пулни сисĕнчĕ. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсенчен, фестивале йĕркелекенсенчен тав сăмахĕ калас килет хаклă çыннăмăрсене.

Вăйă-конкурссем вара яланхиллех пурин кăмăлне те кайрĕç. Велосипедпа тĕрлĕ фигурăсем туса ярăнасси, мечĕкпе кегельсене персе лектересси, супăнь кăпăкĕпе хăмпăсем вĕçтересси – хаваслă та интереслĕ пулчĕç. Хутшăнакансем пĕри те парнесĕр юлмарĕç.

Хĕрачасемпе арçын ачасем хăйсен шухăш-кăмăлне фонтан таврашĕнчи асфальт çинче пурăпа тĕрлĕрен ÿкерчĕк сăнласа палăртрĕç. Кунта ачине йăтнă амăшĕ те, мир кайăкĕ те, самолет та, чечексем те тата ытти те сăнланчĕç. Çак ĕç ачасене пысăк хавхалану кÿчĕ.

Уяв вĕçленсен те ачасем саланма васкамарĕç. Вĕсен кун каçичченех савăнма, выляма кăмăлĕсем пурри палăрчĕ. Апла пулсан, хаваслă ачалăх пĕр кунпа кăна ан вĕçлентĕрччĕ. Вĕсемшĕн кашни кун хĕвелпе çиçтĕр, савăк ирттĕр.

 

А. ЧУМУРКИНА

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика