В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Татса памалли ыйтусем çук мар

21 мая 2007 г.

Майăн 16-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх районта пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Районти ĕç коллективĕсенче пулса çынсене хумхантаракан ыйтусем çине хуравлама района ЧР Патшалăх ветеринари службин пуçлăхĕ В.К. Тихонов, РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Р.А. Кондратьева, РФ Юстици министерствин суд экспертизин республикăри лабораторийĕн пуçлăхĕ Л.П. Морозов килчĕç.

Р.А. Кондратьева ертсе пыракан ушкăн Москакасси ял тăрăхĕнче пулчĕ, Москакассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула, кунти пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне, ача садне çитсе курчĕ. Ку ушкăнра çавăн пекех РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ Е.М. Александрова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Муркашри тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов пулчĕç.

Информаци кунĕн теми анлă. Ял çыннисемпе сÿтсе явма тăратнă ыйтусем хушшинче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В. Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çыру, Чăваш Республикин 2008–2010 çулсенчи бюджет политикин тĕп енĕсем, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе çине тăрса ĕçлесси.

Палăртнă предприятисемпе организацисенче пулнă май коллективсемпе тĕл пулнă чухне хăйсен сăмахĕсенче РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Р.А. Кондратьева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Муркашри тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ Е.М. Александрова РФ Президенчĕн Çырăвĕн тĕп тытăмĕсене туллин уçса пачĕç. Федераци Пухăвне янă Çыру Раççейĕн хăватлă держава тĕлĕшĕнчи строительствин стратегийĕ пулса тăрать. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ документра Раççей хăватне ÿстерессипе нумай вăхăтлăх программăна тата куллен татса памалли задачăсене конкретлă палăртнă.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсене йышăннăранпа çулталăк çурă кăна çитрĕ. Апла пулин те вĕсене пурнăçа кĕртессипе палăрăмлă ÿсĕмсем çук мар ĕнтĕ. Ку тĕлĕшпе «Пĕрлĕхлĕ Раççей» («Единая Россия») политика партийĕ пысăк вăй пулса тăрать. Сывлăха сыхлас, вĕрентÿ, çурт-йĕр тăвас тĕлĕшпе пысăк утăмсем тума май килни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Владислав Григорьевич тата çавна та уйрăммăн палăртрĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ РФ Федераци Пухăвне тата ЧР Президенчĕ республика Патшалăх Канашне янă Çырусем пĕр тĕллевлĕ. Епле пулсан та юлашки вăхăтра палăрнă ырă улшăнусене сыхласа хăварас пулать. Сыхласа хăварма майсем çук мар. Ахальтен мар ĕнтĕ «Чăваш Республикин 2020 çулчченхи экономикăпа социаллă аталанăвĕн стратегийĕ çинчен» Саккун проектне пĕрремĕш вулавпа республика Патшалăх Канашĕн сессийĕнче йышăнчĕç, ăна пĕтĕм халăхпа сÿтсе яврĕç, çывăх вăхăтрах йышăнмалла.

Тĕл пулусем, паллă ĕнтĕ, ыйтусемпе сĕнÿсемсĕр мар. Информаци ушкăнĕ вырăнсенче пулнă май чылайăшĕ учительсене командировкăсенче пулнăшăн, коммуналлă услугăсемшĕн тÿлес, çуллен медосмотр тăрас, ялсенче техника спиртне сутакансене чарас, вырăнсенчи пасарсем, çынсене пенсисемпе тивĕçтерессинчи çĕнĕлĕхсем, ялсенче çÿп-çап пухассине йĕркелесси пирки тата ытти ыйтусене хускатрĕç.

Палăртма кăмăллă, тĕл пулусене хутшăнакансем пурте кăмăллă юлчĕç. Чылайăшĕ вĕсенчен хăйне интереслентерекен ыйтупа тулли хурав илме пултарчĕ.

 

В. ШАПОШНИКОВ

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика