В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă уяв ячĕпе

10 мая 2007 г.

Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 62 çул çитнĕ ятпа Красноармейскинче савăнăçлă митинг иртрĕ.

Майăн 8-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен район центрĕнчи ентеш-салтаксене сума суса лартнă палăк умне халăх йышлă пухăнчĕ. Савăнăçлă митинга район пуçлăхĕ С. Николаев уçрĕ, хăрушă вăрçăра тата тылра кунĕн-çĕрĕн паттăрлăх кăтартса Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă вăрçăпа ĕç ветеранĕсене ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Красноармейскисене Çĕрпÿ тата Красноармейски районĕсен çар ĕç комиссарĕн çумĕ Н. Васильев майор, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, парламентри “Единая Россия” фракцин членĕ, Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ В. Андреев, “Трак ен” ентешлĕхĕн Шупашкарти ертÿçи А. Львов, Мускавра ĕçлесе пурăнакан В. Архипов полковник-профессор (Çĕнĕ Йĕкĕт), ĕçпе вăрçă ветеранĕ И. Софронов (Вутлан), тыл ĕçченĕ Е. Николаева, ЧР Президенчĕн администрацийĕн представителĕ В. Гаврилов, Афганистан ветеранĕсен канашĕн ЧР организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ А. Терентьев саламларĕç.

Митинга хутшăннă ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, район центрĕнчи ĕç коллективĕсен представителĕсене район центрĕнчи шкулсенче вĕренекенсем саламларĕç.

Шкул ачисем хисеплĕ хуралта тăчĕç, вăрçă ветеранĕсене чĕрĕ чечексем парнелерĕç. Юлашкинчен митинга хутшăннисем иртнĕ вăрçăра хастаррăн çапăçса пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, ĕç коллективĕсен çыннисем палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Митинг вĕçĕнче Супар — Красноармейски чупăва хутшăннă спортсменсем килсе çитрĕç, каярах тĕрлĕ тĕспе ялкăшакан ракетăсем тÿпенелле вĕçрĕç.

Ю. БОРИСОВ

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика