В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнине пĕлмесĕр малашлăх çук

16 мая 2007 г.

Музейсен кун-çулĕ те Муркаш ен аталанăвĕнче пĕрлехи ĕç-хĕлтен айккинче тăмасть. Районти кашни шкултах унăн пĕчĕк пайĕ хамăр пурнăçпа паллаштарать, иртни çинчен каласа парса малашлăх утăмсене палăртать.

Паян районта пурăнакансенчен ытларахăшĕ Муркашри, Панклири историпе краеведени музейĕсенче, Калайкассипе Сосновкăри вăтам шкулсенчи хамăрăн иртнĕ пурнăçа анлăн кăтартса паракан пысăк музейсенче пулса курнах ĕнтĕ. Хамăр тăрăхăн истори алăкне уçса пăхни пуриншĕн те интереслĕ мар-и?

Мĕнле пурăнать-ха паянхи музей, мĕнпе сывлать вăл?

Пĕлтĕр райцентрта вырнаçнă историпе краеведени музейĕ Чăваш Республикин культура сферинчи инновациллĕ проектсен конкурсне хутшăнса ЧР Президенчĕн грантне тивĕçни кăçал вăл район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕсен пайĕпе пĕрле Раççей Федерацийĕ шайĕнчи çавăн евĕр конкурса хутшăнса та ырăпа палăрасса шантарать. Раççей шайне тухнă май пĕлтĕрхи проекта çитĕнекен ăрăва Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен наци тумĕсемпе паллаштарассипе, халăхсем хушшинчи туслă хутшăнăва аталантарассипе иртекен “Пултран пасарĕн” уявне кăтартассипе анлăлатнă.

Музейра кăçал ĕçленĕ чăваш сурпанĕсен куравĕнче ытти çынсемпе пĕрлех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе В. Даниловпа ЧР Патшалăх Канашĕн аппаратĕнчи пай пуçлăхĕ А. Скворцов та пулчĕç. Вĕсен шухăшĕнче те музейсене аталантарасси пирки ырри кăна.

– Музейсен пĕлтерĕшĕ хамăр историпе çыхăннă. Иртнине пĕлмесĕр вара малашлăх çук. Çакна тĕпе хурса пирĕн çамрăк ăрăва хамăрăн иртнĕ кун-çулпа çывăх паллаштарса аталантармалла. Çамрăксем хăçан мĕнле вăрçă пулнине, мирлĕ пурнăçа кам тата мĕнле хакпа сыхласа хăварнине, асатте-асаннесем ĕлĕкрех епле пурăннине аслисемпе тан пĕлсе воспитани илччĕр. Çакна куратăп та музейсен пĕлтерĕшĕнче, – терĕ районти историпе краеведени музейĕнче чăваш сурпанĕсемпе паллашнă чух ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владислав Григорьевич Данилов.

– Чăваш сурпанĕ вăл – пирĕн асатте-асаннесен пурнăç аталанăвĕн картти. Мĕн ĕçленĕ вĕсем авалрах, тĕнче çине мĕнле пăхнă – çакна чăваш хăйĕн тĕррисенче çырса хăварнă. Ăна пĕлсе тăрса пирĕн асаннесен алă ĕçĕсене вулама вĕренмелле, вĕсене шута хурса çамрăксене ыррине кăтартмалла, çак ĕçсен никĕсĕ çинче ачамăрсемпе мăнукăмăрсене воспитани памалла, чăвашлăха юратма вĕрентмелле. Çакна тăвайратпăр пулсан, музейсен ĕçне те тÿрре кăларатпăр, – сăмаха тăсрĕ Алексей Петрович Скворцов.

Умра Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунĕ пулнине шута илсе районта музейсене аталантарассипе пысăк ĕç туса ирттернĕ Н. Л. Яковлева, Е. Е. Ерагина, Е.В. Романована, Т.З. Степанована тата ытти вуншар ĕçчене саламласа ырлăх-сывлăх сунатпăр.

 

А. БЕЛОВ

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика