В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен пуласлăхĕ - Чăваш Енре

11 июня 2019 г.

Шупашкарта "Манăн пуласлăх - Чăваш Енре" проектсен конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Ăна ЧР Патшалăх Канашĕ йĕркеленĕ.

Кăçалхипе 2-мĕш хут иртнĕ конкурса пĕлтĕрхи пекех 75 ĕç тăратнă. Хутшăнакансем - 118-ăн. Ушкăнпа хатĕрленĕ ĕçсем йышлă пулнă. "Çамрăксем конкурса хастар хутшăнни савăнтарать. Проектсенче актуаллă ыйтусене çутатнă. Çамрăксем пуласлăхне тăван республикăпа çыхăнтарасшăн, кунтах аталанасшăн", - палăртрĕ ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Альбина Егорова.

Мария КУРОПАТКИНĂПА Юлия ЛАРИОНОВА, Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимнази:
- Пирĕн проект "Тăван Ен" ятлă. Этника календарĕ, открыткăсем кăларма сĕнетпĕр. Вĕсем чăвашлăхпа çыхăннă. Открыткăсем çинче Шупашкарти илемлĕ вырăнсене сăнланă, унта чăваш поэчĕсен сăввисене çырнă. Пирĕн республикăна килекен хăнасене интереслĕ пулмалла.

Михаил ЗЫКОВ, Шупашкарти 4-мĕш лицейри истори учителĕ:
Шкул ачисене килти èç патăм: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванĕсем пирки çырса хатěрлемелле. Ачасен 30% нимĕн те пĕлместĕп, тупаймарăм терĕ. Ку - питĕ нумай. Манăн проект çитĕнекен ăрăвăн патриотизм туйăмне аталантарма пулăшать. Ачасен вăрçăра паттăрлăх кăтартнисем пирки пĕлмеллех.

http://hypar.ru/cv/vesen-pulaslahe-chavash-enre 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика