В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ гражданин та пулĕ

03 мая 2007 г.

Эрне кун Районти депутатсен пухăвĕн тăваттăмĕш созыври депутачĕсем черетсĕр ларăва пуçтарăнчĕç. Пăхса тухма палăртнă пилĕк ыйтуран тĕп вырăн йышăнни – Чăваш Енĕн 2020 çулчченхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Стратегийĕн проекчĕ.

Ларăва район прокуратурин представителĕ, шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ тата ыттисем хутшăнчĕç. Республикăран сумлă представитель те пулчĕ. Вăл – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.А.Михайловский.

Пĕрремĕш ыйтупа тĕп доклад тунă район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн пуçлăхĕ А.Е.Егорова та, ун хыççăн тухса калаçнисем те Стратеги кирлине, вăл малашлăх плансене йĕркеллĕ палăртса ĕçлесе пыма май панине палăртрĕç. Ахальтен мар-тăр ЧР Патшалăх Канашĕ ку проекта пĕрремĕш вулавра йышăнса ăна халăхпа сÿтсе явма кăларнă. Çапла тăваççĕ те. Çумдоклад тунă Тутаркасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.А.Елимов Стратегие хăйсем патĕнче сÿтсе явса ырланине пĕлтернĕ май, ял тăрăхĕн шайĕнче те кирлине палăртнине каларĕ. Районти депутатсен пухăвĕ Стратеги проектне ырларĕ.

Депутатсем бюджетпа çыхăннă икĕ ыйтăва пăхса тухса ырларĕç (кун пирки уйрăммăн пĕлтерĕпĕр), тепĕр иккĕшĕ – районта халиччен пулман çĕнĕ документсем. Район пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительствăпа çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ В.М.Сидоров каланă тăрăх, пĕтĕмĕшле усă курмалли çулсен классификацийĕ республикăра улшăннă хыççăн 260 километр ытла çула района панă. Çул хĕрринчи полосасене çирĕплетекен тата вĕсемпе усă курмалли ятарлă правило кирлине кура депутатсем хирĕçлемерĕç, йышăнчĕç.

«Шупашкар районĕн хисеплĕ гражданинĕ». Кун пекки те пулĕ районта. Ăна кама парассине, кандидатсене кам тăратма пултарассине тата ыттине палăртакан Положение те çирĕплетрĕ лару.

 

В.ЭВЕРККИ

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика