10 февраля 2016 г.
Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасен пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн шкулĕнче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăхăн 20-мĕш марафонĕ вăй илчĕ. Ăна уçмашкăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова хутшăнчĕç. Сăмах май, вĕсем иккĕшĕ те ыркăмăллăхăн асăннă марафонне ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн çумпредседателĕсем.
«Раççей ача-пăча фончĕн» Чăваш регион уйрăмĕн правленийĕн ертÿçи Юрий Киселев пухăннисене республикăн çамрăк гражданĕсене пулăшас тĕллевпе çулленех ирттерекен сăваплă акцин тăватă çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе, ниме мелĕпе пухнă укçапа мĕн тĕллевпе усă курнипе паллаштарчĕ.
Михаил Игнатьев шухăшĕпе, пархатарлă ĕçе хутшăнакан социаллă бизнес çыннисене уйрăммăн палăртмалла, вĕсен ырă тĕслĕхĕпе ыттисене хавхалантармалла. Алена Аршинова марафона Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене кăна мар, РФ Патшалăх Думинчисене те, вĕсем хăш регионтан суйланнине пăхмасăр, пухмача пуянлатмашкăн хутшăнтарма шантарчĕ.
Иртнĕ çул «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» акцире 7 миллион та 129 пин тенкĕ пухнă. Кăçалхи тĕллев - 10 миллион. «Спектр» НПП» ООО генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Михеев марафон пухмачне чи малтан пуянлатрĕ - асăннă шкулти юсав ĕçĕсене пурнăçламашкăн 50 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕ. Сергей Петровичăн алли çăмăл пулаканччĕ: унăн тĕслĕхĕпе хĕмленекен йышлă пуласси иккĕлентермест.
Источник: "Хыпар"