17 мая 2016 г.
Çурхи кун çулталăк тăрантарать
«Тĕп темăна» хатĕрленĕ май ку хутĕнче чăннипех нумай ĕçлеме тиврĕ. Ака уйăхĕн варринчен тытăнса журналистсен бригади нумай хуçалăхра пулчĕ. Тавралăх куç умĕнчех улшăнса пынине, уйсем ешернине хамăр куçпа сăнарăмăр.
Ырă йăла тата тÿрĕ йăрансем
Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел тата Елчĕк районĕсенче пулчĕ. Уй-хирте калчасем мĕнле шăтса тухнипе паллашса вĕсене пысăк хак пачĕ: «Калчасем сывă, сиенлĕ хурт-кăпшанкă çук. Тĕштырă гектартан 50-60 центнер тухмалла». Çав вăхăтра çураки вăй илсе кăна пыратчĕ-ха. Çак йĕркесене çырнă кун тĕлне вара çурхи культурăсем 178,8 пин гектар йышăнма та ĕлкĕрнĕ — акма палăртнин 82% чухлĕ. Çĕрулмине 4,7 пин гектар лартнă.
Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи 44 çул Аркадий Павлович Айдак, чăннипех пысăк хисеп çĕнсе илнĕскер, ертсе пынă «Ленинская искра» хуçалăхра халăх йăли-йĕркине пăхăнса çĕрулми лартма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов, Раççей Геройĕ, авиаци генерал-лейтенанчĕ Николай Гаврилов тата пурте пĕлекен телеертÿçĕ, Раççей халăх артисчĕ Леонид Якубович хутшăнчĕç. Хăнасем уйра асаттесен мелĕпе — сухапуçпа — тата хăватлă тракторсемпе йăрансем хыврĕç. Йывăç лартма та хутшăнчĕç.
Леонид ЯКУБОВИЧ, Раççей халăх артисчĕ:
— Чăваш Ене хаваспах тепĕр хут килтĕм. Сирĕн тăрăхра питĕ лайăх çынсем пурăнаççĕ, çĕре те кирлĕ пек пăхаççĕ. Сирĕн уйсемпе вăрмансене вертолет чÿречинчен пăхса килентĕм. Питĕ илемлĕ — сăмахпа каласа та параймăн. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата сирĕн парламентăн вице-спикерĕ Николай Малов çĕрулми лартма хутшăнни вара Раççейĕн ытти ертÿçисемшĕн лайăх тĕслĕх пулмалла. Пĕр кунпа кăна пурăнмалла мар, Аркадий Павлович Айдак пек — хамăр хыççăн ырă ят тата тÿрĕ йăран хăвармалла. Чăваш çĕр ĕçченĕсене тата мĕн сунам? Хăйсем пултарнă пек ĕçлеччĕр — вăй хурса. Чăваш Ен аграрийĕсене, ман шутпа, пысăк улшăнусем кирлĕ мар. Вăт, эпĕ Тури Ачакра лартнă улмуççи ÿстĕр те — çакă çителĕклĕ.
|
Тавçăруллă, çаврăнăçуллă
Кăçалхи ĕççи уйрăларах тăрать: аграрисем ял хуçалăх производствин резервĕсене шыраççĕ, продукцие сутмалли çĕнĕ рыноксене, тупăшăн çĕнĕ çăлкуçĕсене тупасшăн. Калăпăр, Патăрьел районĕнчи «Исток» агрофирма директорĕ Александр Илюткин Михаил Игнатьев кăçал мĕн акма хатĕрленнипе интересленнине хуравланă май тĕлĕнтерчĕ. Хĕвелçаврăнăш акасшăн иккен. «Паян чăннипех кирлĕ культура, — килĕшрĕ Михаил Васильевич, — анчах çакна шута илмелле: хĕвелçаврăнăша тĕштырăран 10 хут ытларах им-çам кирлĕ». Юнашар тăракан ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çакна шута илнине çирĕплетрĕ — тăкаксем ытлашшипех саплашмалла.
40 çул механизаторта ĕçлекен Михаил Тихонов та хĕвелçаврăнăш çитĕнтерни тухăçлă пулмалла тесе шутлать. Унччен хĕвелçаврăнăша силос валли çитĕнтерекен куккурус хушшине акнă. Хуçалăх çĕрĕсем тухăçлă — лайăх çитĕннĕ.
Петр Ялуков ертсе пыракан «Батыревское» АХОра кăçалхи çуркунне тĕлне мехпарка 90% çĕнетме, çавăн пекех çĕнĕ ферма хута яма пултарнипе кăмăллă. Çĕрулми пысăк тухăçпа савăнтарасса шанаççĕ, сĕт суса илессине ÿстернĕ. Сĕт производстви халĕ те тупăшлă-ха. Литр хăйхаклăхĕ — 13,4 тенкĕ, ăна вара 19 тенкĕпе сутаççĕ.
Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Петр Тремасов пĕлтернĕ тăрăх — Елчĕк районĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акмашкăн паха вăрлăх тата им-çам çителĕклĕ хатĕрленĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем тĕлĕшпе те чăрмав пулмалла мар. Ултă КСУ-1 жатка туяннă. Чăннипех — çĕнĕ йышши техника: механизаторсемшĕн меллĕ пултăр тесе кондиционерсем те вырнаçтарнă.
«Прогресс» АХОра вара тухăçлă ĕçлекен техникăна хăйсен вăйĕпех ăсталама пултарнă. Анатолий Куприянов инженер тата Дмитрий Кучков водитель кивĕ ВАЗран калчасене апатлантармалли агрегат хатĕрленĕ — пĕр-пĕр сумлă фирмăннинчен кая мар ĕçлет. «Тен, лайăхрах та, — шÿтлерĕ Михаил Игнатьев. — Çăмăлскер калчана лапчăтмасть, тăпрана хытармасть. Çакăнта ахаль трактор кĕртсе яр-ха — ÿсентăран сиенленет». Ялти рационализаторсене алă тытсах тав турĕ: «Пирĕн хресченсем тавçăруллă та, çаврăнăçуллă та!»
«Етĕрнесĕт» лаша ĕрчетет
Халь вара республикăн тепĕр енне — Сăр çыранĕсем çине — куçар. Етĕрне районĕнче те пултаруллă çын пайтах. Вĕсенчен пĕри — Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов. 2003 çулта çав вăхăт тĕлне юхăнса çитнĕ сĕт завочĕн тилхепине тытнă та — вăл ертсе пыракан команда 2009 çул тĕлне отрасль ветеранне çĕнĕ пурнăç пама пултарнă.
Николай МАЛОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ:
— Малтан нумайăшĕ ĕç ăнасса шанманччĕ. Анчах эпир завода ура çине тăратма, çĕнĕ йышши оборудованипе тивĕçтерме пултартăмăр. Раççейри тата чикĕ леш енчи çĕре яхăн сĕт завочĕн опытне пĕтĕçтертĕмĕр. Патшалăх ял хуçалăхне кÿрекен тĕрев те пулăшрĕ. Паян нумайăшĕ йышăнать: «Етĕрнесĕт» — Чăваш Енĕн кăна мар, пĕтĕм Атăлçи округĕн мăнаçлăхĕ. Завода 1931 çултах хута янă, паян кунта унчченхи ăрусен опытне хаклакан питĕ лайăх коллектив йĕркеленнĕ.
|
Халĕ Николай Владимирович пуçĕпех парламент ĕçне путнă темелле, çапах пĕрле предприятие çĕкленĕ çынсемпе çыхăну татмасть. Вĕсем вара палăртнă çулпа малалла утасси хăйсен тивĕçĕ тесе шутлаççĕ: çĕре лайăх пăхмалла, ĕçлесе илнĕ укçана çĕнĕ проектсене хывмалла. Калăпăр, юханшыв хĕрринче тахçантанпах пухăннă каяшсене пухса тасатнă, унта кану бази йĕркеленĕ. Эпир пынă чух Николай Малов депутат стипендиачĕсем /талантсене пулăшмалли çакăн пек мел те пур/ мини-футболла вылятчĕç — турнир йĕркеленĕ. Стипендие вара Николай Малова ПК депутатне суйланă суйлав округĕнче параççĕ — Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи шкулсенче вĕренекенсем, вĕрентекенсем тата вĕсен директорĕсем валли.
Тапса кĕртнĕ мечĕксен шутне пăхмасăр футбол площадкинче, паллах, туслăх çĕнтерчĕ. Ипподромсенче çĕнтерÿсем пуласса та шанмалла. «Етĕрнесĕт» коллективĕ хăйĕн умне лартнă тепĕр тĕллев — мухтавлă ентешĕмĕрĕн Василий Чапаевăн ячĕллĕ Чăваш ăратлă лаша завочĕн ĕлĕкхи чапне тавăрасси. Çак завод биографийĕнче мăнаçланмалли страницăсем пайтах. Унăн ăратлă рысакĕсем чи сумлă ăмăртусенче мала тухнă. Анчах йывăр 90-мĕш çулсенче лаша завочĕ юхăнма тытăннă, панкрута тухас патнех çитнĕ. Паян чи йывăрри хыçа юлнă ĕнтĕ, ĕлĕкхи чапа кăна тавăрмалла. Роман Малов ертÿçĕ каланă тăрăх — завод хăвăрт чупакан лашасем ĕрчетессине тĕпе хурать. Çак тĕллевпе АПШри, Канадăри тата Швецири селекционерсемпе çыхăну йĕркеленĕ. Тĕллев — ăмăртусенче çĕнтересси. Пирвайхи кăтартусем пур ĕнтĕ, çакă шанăç кÿрет.
Хаклă «симĕс ылтăн»
Ĕлĕкхи чапа Чăваш Енри хăмла ăстисем те тавăрасшăн. Ахальтен мар шăпах хăмла Чăваш Ен гербне те илем кÿрет. Тахçан ăна республикăри 168 хуçалăх çитĕнтернĕ, Раççейри хăмлан 90% туса илнĕ. Анчах импорт хумĕ пирĕн «симĕс ылтăн» ăстисене хăйĕн айне тунă. Дилетантсене пула иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хăмла ĕрчетесси пĕтес патнех çитнĕ. Паян тинех тепĕр хут вăй илме пуçлать.
Телее, Чăваш Енре çак ĕç технологийĕсене те, ăста специалистсене те упраса хăварма пултарнă. Чăваш ял хуçалăх наука-тĕпчев институчĕ çанă тавăрсах ĕçе пуçăннă. Михаил Игнатьевпа Николай Малов Çĕрпÿ районĕнче хăмла плантацийĕнче ĕçлекенсене курса савăнчĕç, вĕсемпе калаçрĕç, хăмла лартма та хутшăнчĕç.
Хăмлан пĕр тонни паян 7 пин евро тăрать. Раççейри сăра тăвакансене, медиксене, химиксене, парфюмерсене 3 пин тонна кирлĕ. Чăваш Ен хыснине вун-вун миллион евро кĕме пултарать. «Импорта хамăрăн продукципе улăштарас çул çине тăнă май Чăваш Енри хăмла плантацийĕсене çĕнĕрен чĕртмешкĕн условисем питĕ меллĕ, — терĕ Михаил Игнатьев. — Анчах хăмла ансат культура мар, ăна ĕлĕкхи шая çĕклеме нумай вăй хумалла. Федераци пулăшăвĕ те кирлĕ пулĕ». Чăваш Ен Пуçлăхĕ отрасле пулăшас тĕлĕшпе Раççей ял хуçалăх министрне Александр Ткачева хăйĕн сĕнĕвĕсене панă ĕнтĕ.
Çăкăртан асли çук
Чăваш Енри аграрисен ĕçĕсем аван. «Ĕççи пĕтĕмлетĕвĕсем пирки паян мĕн калама пулать?» — çак ыйтăва пирĕн корреспондент Михаил Игнатьева пачĕ. Акă мĕнлерех хурав пулчĕ.
Михаил ИГНАТЬЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
— 2016 çулхи ĕççине иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан лайăхрах хатĕрлентĕмĕр. Çаврăнăша хушма 16 пин гектар çĕре кĕртме пултартăмăр. 2018 çул тĕлне вара акман лаптăксем вуçех те юлмалла мар. Кĕрхи культурăсен анисем пур çĕрте те лайăх. Çанталăк хăть те мĕнле пулсан та вĕсем пысăк тухăç парĕç. Кăçалхи çуркунне уйрăмлăхĕсен шутне эпĕ ял çыннисем аталанмалли çĕнĕ майсем шыранине те кĕртнĕ пулăттăм. Сăмахран, «Исток» агрофирмăра пĕлтĕр кăшман çитĕнтерсе 118 миллион тенкĕ услам илнĕ, халь тата хĕвелçаврăнăш çитĕнтерме пуçласшăн. «Чурачикское» АУОра та пĕр вырăнта лармаççĕ: куккуруса çĕнĕ технологипе акнă — çуркунне сухаламасăр. Çапла майпа пĕлтĕрхи акаран тăпрара юлнă им-çама, тĕштырра кирлĕ нÿрĕке упраса хăварнă. Çийĕнчен çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетленĕ. Унччен гектар пуçне 50 литр солярка тăкакланă пулсан кăçал — 8 кăна. Хуçалăх директорĕ Евгений Шалеев ăнлантарнă тăрăх, çак опыта вăл Аргентинăри куккурус ĕрчетекенсенчен илнĕ. Ял çыннисен кăмăлĕ çĕкленÿллĕ: вĕсем уйсенче тухăçлă тырпул çитĕнтересшĕн, «çăкăртан асли çук» тенине асра тытса мĕн çитĕнтернине упраса хăварасшăн.
|
Леонид НИКИТИН
Источник: "Хыпар"