30 августа 2016 г.
Сисĕнмесĕрех çуллахи каникул кунĕсем хыçа юлчĕç, умра - çĕнĕ вĕренỹ çулĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче шкулсем ачасен хаваслă сассипе тулĕç. Районти пур вăтам тата тĕп шкулсем вĕренекенсене кĕтсе илме хатĕр. Классемпе коридорсене тирпейленĕ, сăрланă, юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Астăватăп-ха, шкула çỹренĕ вăхăтсенче илемлĕ те хăтлă класа пырса кĕрсессĕн савăнаттăмăр. Йăлтах çĕнĕ, хитре, урăхла пек туйăнатчĕ. Вĕрентекенсем те ачасемсĕр тунсăхланă, паллах.
Акă, августăн 29-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче вĕрентỹ ĕçченĕсен август уйăхĕнчи конференцийĕ иртрĕ. Педагогсене, хăнасене чи малтанах район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова ăшшăн саламларĕ. 2015-2016 вĕренỹ çулĕнчи кăтартусемпе паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, асăннă вĕренỹ çулĕнче районта "Регионти пуçламăш вĕренĕвĕн системине модернизацилесси" программăна активлă пурнăçланă. Çавна май капиталлă юсав хыççăн Асанкасси вăтам тата Хырхĕрри тĕп шку-лĕсен çумĕнче 25 вырăнлă икĕ ушкăн уçма май килнĕ. Çавăн пекех "Единая Россия" парти проекчĕпе килĕшỹллĕн кăçал яллă вырăнсенчи спортзалсене тĕпрен юсанă. Комсомольски 1-мĕш тата Урмаел вăтам шкулĕсенче çĕнетнĕ спортзалсем ачасене кĕтсе илме хатĕр. Ялти шкулсенче хуларисенчен пĕрре те кая ан пултăр тесе нумай тăрăшаççĕ. Çавна май çуллахи каникул вăхăтĕнче Кĕçĕн Çĕр-пỹел, Çĕнĕ Мăрат, Хирти Мăнтăр вăтам, Чĕчкен тĕп шкулĕсене тĕпрен юсанă пулсассăн, кĕркуннехи каникул вăхăтне те ĕçсем палăртнă. Районти виçĕ шкулта: Шурут, Комсомольски 2-мĕш вăтам, Тăманлă Выçли тĕп шкулĕсенче юсав ĕçĕсем ирттермелле.
- Пирĕн тĕллев - ачасене тарăн пĕлỹ илме, вĕрентекенсене ĕçлеме кирлĕ условисем туса парасси. Паянхи кун шкулсенче тарăн пĕлỹ пухма условисем çителĕклĕ, кăмăл çеç пултăр, педагогсем вара яланах пулăшма хатĕр. Ахальтен мар вĕренекенсем район, республика, Раççей шайĕнчи конкурссенче, олимпиадăсенче палăраççĕ. Çитĕнỹ тар тăкса ĕçлемесĕр пулмасть. Малашне те тăрăшса ĕçлеме сире ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатăп, - терĕ Надежда Александровна.
Педагогсем те ăсталăхне тăтăшах ỹстереççĕ. Вĕсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашаççĕ. Кăçал районти "Çулталăк учителĕ - 2016" конкурса 7 вĕрентекен хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсенчен чи маттуррисем - Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕн ИЗО тата технологи предмечĕсен вĕрентекенĕ Екатерина Антонова тата Александровка тĕп шкулĕн истори тата общество-знани предмечĕсен вĕрентекенĕ Сергей Антонов. Екатерина Васильевна - çамрăк педагогсенчен пĕри, район чысне республика шайĕнче хỹтĕленĕ. Шăпах хăйĕн шухăш-кăмăлĕ, ăсталăха ỹстерме, ачасемпе пĕр чĕлхе çăмăллăнах тупма май пурри пирки конференцире каласа пачĕ. Унăн шухăшĕпе, пур ĕç валли те вăхăт тупма пулать. Ачасене предметпа çывăхрах туслаштарма çĕнĕ меслетсемпе усă курмалла, уроксене хăйне евĕрлĕ, кăсăклă йĕркелемелле. Ахальтен мар Екатерина Васильевна кĕске вăхăтра вĕренекенĕсемпе пĕр чĕлхе тупса тĕрлĕ конкурссене хутшăнса палăрма та ĕлкĕрнĕ.
Конференцире шкул ачисемпе тата ача садне çỹрекенсемпе йĕркеленĕ калаçупа паллаштарни уйрăмах кăсăклă пулчĕ.
- Кам-ха вăл учитель? ыйтаççĕ шăпăрлансенчен. Вĕсен шухăш-кăмăлĕ чăннипех те анлă вара. Пĕрисемшĕн вăл ачасене вĕрентекен ырă кăмăллă çын. Теприсемшĕн учитель ашшĕпе е амăшĕпе сăнарланать. Пĕр сăмахпа каласассăн, ачасем вăл вĕрентекен тата ăслă çын пулнине лайăх пĕлеççĕ. Шкула çỹрекенсемшĕн те вĕрентекен ырă кăмăллă, маттур, ăслă, анлă тавракурăмлă çын пулмалла.
Кăтартусемпе паллаштарнă май, Надежда Александровна çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăмасăр иртмерĕ. Сăмахран, районти шкулсенче тăрăшакан педагогсен ỹсĕмĕ вăтамран 44 çул. Шел пулин те, çамрăк кадрсем çителĕксĕр. Шкул пĕтерекенсем педагог профессине суйласа илеççĕ пулин те, тăван тăрăха таврăнмаççĕ, хулана вырнаçма тăрăшаççĕ.
Шăпах çамрăксене района таврăнма хавхалантарас тĕллевпе кăçал район админи-страцийĕ педагогика университетĕнче 4-5 курссенче пĕлỹ пухакансене уйăхсерен 1000 тенкĕ тỹлесе тăма йышăну кăларнă. Ку ыйтăва пĕлтĕрхи конференцире хускатнăччĕ. Асăннă студентсен алла диплом илнĕ хыççăн рай-она килсе ĕçлемелле. Çавна май çитес вăхăтра шкулсенче çамрăк специалистсен йышĕ ỹсессе шанатпăрах.
Педагогсен кăçалхи конференцине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов хутшăнчĕ. Вăл вĕрентекенсене ĕçре ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ. Чи тăрăшуллă вĕрентекенсене - Эмине Багаутдиновăна (Тукай Мишер вăтам шкулĕ), Владимир Муллина (Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ), Петр Козлова (Шурут вăтам шкулĕ), Ольга Смирновăна ("Пилеш" ача сачĕ), Надежда Абдюшевăна (районти искусство шкулĕ) Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов пухăннисене çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче пысăк хавхаланупа ĕçлеме, çитĕнỹсем тума сунчĕ.
- Пурнăçра ача мĕнле çул-йĕр суйласа илесси чи малтан сирĕнтен, педагогсенчен, килет. Эсир вĕсене çырма-вулама, шутлама вĕрентетĕр, пысăк пĕлỹ тĕнчипе паллаштаратăр. Ачасене пĕлỹ панипе пĕрлех ĕçе те явăçтаратăр, - терĕ вăл.
Конференцире нумай ыйту сỹтсе яврĕç. Конкурссенче палăрнисене, маттур ĕçлекеннисене уйрăммăн палăртса хăварчĕç. Сăмахран, нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Р.Н. Алексеевăна (Хырхĕрри тĕп шкулĕ), М.М.Гибатдиновăна (Тукай Мишер вăтам шкулĕ), О.А.Еремеевăна ("Радуга" ача сачĕ), С.В.Красновăна (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ), В.М.Салаева (Асанкасси вăтам шкулĕ), Д.Г.Ямалтдиновăна (Урмаел вăтам шкулĕ), С.В.Остапиенкона ("Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕ), О.В.Максимовăна (район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн тĕп бухгалтерĕ), В.В.Воронова (Нĕркеç вăтам шкулĕ) Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисемпе наградăларĕç.
Пултаруллă ытти педагогсем: А.В.Константинова (Хирти Выçли пуçламăш шкул-ача сачĕ), И.В.Николаева (диагностикăпа консультаци центрĕн педагог психологĕ), А.Н.Албутова ("Радуга" ача сачĕ), Т.В.Плешкова (Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ), В.В.Петрова ("Пилеш" ача сачĕ), Г.Х.Зинетуллина (Тукай Мишер вăтам шкулĕ), А.И.Рахимзянова (Урмаел вăтам шкулĕ), Т.Е.Варламова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Г.В.Волкова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Л.В.Богатырева (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ), Ю.И.Петров (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ), Г.В.Храмова (Хырхĕрри тĕп шкулĕ), Г.Е.Длинов район администрацийĕн Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.
Конференцире савăнăçли, паллах, вĕренекенсене чыслани. Кăçал вара тата тепĕр ырă хыпарпа савăнтарчĕç. Асанкасси вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухнă, халĕ вĕренекен ачасем иртнĕ эрнере паттăрла ĕç тунă. Маттур яшсем Иванпа Николай Родионовсем тата Дмитрий Степанов çĕрле аçа çапнă çуртран ватă çынна çăлса хăварнă. Вĕсем çухалса каймасăр, чи малтан пулăшма васканă. Çамрăксене район администрацийĕн Хисеп хучĕпе тата парнепе чысларĕç.
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ - тăрăшса ĕçлемелли вăхăт. Ĕçе мĕнле йĕркелесси, ачасене кĕтсе илесси, уроксене епле ирттересси чи малтан коллективран тата педагогсенчен килет. Кашниех хавас кăмăлпа шкул алăкне уçтăр. Элпуç ял тăрăхĕнче вара августăн 31-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ шкула уçаççĕ, ачасем хавас кăмăлпа парта хушшине ларĕç, шăпăрлансем çĕнĕ ача садне çỹреме тытăнĕç.
Источник: "Каçал Ен"