18 мая 2007 г.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕн обществăлла йышăнăвĕ кăçалхи пĕрремĕш кварталта мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Хускатнă ыйтусенчен ытларахăшне партирен суйланнă депутатсем тăрăшнипе граждансем майлă татса панă.
Обществăлла йышăнăва çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 800 яхăн çын пынă, вĕсенчен 300 яхăн заявленипе çыру пырса кĕнĕ. Ыттисене Патшалăх Думин депутачĕсем, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракци членĕсем Константин Косачевпа Павел Семенов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем — «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракци членĕсем, партин регионти политканашĕн ертÿçисем йышăннă.
Пырса кĕнĕ çырусемпе заявленисенчен ытларахăшĕ — 132 — пенсипе, çăмăллăхсемпе ти-вĕçтерес, социаллă хÿтлĕх парас, пособисем тÿлес ыйтусемпе çыхăннă. Укçа-тенкĕ пулăшăвĕ ыйтакансем те пур.
Парти строительствин ыйтăвĕ те («Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членне кĕресси, Уставпа паллашасси т.ыт. те) чылай çынна кăсăклантарать.
Влаçсен, йĕркелĕх хуралçисен ĕçĕпе вара пурĕ те 4 çыру кăна пырса кĕнĕ.
Граждансен çырăвĕсемпе заявленийĕсем çине çыру тăрăх хуравланă, 60 заявление пăхса тухса татса пама патшалăх органĕсемпе обществăлла организацисене ярса панă. Партин регионти уйрăмĕнче пăхса тухма 30 яхăн çыру тăратнă.
Йышăнăва хăйсем пынă граждансенчен çуррине яхăн парти строительствин ыйтăвĕсене хускатнă. Кашни тăваттăмĕш çынна пенсисемпе çăмăллăхсем кăсăклантарнă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе 43 çын пулăшу ыйтнă. Йышăнăва пыракансем ку енĕпе законсене улшăнусем кĕртме сĕнÿсем те панă.
Йышăнăва килнĕ çынсенчен çĕр ытларахăшĕ — 30 çула çитмен çамрăксем, тепĕр çурри — 30—50 çулхи çынсем.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракци членĕсенчен тÿрремĕн пулăшу ыйтни Чăваш Енре пурăнакансене харпăр хăйне пăшăрхантаракан 300 ытла ыйтăва хăйсен уссине татса пама май пачĕ. Тепĕр 34 ыйту татса парас тапхăрта. Ыттисене юридици консультацийĕ парса пулăшнă.
Аса илтеретпĕр: Чăваш Енре «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти 30 обществăлла йышăну пунктне йĕркеленĕ, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ — Шупашкарта. Обществăлла йышăну пункчĕсем кашни хулапа районтах пур. Вĕсемсĕр пуçне республикăри патшалăх Канашĕн депутачĕсен — «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракци членĕсен — обществăлла пункчĕсем 54 шутланаççĕ. Вĕсем ăçта вырнаçни территори суйлав округĕнче паллă.
Л. ЕРМИЛОВА
Источник: "Каçал Ен"