В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуркуннепе ачалăх пĕр тăван

05 мая 2007 г.

Майăн 1-мĕшĕнче – Çуркуннепе Ĕç уявĕнче “Единая Россия” партин районти уйрăмĕ Елчĕкре “Тĕлĕнтермĕшсен ярмăркки” ачалăх уявĕ йĕркелерĕ. Унта район пуçлăхĕ Н.П.Миллин тата “Чăвашрегионгаз” ОООн генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.С.Мифтахутдинов хутшăнчĕç.

Çуркунне кăçал хăйĕн ăшшипе, сарă хĕвел пайăркисемпе савăнтарсах каймасть. Çу уйăхне кĕтĕмĕр пулин те, унăн ăшшине туйса илеймерĕмĕр-ха. Анчах çынсен чĕрисенче çуркунне хуçаланать ĕнтĕ. Çавăнпа “Единая Россия” партин Елчĕк районĕнчи уйрăмĕ йĕркеленĕ ача-пăча уявне вĕсем çеç мар, çитĕннисем те хаваспах хутшăнчĕç.

Хĕвелĕ çак кун хăйĕн ăшшине темшĕн шеллерĕ, çур çĕртен сивĕ çил вĕрчĕ пулин те Елчĕкри Тĕп лапама ача-пăча, çитĕннисем йышлă пуçтарăнчĕç. Вĕсене район пуçлăхĕ Н.Миллин, “Чăвашрегионгаз” ОООн генеральнăй директорĕ К.Мифтахутдинов Çуркуннепе тата Ĕç уявĕпе саламларĕç. Уява уявласан та çитĕннисем кулленхи ĕç-пуç çинчен манмаççĕ. Манмалла та мар. Çакăн çинчен район пуçлăхĕ Н.Миллин çурхи кун çулталăк тăрантарни, районта уй-хир ĕçĕсем пыни çинчен аса илтерчĕ.

Елчĕкпе Комсомольски районĕсенчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутата суйланнă К.Мифтахутдинова район çыннисем аван пĕлеççĕ. Вăл хăйĕн суйлавçисем патне час-часах килсе çÿрет, вĕсен нушисене тишкерсе пулăшма тăрăшать. Хальхинче те вăл пушă алăпа килмен. Кияметдин Сатретдинович хăйĕн укçи-тенкипе район центрĕнчи стадионта ача-пăча площадки, тĕрĕсрех каласан ачасене вылямалли, вăй-халне аталантарма пулăшакан комплект илсе килнĕ. Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, ДЮСШ работникĕсем вăйĕпе вырнаçтарнă хатĕрсене район центрĕнчи шĕвĕрккесем çав кунах тĕрĕслесе пăхнă ĕнтĕ. Унта халĕ те ача-пăчана курма пулать. Район пуçлăхĕ Н.Миллин депутата парнешĕн тав турĕ.

Депутат Елчĕксене тата та пулăшма май пулни çинчен пĕлтерчĕ.

Районти Тĕп лапама килнĕ халăха, ача-пăчана Елчĕкри, Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам, район центрĕнчи искусство шкулĕсенче вĕренекенсем пысăк концерт лартса пачĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика