21 июня 2016 г.
Ача-пăча тухтăрĕн общество пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк: вăл пулас ăрăва сывă та таса çитĕнтерессишĕн çине тăрать. Шăпах çакăн пек пулнă та ĕнтĕ пурнăç тĕллевĕ ăста та паллă хирургăн Станислав Николаевăн.
Кун-çулне вăл юратнă тăван енĕн çамрăк гражданĕсене халалланă, иксĕлми пултарулăхне, малта пыракансен паха опытне тĕпе хурса республикăра ача-пăча хирургине вăй илтернĕ, кăткăс операцисем ирттернĕ, пĕчĕкскерсене ура çине тăма пулăшнă.
Сăмах май, Станислав Николаевич — врачсен династийĕн представителĕ: мăшăрĕн, ывăлĕн, çывăх çыннисен чун туртăмĕ сывлăх сыхлавĕ пулса тăнă, вĕсен пĕрлехи ĕç стажĕ 200 çултан иртет.
Ĕç çыннин çулталăкĕнче Медицина ĕçченĕн кунне паллă тунă хыççăнах Республикăри ача-пăча клиника больници умĕнче маттур чăваш арĕн, обществăпа патшалăх деятелĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕн, ача-пăча хирургĕн Станислав Николаевăн палăкне уçни – пурнăçне республикăри хирурги службин ĕçне халалланă çынна хисеплесе тав туни. Ăна Владимир Нагорновпа ĕçтешĕсем ăсталанă. Бюста чăваш скульпторĕсем бронзăран шăратнă, гранитран тунă постамента Санкт-Петербургран кÿрсе килнĕ. Станислав Николаев палăкĕ ĕç çыннине, сывлăх сыхлавçине халалланă Чăваш Енри иккĕмĕш палăк, пĕрремĕшне 2001 çулта Святослав Федоров офтальмолог ячĕпе çĕкленĕ.
Палăка уçмашкăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, официаллă ытти çын, паллă хирург ĕçне малалла тăсакан сывлăх сыхлавçисем, унăн ĕçтешĕсем, сывлăх сыхлавĕн хисеплĕ ветеранĕсем хутшăнчĕç.
Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — республикăри медицина тытăмне аталантармашкăн сумлă тÿпе хывнă хастар çынсене асра тытмалла, вĕсен ырă ĕçĕсемпе хавхаланса тăван халăх тăнăçлăхĕшĕн малалла ăнтăлмалла.
РФ Патшалăх Думин Федераци Пухăвĕн членĕн Вадим Николаевăн, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Поповăн шухăшĕпе — хисеплĕ çыннăмăр ячĕпе палăк çĕклени çамрăк ăрушăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Станислав Николаевич вара хăй хыççăн чăннипех ырă йĕр хăварнă.
РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ, Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ, Чăваш Республикин наука тата техника енĕпе Н.Я.Бичурин ячĕллĕ патшалăх премине тивĕçнĕ, 1979-1994 çулсенче Сывлăх сыхлавĕн министерствине ертсе пынă Николай Григорьев Станислав Николаевичпа пĕрле ĕçленĕ çулсене ăшшăн аса илчĕ.
Ашшĕн ырă ĕçне малалла тăсакан пархатарлă ывăлĕ, Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев палăртнă тăрăх — палăка Станислав Николаевич ячĕпе çĕкленĕ пулин те, ăна сывлăх сыхлавĕн ăста кадрĕсене хатĕрлекен мĕнпур вĕрентекене халалланă.
Бронза палăкра сăнланнă Станислав Николаев хирург сиплев çуртне тĕпренчĕкĕсене сыватас ĕмĕт-тĕллевпе килекен ашшĕ-амăшĕпе ывăл-хĕрне ăшшăн кĕтсе илет: ăслă та вичкĕн куçĕ, кĕç-вĕç кăткăс операцие пуçăнма хатĕр курăнакан вăйлă та ылтăн алли кашнин чунĕнче шанчăк çуратать. Республикăри ача-пăча клиника больницин пĕрремĕш тĕп врачĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ, Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ Виталий Кузьмин ахальтен çапла каламарĕ пулĕ ĕнтĕ: «Вăхăт çитсен эпир те ку тĕнчепе сывпуллашăпăр. Эсĕ вара кунта яланах пулăн, пирĕн çурта упраса тăрăн, пациентсен чĕринчи шанăç хĕлхемне сÿнме памăн…»
Палăк пĕркенчĕкне больница ĕçченĕсем чуна пырса тивекен кĕвĕ çеммипе сирчĕç. Тава тивĕçлĕ хирурга сума суса пĕр самант шăп тăнă хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, хăнасем тата сиплевçĕсем ун умне чечек çыххисем хучĕç.
Источник: "Хыпар"