В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАВ КУНСЕН ÇУХАЛМĔ ЧАПĔ

12 мая 2007 г.

Ытларикун ăмăр çанталăкпа пуçланчĕ. Тÿпере хура та йывăр пĕлĕтсем шурĕç, вĕсем кĕç-вĕç "куççульленсе" Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисемшĕн хурланассăн туйăнчĕç. Анчах та кирек епле çанталăкра та пирĕн ветерансем вилнĕ салтаксене асăнса сума сăваççĕ.

Шел, вăхăт хăйĕн ĕçне тăватех – çулсерен ветерансен речĕсем чаксах пыраççĕ. Пирĕн районтан фронта 11698 çын тухса кайнă, вĕсенчен 5777-шĕ каялла таврăнайман. Чĕрĕ килнисенчен паянхи кун тĕлне 120-шĕ кăна пурăнать.

1418 талăк кĕрленĕ вăрçă. Халăха йывăр шăпа пÿрнĕ. Мускавпа Ленинграда, Атăлпа Кавказа çити чакни те, кÿренмелле путланни те пулнă. Апла пулин те пирĕн салтак хуçăлман, чăтнă. Кайран никам чарайми наступленисем пулнă, тĕрлĕ халăха хăрушă инкекрен, чуралăхран хăтарнă.

Çĕнтерĕве тылра та туптанă: станук умĕнче кунĕн-çĕрĕн тăнă çамрăк ача, хирте суха пуç тытса пыракан хĕрарăм. Ытла та хакла ларнă паянхи пурнăç: 26 миллион çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Акă мĕншĕн Майăн 9-мĕшĕ пирĕншĕн пĕтĕм халăх мухтавĕпе хурланăвĕн кунĕ пулса тăнă.

Раççейри пĕтĕм халăхсемпе пĕрле пирĕн район çыннисем те совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 62 çул çитнине савăнăçлăн паллă турĕç. Çак датăна халалланă мероприятисем интереслĕ те тĕрлĕ енлĕн иртрĕç. Вырăскас Пикшихри "Колос" кафере районти вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем тĕл пулчĕç. Тĕл пулăва районти культура çурчĕн куçса çÿрекен клуб учрежденийĕн заведующийĕ А.Яшманова ертсе пычĕ.

Микрофон умĕнче – район администрацийĕн пуçлăхĕ, "Единая Россия" партин районти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ В.Софронов:

– Çĕнтерÿ кунĕ – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче салтаксене тата тыл ĕçченĕсене чунтан сума суни çеç мар, кăмăл-туйăм çирĕплĕхне, паттăрлăха тата Тăван çĕршыва юратнине мухтани те. Çак пархатарлă кунра вĕçсĕр-хĕрсĕр савăнăçпа çухатусемшĕн нихçан тÿрленми чĕре суранĕ пĕрлешнĕ. Эсир тăшманпа пурнăçăра хĕрхенмесĕр çапăçни, колхозра ырми-канми ĕçлени пире паянхи пурнăçа парнелерĕ, эсир Тăван çĕршыва сыхласа хăварнă. Тайма пуç сире, хисеплĕ ветерансем. Сире пурсăра та çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, иксĕлми телей сунатăп. Чыс та мухтав сире, – çакăн пек ăшă сăмахсемпе вĕçлерĕ хăйĕн саламне Владислав Васильевич.

Унăн сăмахĕсене малалла Мускав çар округĕн апат-çимĕçпе тивĕçтерекен служба пайĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Ильин полковник тăсрĕ. Вячеслав Михайлович Шăхасанта çуралса ÿснĕ. Çар училищинче, академинче вĕреннĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче службăра тăнă. Пирĕн ентеш хисеплĕ ватăсене Аслă Çĕнтерÿпе саламларĕ, нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Çар округĕнчи офицерсем хушшинче чăвашран та пурри, вĕсем Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлани çинчен пĕлтерчĕ.

– Эсир пулман пулсан эпир те пулман пулăттăмăр. Паттăрлăхăршăн, чăтăмлăхăршăн пысăк тав сире, хаклă ветерансем, – терĕ В.Ильинпа пĕрле килнĕ А.Погодин майор. Александр Николаевич хăйне Чăваш Ен тата унăн çыннисем килĕшни, вĕсем сăпайлă та ырă пулни çинчен хăпартланса каларĕ.

Шăхасан хĕрĕ, Раççейăн Хăрушсăрлăх Федераллă службин Мускаври пограничниксен институчĕн курсанчĕ Ксения Ильина, ветерансене халалласа сăвă вуларĕ, Мускавра тата унăн облаçĕнче службăра тăракан чăваш офицерĕсем çинчен çырнă "Сыны Отечества" кĕнеке парнелерĕ.

Çавăн пекех тĕл пулăва пынисене районти вăрçă тата ĕç ветеранĕсен канашĕн председателĕ Е.Роштов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Косолапов, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.Михайлова, Пенси фончĕн вырăнти управленийĕн пуçлăхĕ О.Петрова саламларĕç. Ольга Михайловна Е.Роштова ветерансен канашне ертсе пыма пуçланăранпа 20 çул çитнĕ ятпа асăнмалăх парне пачĕ.

"Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи А.Денисов Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсен Г.Васильевпа В.Ивановăн саламĕсене ветерансем патне çитерчĕ. Ухман ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Белов фронтовиксемпе тыл ĕçченĕсем валли илемлĕ юрă шăрантарчĕ. Салтаксен арăмĕсен ячĕпе Сухайкассинчи А.Степанова калаçрĕ.

Чи хаклă хăна асхвасен ентешĕ В.Андреев контр-адмирал пулчĕ. Валерий Алексеевич пурăннисене Аслă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ, вăрçă тата ĕç ветеранне Г.Шакина çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе активлă хутшăннăшăн "Адмирал Кузнецов" медальпе наградăларĕ.

Культура ĕçченĕ К.Садюров, Шăхасанти вăтам шкулта вĕренекен М.Степанов, С.Петров, Д.Сергеев, Аньăпа Наташа Партемсем тата ыттисем вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене юрларĕç. Хисеплĕ ватăсем хăйсем те çамрăк чухнехи юрăсене аса илчĕç.

Вĕтĕртетсе çумăр çунине пăхмасăр Вырăскас Пикшихре вăрçăра пуçĕсене хунă ентешĕсене асăнса лартнă палăк умĕнче митинг пулчĕ. Унта та ватă салтаксен тата тыл ĕçченĕсен ячĕпе мухтав, тав сăмахĕсем, юрă-сăвă нумай янăрарĕç.

 

В.АЧЧА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика