В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыс-мухтав паттăр çĕнтерÿçĕсене

11 мая 2007 г.

Вăрçăн юлашки залпĕсем кĕрленĕренпе вăхăт чылай иртрĕ, çапах та мухтавлă салтаксен паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ яланах халăх асĕнче. Аслă Çĕнтерÿ кунне – куççульпе шăварăнса туптаннă куна – эпир паян чи чаплă уяв тесе палăртатпăр.

Пулас ăрусем валли тăнăç та телейлĕ пурнăç çĕнсе илнĕ паттăрсене халалласа Аслă Çĕнтерÿ кунне районта кăçал та чаплăн паллă турĕç. Поселокри тĕп площаде пухăннă халăх – предприяти-организацисене, тĕрлĕ учрежденисенче вăй хуракансем, шкул ачисемпе стендсем – кăкăр тулли медаль-орден çакнă фронтовиксене саламларĕç, çĕнтерÿшĕн тав турĕç.

Савăнăçлă митинга уçнă май район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин Аслă Çĕнтерÿ пирĕн халăха мĕнле хакпа тивĕçнине хурланса палăртрĕ – асаплă вăрçă районти пилĕк пин ытла çыннăн пурнăçне вăхăтсăр татнă. Вăрçă ветеранĕсем те çулран çул сахалланса пыраççĕ. Çавăнпа та вĕсен иксĕлми паттăрлăхне хакласа Аслă Çĕнтерĕвĕн кашни çулхи уявне чи çÿллĕ те чаплă шайра ирттерме чĕнсе каларĕ район пуçлăхĕ.

Аслă Çĕнтерÿ уявне вăрнарсемпе пĕрле Чăваш ен Президенчĕн представителĕсем – Леонид Шиминпа Станислав Иванов – пайларĕç. ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерессипе ĕçлекен патшалăх службин руководителĕ Л.Шимин хăйĕн сăмахĕнче çивĕч те хурлантаракан ыйтăва хускатрĕ. Унччен совет Союзне кĕнĕ хăшпĕр республикăсем паян совет халăхĕн паттăрлăхне тивĕçлипе хакламаннине, историе тепĕр майлă «çавăрма» тăрăшнипе ниепле те килĕшме пултарайманнине палăртрĕ.

Ентешсене çавăн пекех Раççй Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш енри полномоченăй представителĕ Анатолий Григорьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Свешников саламларĕç. Григорий Сергеев вăрçă участникĕ тата Валентина Слотина тыл ĕçченĕ асаплă çулсенчи пурнăçа тепĕр хут куç умне кăларчĕç. «Ачасен нихăçан та тупă сассипе вăранмалла ан пултăрччĕ», – терĕç вĕсем. Тĕп площадьри Асăну скверĕнчи Амăшĕпе салтакăн палăкĕ, мемориал плитисем чечек кăшăлĕсемпе тулчĕç. Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти патриотсен ушкăнĕ обелиск умне чăрăш лăссисенчен çыхнă гирляндăна хунă хыççăн предприяти-организацисенче, вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн, йăла учрежденийĕсенче ĕçлекенсен тĕслĕ шарсемпе илемлетнĕ, лозунгсем çĕкленĕ колонни трибуна умĕпе ура! кăшкăрса иртрĕ.

Каçхи уяв та вăрнарсен асĕнче юлчĕ. Районти культура çурчĕн пултаруллă артисчĕсем – Инна Шашкова, Елена Арсентьева, Алина Евдокимова, чăваш эстрада юрăçисем – Стас Владимиров, Алексей Московский тата Надежда Заводскова чашлаттарса çумăр çунине пăхмасăрах сĕм çĕрлеччен халăха илемлĕ юрă-кĕвĕ парнелерĕç. 22 сехетре вара вут-çулăм витĕр тухнисем ячĕпе тÿпене салют çĕкленчĕ. Каçхи илеме вăрнарсене кăçал Александр Ефимов пуçаруллă предприниматель парнелерĕ.

 

С. ЧИКМЯКОВА

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика