В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

05 мая 2007 г.

«Хут çинче çырнине çĕр çине, ĕç çине куçармалла. Халăх шанса суйланă пулсан, пирĕн унăн ырлăхĕшĕн вăй хумалла», - терĕ район пуçлăхĕ В.Кириллов район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕнче тухса калаçса. Ларура районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕн 2007-2010 çулсенчи Программине тата районăн 2006 çулхи бюджетне епле пурнăçланин отчетне çирĕплетрĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă-экономикăллă аталанăвĕн стратегийĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех республикăра строительство индустрийĕн хăвачĕсем çирĕпленни çинче чарăнса тăчĕ. Çÿлте асăннă программăсем çинчен район пуçлăхĕн заместителĕ - финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев каласа пачĕ.

Тепĕр программи Чăваш Республикинчи куçман пурлăх объекчĕсене патшалăх учетне тата çĕр участокĕсене патшалăх кадастр учетне илес енĕпе ĕçлемелли республикăри ятарлă программăпа килĕшÿллĕн районта 2006-2008 çулсенче куçман пурлăх кадастр системине туса хурасси пирки пулчĕ. Унпа райадминистрацин экономика пайĕн начальникĕ Н.Краснова паллаштарчĕ.

2007-2010 çулсенче çул çитмен тата асăрхавсăр ачасем право йĕркисене пăсасран сыхланса профилактикăлла ĕçсем туса ирттерессипе хатĕрленĕ программăпа район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов тухса калаçрĕ. Муниципаллă пĕрлĕхре тăракан муниципаллă пурлăхшăн аренда тÿлевĕн йĕркине, район администрацийĕ кăларса тăракан «Урмарский вестник» пирки Положение улшăнусем кĕртесси тата ытти хăш-пĕр ыйтусемпе райадминистрацин юридици службин секторĕн заведующийĕ Л.Степанов паллаштарчĕ. Ю.Данилов /Кĕлкеш округĕ/, А.Димитриев /Чупай округĕ/, В.Николаев /Мăнçырма округĕ/, И.Иванов /Энĕшпуç округĕ/, Н.Васильева /Кĕтеснер округĕ/, Ю.Иванов /Арапуç округĕ/ депутатсем хăйсене суйланă халăха хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç.

Пухура депутатсем ытти тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухса тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.

 

А. НИКОЛАЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика