В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх пурнăçĕ лайăхланĕ

17 апреля 2007 г.

«Единая Россия» партин регионти политканаш секретарĕн çумĕ, Патшалăх Канашĕн бюджет, налук, предпринимательство тата харпăрлăх енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ А.Щербаков:

- Аталану стратегийĕ чи малтанах пирĕн граждансен пурнăçне лайăхлатма пулăшĕ. Тÿрех калатăп: документра промышленноçа, строительствăпа агропромышленность комплексне аталантарма палăртни вăл йăлтах пирĕн республикăра пурăнакан халăхăн пурнăç шайне ÿстерессипе çыхăннă.

Стратегире çавăн пекех Федераци органĕсемпе Чăваш Енри патшалăх влаçĕн органĕсен тĕлĕшпе пĕрле килĕшÿллĕ ĕçлесси умри тĕллевсенчен пĕри пулни пирки каланă.

Проектра аталану параметрĕсене отрасльсем тăрăх палăртнă. Аталану программин чи кирлĕ пайĕ вăл - инвестици политики. Чăваш Республики ытти регионсем хушшинче власть органĕсен уçăмлăхĕпе уйрăлса тăни инвестицисене явăçтармалли тĕп гаранти шутланать.

Патшалăх Канашĕн сессийĕнче Стратегири тĕллевсене пурнăçлас тĕллевпе конкретлă мерăсем йышăнма, объектсем туса хута яма сĕннĕ. 2020 çул тĕлне пурнăçламалли параметрсене кăтартнă. Ку шутра: регионти пĕтĕмĕшле продукт шайне 2, 7 хут, производство хатĕрленĕ продуктсене тиесе ăсатассине 2, 6 хут, ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшне 1, 3 хут, халăхăн укçа-тенкĕ тупăшне 4, 7 хут ÿстермелле, пурăнма кирлĕ тупăшран сахалтарах илекенсен йышне 2006 çулта 20, 3 процент, 2020 çул тĕлне 5 процент чакармалла.

Хальхи вăхăтра республикăри ĕç коллективĕсенче, организацисемпе учрежденисенче, çав шутра «Единая Россия» политика партийĕн пуçламăш уйрăмĕсенче те Чăваш Республикин 2020 çулчченхи стратеги аталанăвне сÿтсе яваççĕ, саккун проектне уçăмлă сĕнÿсем кĕртме ыйтаççĕ. Апрель уйăхĕнче çав сĕнÿсене пĕтĕмлетмелле, ун хыççăн Патшалăх Канашĕн комитечĕсен ларăвĕсенче пăхса тухмалла. Çавăн хыççăн кăна саккун проектне Чăваш Ен парламенчĕн черетлĕ сессийĕнче сÿтсе явса иккĕмĕш, юлашки вулавра йышăнĕç.

Источник: "Хресчен сасси"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика