В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрий ПОПОВ: Чи кирли - ырă туни, йĕркеллĕ те тÿрĕ кăмăллă пулни

22 июля 2016 г.

Сăваплă ĕç çынсене ырă еннелле улăштарать
 

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн полномочийĕсен вăхăчĕ вĕçленсе пырать. Эппин, парламентăн 5 çула яхăн тапхăрти ĕç-хĕлĕн малтанхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме юрать. Депутатсен корпусĕн ĕçне Юрий ПОПОВ Председатель мĕнлерех хаклать-ха? Мĕн палăртса хунине йăлтах пурнăçлама май килнĕ-и? Мĕн туса çитереймен? Çак самантсене сÿтсе явнипе пĕрлех спикерăн çемйипе, чун туртăмĕпе тата ыттипе кăсăклантăмăр.

Кашни саккун пĕлтерĕшлĕ

— Асăннă созыв лайăх ĕçленине палăртас килет. Çак йышра пуçаруллă, стратегилле шухăшлама пултаракан тата ÿркенмен депутат йышлă, — терĕ Юрий Алексеевич. — ЧР пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн полномочийĕсен срокĕ вĕçленмен-ха, çавна май 6-мĕш созыв йĕркеленичченех ĕçлĕпĕр. Хамăр умри тĕллевсенчен нумайăшне пурнăçланă, çĕнĕ саккун чылай йышăннă, çапах тумалли-ĕçлемелли татах та пур. Пурнăç аталанса пырать-çке, çавна май çĕнĕ норма-право акчĕсем кирлĕ.

— Парламентăн 38-мĕш сессийĕнче эсир депутатсем йышăннă пĕр саккуна та республика Пуçлăхĕ алă пусмасăр каялла тавăрса паманнине — ЧР Конституцийĕпе килĕшÿллĕн унăн çакнашкал ирĕк пур пулин те — пĕлтертĕр. Çакă халăх суйланă çынсем проектсене тĕплĕн тишкернипе-сÿтсе явнипе çыхăннă-и?

— Пĕрремĕшĕнчен, çакă саккунсен проекчĕсемпе питĕ тĕплĕн ĕçленипе çыхăннă. Вăл е ку проекта сессие кăлариччен малтан комитетсенче, ĕç ушкăнĕсенче тишкереççĕ. Кирек мĕнле саккуна та ырличчен ăна пурнăçа кĕртмешкĕн ăçтан укçа тупасси çинчен те шухăшламалла, бюджетра нухрат çук тăк вăл хут çинче çеç юлĕ. Паллах, экономика мĕнле аталанса пынине яланах шута илмелле. Тĕслĕхрен, шкулсене юсасси, çĕнĕ ача сачĕсем, фельдшер-акушер пункчĕсем хăпартасси тата ытти пирки йышăну тăвиччен эпир малтан финанс пайне тĕплĕн тишкернĕ. Çак ыйтусене республика Правительствипе те сÿтсе явнă. Çапла тĕплĕн ĕçленĕренех Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕр саккуна та алă пусмасăр тавăрса паман. Иккĕмĕшĕнчен, çакă влаçăн икĕ сыпăкĕ пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленине çирĕплетет.

— Правительство сехечĕсем, парламент тата халăх итлевĕсем ирттеретĕр. Вĕсен усси-витĕмĕ пур-и?

— Çакнашкал мероприятисен витĕмĕ пысăк. Вĕсем эпир проектсене обществăпа, халăхпа сÿтсе явнине çирĕплетеççĕ, пĕр шухăш патне пырса тухма пулăшаççĕ. Çавăнпа Правительство сехечĕсем те, итлевсем те кирлĕ.

— Эсир ертсе пыракан созыври депутатсем 422 саккун йышăннă. Çавсенчен чи асра юлнисем, пĕлтерĕшлĕреххисем хăшĕсем?

— Вĕсем пурте питĕ кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ. Çак саккунсем тĕрлĕ сферăна пырса тивеççĕ. Чылай проекта общество тата пурнăç ыйтнăран хатĕрленĕ. Кашниех республика тăнăçлă аталантăр, экономикăри япăх пулăмсене чăтса ирттерер, хамăрăн граждансене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерер тенипе çыхăннă. Парламент ĕçĕнче социаллă блока, чи малтан — ачаллă çемьесене патшалăх пулăшассипе çыхăннă ыйтусене саккун тĕлĕшĕнчен йĕркелесе тăрассине, пĕлтерĕшлĕ вырăн уйăрнă. Малашне те çаплах пуласса шанатăп. Республикăри амăшĕн капиталне пани, виççĕмĕшпе ун хыççăнхи пепкесем çуралсан çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерни — йăлтах ачаллă çемьесем валли. Тăлăхсене çемьесене вырнаçтарассине лайăх йĕркеленине те асăнса хăварас килет. Усрава илнĕ кашни ывăл-хĕршĕн — 300 пин, сусăр пепкешĕн 375 пин тенкĕ пама йышăнни тата ытти мера ырă витĕм кÿчĕ. Хальхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнисен 95% çемьесенче воспитани илет. Çакă республикăри ача çурчĕсен шутне чакарма май пачĕ, вĕсенчен виççĕшне хупрĕç. Паянхи кун ачасем валли уçнă 7 учрежденире 133 воспитанник. Ку — Раççейри чи лайăх кăтартусенчен пĕри.

— Пĕлтĕр — РФ Патшалăх Думинче, унтан та маларах Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин кунĕсем иртрĕç. Çав мероприятисем сирĕншĕн мĕнпе асра юлчĕç?

— Кун пек мероприятисем питĕ кирлĕ. Пĕрремĕшĕнчен, эпир хамăр республикăна Раççей шайĕнче кăтартатпăр: мĕнле ĕçленипе, малашлăх плансемпе паллаштаратпăр. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та, эпĕ те тухса калаçрăмăр. Иккĕмĕшĕнчен, эпир ЧР кунĕсенче федераци центрĕнчен региона мĕнле пулăшу кирлине те пĕлтеретпĕр. Унта Патшалăх Думин депутачĕсем те, Федераци Канашĕн членĕсем те хутшăнаççĕ-çке, вĕсем эпир тăратнă проектсемпе малалла ĕçлеме майсем шыраççĕ. Танлаштарма: предприятисем хăйсен ĕçĕпе куравсенче паллаштараççĕ, эпир вара Правительство тата парламент ĕçĕ çинчен çакнашкал мероприятисенче каласа кăтартатпăр, пулăшу та ыйтатпăр.

Опыт пурри питĕ лайăх

— Эсир ытти регионти ĕçтешĕрсемпе те çыхăну тытатăр. Çак тапхăрта камсен опычĕ ытларах килĕшрĕ тата унпа хăвăр ĕçре усă курма планламастăр-и?

— Федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен патшалăх влаçĕн саккун кăларакан органĕсен ассоциацийĕнче пулнă май асăннă тăрăхри ĕçтешсемпе тăтăшах тĕл пулатпăр. Ассоциаци ларăвне Шупашкарта 2012 çулта ирттерчĕç. Эпир пĕр-пĕрин опычĕпе саккун çырас-йышăнас ĕçре çеç мар, производствăрипе те, экономикăрипе те паллашатпăр. Политика экономикăпа тачă çыхăннă-çке. Вăл е ку проекта сÿтсе явнă вăхăтра ытти регион çак енĕпе мĕн тунипе кăсăкланатпăр. Эпир çеç мар, пирĕн опытпа та ыттисем усă кураççĕ. Савăнмалли-мухтанмалли тĕслĕхсенчен пĕри — 2014 çулта Раççейпе пĕрлешнĕ Крым Республикин Конституцине хатĕрленĕ чухне Чăваш Республикин Конституцийĕпе усă курни.

— Пиллĕкмĕш суйлаври депутатсенчен ытларахăшĕ предприятисен директорĕсем, управленецсем пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Вĕсен саккун çырас-хатĕрлес ĕç валли вăхăт юлать-и?

— Питĕ лайăх та тĕрĕс ыйту. Депутатсен хушшинче тĕрлĕ сфера представителĕсем пулмалла. Ял хуçалăхĕпе, промышленноçпа, сывлăх сыхлавĕпе, вĕренÿпе е урăх сферăпа çыхăннă саккунсем йышăннă чухне çак специалистсем пысăк пулăшу кÿреççĕ. Вĕсем пĕтĕм ыйтăва лайăх ăнланаççĕ, мĕншĕн тесен кашнинпе тенĕ пекех хăйсем ĕçлесе курнă. Коллектива ертсе пыни, йывăрлăхсене татса пани — чăнласах та паха опыт-çке. Ниçта та вăй хуман çын мĕн тăваять? Популистла калаçусем ирттерме, халăха суя шантарусем параять пулĕ-ха вăл. Тĕслĕхрен: “Пурне те тÿлевсĕр хваттерсем памалла”, “Пенси укçин виçине виçĕ хут ÿстермелле”, — темешкĕн. Хăйсене халăх умĕнче кăтартас тесе çапла калаçаççĕ, çакăн валли укçа ăçтан тупма май пуррине асăнмаççĕ. Директорсем вара хăйсемшĕн мар — вĕсен ахаль те мĕн кирли йăлтах пур, халăхшăн, республика аталанăвĕшĕн ĕçлеççĕ. Сăмах май, депутатсенчен нумайăшĕ пуçлăх пулни чылай регионта пур. Эпĕ унта нимĕн япăххине те курмастăп.

— Эсир хăвăр та политикăна пысăк предприятирен — «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдингран — килнĕ. Сирĕншĕн политика е хуçалăх ĕçĕ çывăхарах-и?

— “Предприятин лайăх ертÿçи политикăна каймасть тĕк — политика хăй ун патне килет”, — тенине илтнĕ-и эсир? Эпĕ хам пирки политик пулатăп тесе нихăçан та шухăшламан, çапах вĕсен йышне кĕмех тиврĕ. Малтан пухнă опыт мана халĕ пулăшса пырать. Халăх шанса суйланă тăк — унăн шанăçне тÿрре кăлармаллах, çынсен тата пĕтĕм республика ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлемелле. Патшалăх Канашĕн Председателĕ пулнă май чылай ыйтăва федерацин влаç органĕсен шайĕнче татса пама, Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлеме тивет.

— Юлашки çулсенче ялти пурнăçа хăтлăлатас тĕллевпе нумай ĕç пурнăçланă: çут çанталăк газĕ кĕртнĕ, çĕнĕ çулсем сарнă, фельдшер-акушер пункчĕсем, ача сачĕсем хăпартнă… Çапах çамрăксем яла юласшăнах мар. Вĕсене илĕртес тесе тата мĕн тумалла?

— Чуна пырса тивекен ыйту ку. Чăн та, халĕ ялти условисем питĕ лайăх, тăрăшсан хуларинчен те чаплăрах пурăнма пулать. Çапах çамрăксем ĕç çукран хулана куçаççĕ. Вĕсем валли ĕç вырăнĕсем тăвасси пирки тĕплĕн шухăшламалла. Инвесторсене явăçтарса çĕнĕ предприятисем уçмалла, çак компанисене çывăхри ялсенче пурăнакансем те вырнаçĕç. Ун пек тĕслĕхсем районсенче пур. Хам ертсе пынă Вăрнарти аш-какай комбинатнех илер. Вăл юлашки çулсенче çĕнĕ йышши комплекссем уçрĕ, унта 10 километр радиусри ялсенчен ĕçлеме çÿреççĕ. Ку енĕпе “Ядринмолоко”, Тăвайри “Акконд-Агро”, Комсомольскинчи “Тав” фирмăсен опытне ырă енчен палăртас килет. Николай Угаслов Красноармейскинче “Кетра” завод уçрĕ. Пурте Европăри пек хальхи йышши ĕç вырăнĕсем йĕркелерĕç. Анчах çакă çителĕксĕр. Ялсенче тата ытларах предприяти уçмалла.

Çемьепе юлташсем хавхалантараççĕ

— Ял тенĕрен, çуралса ÿснĕ тăрăха тăтăшах кайса çÿретĕр-и?

— Çуралса ÿснĕ яла — Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпана — манмастăп, вăхăт тупса кайса çÿреме тăрăшатăп, шел, тăтăшах май килмест. Унта манăн анне пурăнать, 93 çулта ĕнтĕ вăл. Хăй те ман пата хăнана килет, паян ав эпĕ ĕçе тухса киличченех çитрĕ. Тăван ял пирки калас тăк — Лаш Таяпара чиркÿ тума пуçлани ял халăхне пĕр чăмăра пухать. Ăна хăпартас ĕçе çамрăксем те, ватăсем те хăйсен тÿпине хываççĕ. Сăваплă çак ĕç çынсене ырă енне улăштарни сисĕнет.

— Юрий Алексеевич, вăй-хал çăлкуçĕ сирĕншĕн мĕн?

— Чи малтан, паллах, çемье. Килте лайăх тăк йăлтах йĕркеллĕ пулать. Юлташсем те вăй-хал парса тăраççĕ, йывăр чухне пулăшаççĕ.

— Ачăрсем сирĕн çула суйламан-и?

— Аслă ывăл Саратоври юридици академине пĕтерчĕ. Иккĕмĕшĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлĕвне тарăнлатрĕ, халĕ — Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ертÿçи. Кĕçĕнни Дарья — студентка, вăл ют чĕлхесене вĕренет. Хĕрĕм спорт гимнастики енĕпе спорт мастерĕ.

— Эсир те спортпа туслине пĕлетпĕр. Пушă вăхăтра тата мĕн тума юрататăр?

— Çут çанталăка юрататăп. Унпа хĕлле те, çулла та киленетĕп. Ĕçрен таврăнсан тÿрех пахчана тухатăп. Халĕ хăмла çырли пиçсе çитнĕ, хурлăхан та — куç тулли. Хăяр-помидор та хамăрăнах. Ырлăх! Унтан вĕллесем патне пыратăп, пыл хурчĕсем мĕнле тăрăшса ĕçленине чылайччен сăнатăп. Питĕ кăсăклă! Вĕсене пăхса канатăп. Юлташсемпе пĕрле квадроциклпа ярăнатăп, юрашанпа /снегоход/ çÿретĕп. Кун пек самантсенче пĕтĕм йывăрлăх манăçать. Сунар та килĕшет, анчах унта кайма вăхăт çитеймест.

— Мĕнле шухăшлатăр: паянхи депутатăн мĕнле пулмалла?

— Тÿрĕ кăмăллă та тĕрĕслĕхе юратакан çын. Унăн халăхшăн тăрăшмалла, ăна улталамалла мар. Депутатăн республикăра, çĕршывра, тĕнчере мĕн пулса иртнине лайăх пĕлсе тăмалла, тĕрлĕ енлĕн шухăшлама пултармалла.

— Этемре хăш пахалăхсене уйрăмах хаклатăр?

— Тÿрĕ кăмăллăха, йĕркелĕхе, ыттисене ырă тума ăнтăлнине. Юттине хапсăнмалла мар, каланă сăмаха пурнăçламалла.

— «Хыпар» вулаканĕсене мĕн сунас килет?

— Сирĕн пĕр аллăрта яланах — пурлăх, тепринче ырлăх пултăр, вĕсене тытса тăма сывлăх пултăр!

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА калаçнă

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика