27 мая 2016 г.
Вĕсене ĕнер Правительство çуртĕнче сÿтсе явнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Абхазин Раççейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Игорь Ахбапа курнăçнă.
Михаил Игнатьев хăнана тав тунă май кăçал Чăваш Енпе Абхази хушшинчи суту-илÿ çаврăнăшĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 5,5 хут пысăкланнине кăмăллăн палăртнă. Экспорт тытăмĕнче — «Аккондăн» кондитер изделийĕсем, «Электрокомплект» НПОн электротехника продукцийĕ.
Игорь Ахба Чăваш Ен ертÿçине Абхазие пырса курма чĕннĕ, çакă икĕ енлĕ ĕçтешлĕхе аталантарма пулăшасса шаннине палăртнă. Абхази паян экономикăна, туризма, ял хуçалăхне çĕнĕ вăй парас енĕпе çине тăрса ĕçлет. Унта çулталăкра 1 миллион турист пырать. Тĕпрен илсен — Раççей гражданĕсем.
ЧР Пуçлăхĕ Чăваш Енпе Абхази çыхăну тытса ĕçлессине туризм, промышленноç тата ял хуçалăх сферисенче курать. Унти курортсем илĕртÿллĕ. Чăваш Ен вара Абхазишĕн çÿллĕ шайри професси вĕрентĕвĕпе интереслĕ пулмалла. Çавăн пекех электротехника кластерĕн предприятийĕсем те кăсăклантармалла. Михаил Васильевич çывăх вăхăтра Чăваш Енпе Абхази ĕçтешлĕхне тивĕçлĕ документсене алă пусса çирĕплетессе шаннине палăртнă.
Источник: "Хыпар"