В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутат пулăшнипе

22 мая 2007 г.

Республикăра пулса иртекен вун-вун пулăм Раççей Патшалăх Думин депутачĕн, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" фракци членĕн П.Семеновăн ячĕпе çыхăннă. Çак кунсенче тепĕр ырă япалана пурнăçа кĕртме пулăшрĕ депутат. Тăвай районĕн вырăнти суйлав комиссийĕ тата администрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ суйлав темипе ÿкернĕ ÿкерчĕксемпе плакатсен, "Раççей Патшалăх Думин депутачĕ пулнă пулсан" ятпа çырнă сочиненисен конкурсĕнче çĕнтернисене Шупашкара экскурсие илсе кайма тĕв тунă. Шăпах çак ĕмĕте чăнлăха çавăрма пулăшнă та П.Семенов. Аслă классенче вĕренекенсем тĕп хуламăрта Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă, А.Цветков секретарь ачасене комиссин ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă, "Пять мифов о выборах" видеофильм пăхса киленнĕ, çакăнтах ачасем аслисемпе "Чăваш Республикин тĕп суйлав комиссийĕн ларăвĕ" вăйă вылянă. "АККОНД" генеральнăй директорĕпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе В.Ивановпа та тĕл пулнă пĕчĕк хăнасем.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика