18 мая 2007 г.
Иртнĕ кунсенче районта “Единая Россия” политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, парламентра “Единая Россия” фракци ертÿçи В.Мидуков, район пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăнчĕç.
Районти форума хутшăннисен умĕнче тĕп ыйтупа – отчетлă тапхăрти ĕç-хĕл пирки вырăнти политканаш секретарĕ Н.Малышкин тухса калаçрĕ.
– “Единая Россия” политика партийĕ наци тата парти проекчĕсене, Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн социаллă пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртессипе сахал мар ĕç пурнăçлать. Сывлăх сыхлавĕ, вĕрентÿ, çурт-йĕр, АПК аталанăвĕн ыйтăвĕсене тивĕçлĕ шайра татса парассипе район ша-йĕнче те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хальхи вăхăтра партин ятарлă проекчĕсене (“Тивĕçлĕ ĕç”, “Таса шыв”, “Шкулти сĕт”...) ĕçе кĕртессипе тимлемелле. Политика партийĕн районти членĕсем уйрăмах “Шкулти сĕт” проекта пурнăçлас тĕлĕшпе хăйсен тÿпине хыврĕç. Вĕсем ĕç коллективĕсенче пулса ашшĕ-амăшĕсем хутшăннипе ыйтăва туллин тишкернĕ. Асăннă проектпа килĕшÿллĕн, 2008-2010 çулсенче “Единая” Россия” парти федераци бюджетĕнчен 1-4 классенче вĕренекенсене сĕтпе тивĕçтерме палăртать. Малашлăхра сĕтпе тивĕçтерессине 1-8 класс таран йĕркелеме пулнине çирĕплетеççĕ.
Иртнĕ отчетпа суйлав конференцийĕ 2005 çулхи пуш уйă-хĕн 15-мĕшĕнче пулнăччĕ. Икĕ çулта парти ĕçĕ-хĕлĕнче тĕрлĕ улшăну сахал мар палăрнă.
Вырăнти политканаш, пуçламăш организацисем, партин уйрăм членĕсем районта иртнĕ тĕрлĕрен акцисене, фестивальсемпе конкурссене, культурăпа спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ. Çулсерен районта ирттерекен çамрăксен фестивалĕнче “Единая Россия” парти уйрăмĕн призне çĕнсе илессишĕн волейбол турнирне ирттересси йăлана кĕчĕ. Парти членĕсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсем суйламалли кампание агитаторсем, кандидатсен шаннă çыннисем, суйлав комиссийĕн членĕсем пулса хутшăнаççĕ. Çавна май хăйсен ĕçне чунтан парăнса пурнăçланине çирĕплетсе параççĕ.
Парти авторитечĕ унăн йышĕ епле ÿссе пынинчен те курăнать. Чăваш Енре ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 20 пине яхăн “пĕрлĕхçĕ”, 815 пуçламăш организаци шутланать. Пирĕн ра-йонта 33 пуçламăш организаци, парти членĕсен йышĕнче 532 çын тăрать.
Парти ретне хистенипе мар, çынсен хăйсен кăмăлĕсене кура илмелле. Партин политикăри сăн-пичĕ, унăн аталанăвĕ пуçламăш организацисен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕнчен, вĕсен ертÿçисен пултарулăхĕпе çаврăнăçулăхĕнчен нумай килет. Анатри Тимешри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Тăрăмри, Яманчÿре-лĕнчи пуçламăш организацисен секретарĕсем В.Захаров, О.Муравьева, А.Трофимов, И.Васильева шанса панă обществăлла ĕçе уйрăмах тÿрĕ кăмăлпа тата ăнăçлă пурнăçласа пыраççĕ.
Кăçалхи раштавăн 1-мĕшĕнче – çĕнĕ тĕрĕслев РФ Патшалăх Думине депутатсем суйламалли кун. Чăваш Енрен 3 депутат суйлас пулсан парти списокĕпе 320 пине яхăн сасă пухмалла. Патшалăх Канашĕн иртнĕ суйлавĕнче “пĕрлĕхçĕсемшĕн” 220 пин ытларах çын кăна сасăланă пулнине шута илсен, ку чухне самаях тăрăшса ĕçлеме кирли куç кĕрет. Пĕрлехи вăйпа, пĕр-пĕрне шанса, ăнланса тата пулăшса ĕçлесе пырсан çитĕнÿсем пулаççех.
Партин уставĕпе килĕшÿллĕн “Единая Россия” партин вырăнти политканаш секретарьне тата политканаш членĕсене суйларĕç. Н.Малышкин ыйтнине тивĕçтернĕ, ăна политканаш секретарĕн ĕçĕсене туса пырассинчен хăтарчĕç. Партин сумне ÿстерме пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, “Единая Россия” фракци ертÿçи В.Мидуков Н.Малышкина Тав хучĕ пачĕ. Политканаш секретарĕ пулма район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Е.Михайловăна çирĕплетрĕç.
“Единая Россия” партин Чăваш Енри уйрăмĕн XII отчетпа суйлав конференцине кайма делегат суйларĕç, парти ретне кĕме кăмăл тунисене савăнăçлă лару-тăрура билетсем тата значоксем пачĕç. Анатри Тимешри В.Захаров çырнă “Пĕрлĕхлĕ Раççей” сăвва И.Шурбин кĕвве хывнă. Районти культура çурчĕн ĕçченĕсем ăна конференцире пĕрремĕш хут мăнаçлăн шăрантарчĕç.
Светлана АРХИПОВА
Источник: "Елчĕк Ен"