28 мая 2016 г.
Майăн 22-мĕшĕнче Чăваш Енре «Единая Россия» партин малтанхи сасăлавĕ иртрĕ. Республикăра пурăнакансем «Единая Россия» партинчен Раççей Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавне хутшăнма кандидатсем суйларĕç.
Малтанхи сасăлавăн регионти комитечĕ итогсене пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ. Ытти суйлавсемпе танлаштарсан суйлавçăсем харăсах темиçе кандидатшăн сасăлама пултарнă.
Федераллă парти округĕпе Патшалăх Думин кандидачĕсенчен Алена Аршинова 74,79 процент сасă пухса мала тухнă. Иккĕмĕш вырăнта Шупашкар хула канашĕн депутачĕсем Николай Владимиров /21,88 процент/ тата Ирина Клементьева /10,01 процент/.
Канашри пĕр мандатлă 37-мĕш суйлав округĕпе 63,83 процент сасă пуçтарса Николай Малов лидера тухнă. Иккĕмĕш вырăнта - Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова /23,98 процент/. Виççĕмĕшĕнче - Шупашкар хула канашĕн депутачĕ Ильяс Калмыков /7,51 процент/.
Малтанхи сасăлав итогĕпе Шупашкарти 38-мĕш округпа Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов 83,32 процент сасăпа çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Ирина Клементьева /10,89/, виççĕмĕшĕнче - Шупашкарти пиллĕкмĕш гимнази директорĕ Ирина Исаева /8,17/.
«Единая Россия» партин регионти ертÿçи Николай Малов каланă тăрăх, малтанхи сасăлава хутшăннисен рейтингĕ - суйлав умĕнхи ĕçĕн результачĕ: суйлавçăсемпе тата ĕç коллективĕсемпе тĕл пулни, лару-тăрăва сÿтсе явни, агитаци. Çавăн пекех вăл суйлавчченхи икĕ уйăх чылай çул валли ăнăçлă ĕçлемелли никĕс пулнине те палăртнă. Çак кăтартăва пĕр командăпа килĕштерсе тунă: Республика Пуçлăхĕ, правительство, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕ, Патшалăх Канашĕн тата Патшалăх Думин депутачĕсем.
Патшалăх Думине тата Патшалăх Канашне кандидатсене тăратас пĕтĕмĕшле ыйтăва «Единая Россия» партин регионти конференцинче тата съездĕнче йышăнаççĕ, вĕсене кăçалхи июнь тата июль варрисенче йĕркелеççĕ.
«Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн исполком ертÿçи Дмитрий Щепелев каланă тăрăх, республикăра малтанхи сасăлав çÿллĕ шайра иртнĕ. Суйлавçăсем сасăлав участокне пырасси Раççей Федерацийĕпе пысăккисенчен пĕри пулнă - 20,38 процент.
Дмитрий Щепелев çакăн пек пысăк калăпăшлă процедура пĕрремĕш хут иртнине, çавна май хăш-пĕр çитменлĕхсем тата пысăк мар йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулнине, анчах вĕсем суйлавçăсен шухăш-кăмăлне, кăтартусен тĕрĕслĕхне витĕм кÿрейменнине палăртнă.
«Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Леонид Черкесов организаторсем çынсем сасăлава йышлăн, уйрăмах ирхине, килессе пĕлме пултарайманнипе килĕшнĕ. Малашне суйлавçăсене хăтлăхпа тивĕçтерессине тата черетрен хăтарассине шута илнине каланă.
«Сасăлава пынă çынсене уяв пек туса парас тĕлĕшпе йĕркелÿçĕсем май килнĕ таран тăрăшрĕç, - палăртнă Леонид Черкесов. - Вĕренÿ учрежденийĕсен территорийĕнче /суйлав участокĕ/ концертсем тата спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Çынсем унта çемйисемпе пырса хăйсен сассисене килĕшекен кандидатсемшĕн пачĕç».
Николай Малов суйлав умĕнхи кампанинче сасăлакансем паракан сĕнÿсемпе наказсене пурне те шута илнине, ытларахăшĕпе тивĕçлĕ йышăну тунине палăртрĕ. Ыттисем вара Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думипе республикăри Патшалăх Канашĕн сентябрьти суйлавĕччен «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн суйлав умĕнхи программине кĕреççĕ.
Партин регионти уйрăмĕн ертÿçи малтанхи сасăлаври çĕнтерÿçĕсем лăпланса ларманнине, республика тата унта пурăнакансен интересĕсемшĕн тăрăшса ĕçлессине шантарчĕ.
Николай Малов: «Эпĕ хам ятран тата «Единая Россия» парти ушкăнĕнчи ĕçтешсен ячĕпе малтанхи сасăлава хутшăннă республика çыннисене тав тăватăп. Кану кунне пăхмасăр вĕсем сасăлав участокĕсене пырса чи тивĕçлисемшĕн сасăлама пултарчĕç.
Республикăра пурăнакансем «Единая Российăшăн» сасăласа пысăк хастарлăх кăтартнинчен тĕлĕнмеллех. Çакă малашлăхра çак кандидатсем çине тивĕçлĕ таянма май парать. Сентябрĕн 18-мĕшĕнчи сасăлавра «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕ хăйĕн тивĕçлĕ командине тăратасса шанатăпах».
Источник: "Елчĕк Ен"