В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи хаклă парне - пĕчĕк тав сăмахĕ

09 февраля 2016 г.

Чи хаклă парне - пĕчĕк тав сăмахĕ

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн чи сумлă депутачĕсенчен пĕри - Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ

Петр Степанович КРАСНОВ - пирĕн ыйтусене хуравлама, вулакансене хăйĕн çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартма килĕшрĕ.

- Петр Степанович, эсир республикăн вуниккĕмĕш суйлаври Аслă Канашĕн депутачĕ, 1991-1993 çулсенче массăллă информаци хатĕрĕсен, общество организацийĕсемпе тата граждансен юхăмĕсемпе çыхăну йĕркелекен, халăх шухăш-кăмăлне тĕпчекен комисси председателĕ пулнă. Çав вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ мĕнле йышăнусем тума май килчĕ?

- Вăл хăйнеевĕрлĕ те интереслĕ тапхăр, мĕншĕн тесен çав çулсенче Раççейре пăтăрмах нумай пулчĕ. Çавна шута илсех ĕнтĕ патшалăх системине урăхлатрĕç, вырăнти хăйтытăмлăх та улшăнчĕ. Эпир те, 1990 çулта пилĕк çуллăха суйланнă депутатсем, хамăрăн полномочисене пĕр çулталăклăха чакартăмăр - вĕсене 1994 çултах вĕçлерĕмĕр. Çав çулхине Патшалăх Канашĕ çинчен калакан саккуна йышăнса çĕнĕ суйлав палăртрăмăр. Çĕнĕ Раççей, çĕнĕ çĕршыв. Ун чухне эпир нумай ыйтупа тата нумай енпе хамăрăн саккунсене çырнă. Енчен те Раççей шайĕнче пĕр-пĕр тема çинчен калакан саккун пулмасан эпир ăна хамăр кăларма пултарнă. Çавнашкал йĕркеччĕ. Халĕ федерацире ун пек ирĕк çук.

Паллах, саккунсем питĕ нумай кăларнă. Чи сумлисенчен, чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри вăл, ман шутпа - 1990 çулта йышăннă "Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен” саккун. Тепĕр çул эпир республикăра Президент институтне туса хутăмăр /"Чăваш Республикин Президенчĕ çинчен” саккунпа килĕшÿллĕн/. Пысăк пĕлтерĕшлĕ саккунсен йышĕнче çавăн пекех - Чăваш Республикин общество пĕрлешĕвĕсем, ялсен аталанăвĕ тата социаллă политики, вĕрентÿ, çамрăксен патшалăх политики, культура çинчен калаканнисем. Ун чухне Аслă Канашра 200 депутатчĕ, сессисем 1-2 куна тăсăлатчĕç. Тĕрлĕ районтан килнĕ депутатсем хăна çурчĕсенче пурăнатчĕç.

- Сирĕншĕн чăваш чĕлхипе литературин, искусствăпа журналистика ыйтăвĕсем ют мар, вĕсене пулăшассипе çыхăннă саккунсене хатĕрлес ĕçе хăвăр та хутшăннă. Мĕнле шухăшлатăр: асăннă тытăма паянхи кун патшалăх çителĕклĕ пулăшать-и?

- Тÿрех калатăп: çителĕксĕр. Çапах йăлтах çителĕклĕ пулсан пурнăç чарăнса тăрать, аталанма пăрахать, халăх шутлами пулать. Журналистсемпе писательсен те, культурăпа искусство ĕçченĕсен те тĕллев пулмалла. Патшалăх пулăшăвне илсен вăл çулсеренех ÿссе пымалла, çав вăхăтрах унăн тухăçлăхĕ тата пайăр кăтартăвĕ пулмалла. Укçа илекенсем унпа тĕллевлĕ усă курччăр тесе тăрăшмалла.

- Чĕлхесем çинчен калакан саккун патне таврăнар-ха. Эсир ăна йышăннă вăхăтра мĕн шухăшласа хуни пурнăçланнă пек туйăнать-и?

- Паллах, пурне те пурнăçлама йывăртарах. Çапах юлашки 20-25 çулта хулара чăвашла ытларах калаçма пуçларĕç вĕт. Малтан ун пек марччĕ, чылайăшĕ тăван чĕлхерен вăтанатчĕ. Чăваш чĕлхи пĕтмерĕ, асăннă саккун ăна аталанма та кăштах пулăшрĕ. Çакă - тĕп кăтартусенчен пĕри. Паллах, ĕçлемеллисем пур: ача сачĕсенче те, шкулсенче те. Ку вара - уйрăм тема.

- ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлес килет.

- Пирĕн ĕç-хĕл комитет ятĕнченех лайăх курăнать. Социаллă сферăна культура та, сывлăх сыхлавĕ те, вĕрентÿ те, хÿтлĕх те, физкультура та кĕреççĕ. Хальхи вăхăтра эпир ĕç тăвакан органсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, пирĕн хушăра пăтăрмахсем, хирĕçÿсем сиксе тухмаççĕ. Пуçарупа хушăран депутатсем, тепĕр чухне ĕç тăвакан органсем тухаççĕ. Нумай чухне, паллах, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçару тăвать, Указсем кăларать. Пирĕн тĕп тĕллев - вĕсене саккунсене çавăрасси. Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2011 çулта "Республикăри амăшĕн /çемье/ капиталĕ çинчен" Указ кăларчĕ. Ăна хамăрăн комитетра пăхса тухрăмăр, каярахпа "Ачаллă граждансене патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен” саккун хатĕрлесе йышăнтăмăр. Паянхи кун тĕлне унпа 1200 ытла çемье усă курнă. Республика бюджетĕнчен 100-шер пин тенкĕ паратпăр вĕсене. Çакнашкал пулăшу питĕ кирлĕ. Е тата 2013 çулта "Ача усрава илнĕ граждансене пĕр хутчен паракан укçа пособийĕ çинчен” саккуна йышăнтăмăр - ăна та республика Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн. Саккуна тĕпе хурса ача усрава илекенсене 300 пин, пепке сусăр пулсан 375 пин тенкĕ параççĕ. Ку та лайăх пулăшу. Çавăнпах юлашки çулсенче тăлăхсен йышĕ те, интернатсен шучĕ те чаксах пыраççĕ.

Ветерансем çинчен те каласа хăварас килет. "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят пулман малтан. Михаил Игнатьев ĕç стажĕ арçынсен - 45, хĕрарăмсен 40 çул пулсан ветеран ятне памалли çинчен Указ кăларчĕ. Каярахпа ĕç стажне 2,5-шер çул чакарчĕ. Эпир çакăн пирки уйрăм саккун кăлартăмăр. Халĕ стажа кура ĕç ветеранĕсен йышне кĕнисем - 50 пин çынна яхăн. Нумаях пулмасть пирĕн комитет урлă "Инвалидсем валли ĕç вырăнĕсене квотăласси çинчен” саккун тухрĕ. Унта пĕчĕк бизнеса та кĕртрĕмĕр. Халĕ 35-100 çынлă коллективра сусăрсем валли вăтам списокăн 1,5: чухлĕ квота уйăрмалла, урăхла каласан - сахалтан та 1 инвалида ĕçе вырнаçтармалла. Çавăн пекех эпир РФ Патшалăх Думине пуçарусемпе тухатпăр. Çак çулсенче пирĕн комитет урлă Думăна 5 сĕнÿ çитнĕ: вĕсем статистикăпа, экономикăпа, çар службин ветеранĕсемпе, культура об<екчĕсемпе çыхăннă. Унсăр пуçне Правительствăна е ытти çĕре чĕнÿ /канаш/ хатĕрлетпĕр.

- Пĕр тĕлпулура эсир маларахри çулсенче парламентарисен йышĕнче культура, вĕрентÿ, ытти сфера представителĕ нумай пулнине пĕлтернĕччĕ. Халĕ вĕсем сахалрах, çавна май ыйтусене сÿтсе явнă чухне тĕрлĕ пăтăрмах сиксе тухмасть-и?

- Чăн та, Аслă Канашра 20-е яхăн врач, учительсем те, колхоз председателĕсем те пулнă. Паян депутатсен шучĕ те сахалрах: Конституципе килĕшÿллĕн - 44. Унта пурне те, çитменнине искусствăлла мелпе, кĕртейместĕн. Депутатсене çынсем хак параççĕ вĕт-ха, вĕсем суйлаççĕ. Халăх шухăшне вара ырламалла. Эпĕ хам, тĕслĕхрен, Социаллă политика, Культура, Пичет министерствисенче те ĕçленĕ, вĕрентÿ тытăмĕ те, статистика та ют мар маншăн, çавăнпа ку ыйтăва анлăрах пăхмалла.

- Парламентарисем вăл е ку тĕллев валли укçа пайланă чухне тавлашусем пулаççĕ-и? Тĕслĕхрен, эсир социаллă сфера валли ытларах уйăрасшăн, теприсем агропромышленноç комплексне нумайрах пулăшмалла теççĕ. Çав тавлашусене мĕнле татса паратăр?

- Вĕсем сессисенче пулмалла мар, çивĕч ыйтусене ĕç ушкăнĕсенче тата комитетсенче тĕплĕн сÿтсе явмалла. Эпир депутатсемпе калаçса татăлма, пĕр чĕлхе тупма тăрăшатпăр, унтан çав ыйтупа сессие тухатпăр. Тĕслĕхрен, кăçалтан çĕнĕ проект пуçлатпăр. Ун пирки сессире 3 çул каялла каланăччĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăна ырласа йышăнчĕ. Ку проект районсенче нумай функциллĕ культура центрĕсем тăвассипе çыхăннă. Кăçал çакнашкал виçĕ центр тума укçа уйăрнă. Вĕсем Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç, Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка тата Елчĕк районĕнчи Тÿскел ялĕсенче пулĕç. Паллах, ку шухăша ытти депутат та ырларĕ. Ял культурине аталантармалла. Нумай функциллĕ центрта библиотека та пулĕ, унта халăхпа пухусем, спорт мероприятийĕсем ирттерме май килĕ. Вăл хальхи хăшпĕр клуб пек каçхине çеç уçă пулмĕ. Унта кирек хăш ÿсĕмри çын та кирек хăçан та килме пултарĕ. Паллах, нумай функциллĕ центрсем уçнипе пĕрлех культура çурчĕсене юсассине малалла тăсăпăр. Юлашки çулсенче эпир çакнашкал чылай кермене хăтлăлатрăмăр, вĕсене çĕнĕ аппаратурăпа, костюмсемпе тивĕçтертĕмĕр.

Ял пурнăçне лайăхлатас тĕллевпех юлашки çулсенче районсенче 100 фельдшер-акушер пункчĕ уçрăмăр. Халĕ тата 50 ФАП тума палăртнă, çав шутран 16-шне кăçал хута ярĕç. Çакăншăн мĕнле сасăламалла мар-ха? Вĕсем ял çыннисене питех те кирлĕ-çке-ха. Депутатсене хамăр пуçарусем пирки тĕплĕн каласа парсан, ăнлантарсан, паллах, вĕсем килĕшеççĕ, вăл е ку тĕллев валли укçа уйăрассишĕн сасăлаççĕ. Ял пурнăçне лайăхлатас тĕллевпех урамсенче çул тума тытăнтăмăр. Ку та - çĕнĕ проект. Пĕлтĕр кашни районта 5-7 урам тума май килчĕ. Кăçал та ĕçлĕпĕр. Е тата юлашки икĕ çулта 68 спорт залне реконструкци турăмăр. "Единая Россия" парти программи вăл. Ку ĕçсене малалла та тăсăпăр. Ача сачĕсен программи Раççейре вĕçленнине палăртаççĕ. Анчах пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, хăшпĕр ялта ачасен шучĕ ÿссе пырать. Тĕслĕхрен, Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕнче. Çавăнпа унта 2017 çулта ача сачĕ тума палăртнă. Кирлĕ пулсан малашне те садиксем хăпартăпăр. Кăçал федераци шайĕнче шкулсем тума пуçлаççĕ, эпир ку енĕпе маларах та ĕçлеме тытăннă. Акă Комсомольски районĕнчи Элпуç ялĕнче шкул пĕлтĕр хăпартма пуçланă, кăçал ăна хута ярăпăр.

- Юлашкинчен асăннă объектсем эсир тăрăшнипе-çине тăнипе çĕкленнине пĕлетпĕр. Хăвăр округра 2011 çултанпа тата мĕнле ĕçсем тума май килчĕ?

- Манăн округ - Комсомольски тата Елчĕк районĕсем. Каçал тăрăхĕнче - центрта тата Тукайра, çавăн пекех Елчĕкре ача сачĕсем уçрăмăр. Тукай ялĕнчи шкула тĕпрен реконструкцилерĕмĕр. Çавăн пекех спорт залĕсем уçнă, культура çурчĕсене юсанă, çулсем тунă. Акă Кĕçĕн Таяпана каякан çула - темиçе миллион тенкĕ тăраканскере - хута янă. Кăçал Елчĕкрен Пăва еннелле каякан çула, Тутарстан чикки таран, вĕçлемелле. Çавăн пекех ФАПсем уçнă. Паллах, пирĕн пĕтĕм республикипех ĕçлемелле, çапах хамăрăн суйлавçăсен шанăçне тÿрре кăларас тесе ытларах тăрăшмалла.

- Петр Степанович, эсир чылай çул тĕрлĕ министерство-ведомствăра, Чăваш Ен Президенчĕн Администрацийĕнче ертсе пыракан должноçсене йышăннă. Ун чухне йĕркеленĕ çыхăнусем хальхи вăхăтра пулăшаççĕ-и? Тĕслĕхрен, хăвăр пата йышăнăва килекен çынсен ыйтăвĕсене татса панă чухне?

- Паллах, пулăшаççĕ. Çак кунсенче акă çамрăксемпе тĕл пулса калаçрăм. Дмитрий Медведевăн Чăваш Енри общество йышăну пÿлĕмĕнче çынсене йышăнтăм. Халăх пĕр енчен пулăшу ыйтать, тепĕр енчен вара лайăх сĕнÿсем тăратать. Çынсен хастарлăхĕ ÿсни савăнтарать.

- Кăçал РФ Патшалăх Думин çеç мар, ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕ те иртет. Унта хутшăнма палăртатăр-и, ку енĕпе ĕçлеме пуçланă-и?

- Хамăн суйлавçăсем лартнă тĕллевсене пурне те пурнăçламан-ха, çавăнпа суйлава хутшăнма палăртатăп. Хамăн хальхи округах пуласса шанатăп. Округсем кăштах улшăнаççĕ.

- Сирĕн çывăх вăхăтри плансем мĕнлерех?

- Елчĕк, Комсомольски, Канаш районĕсенче пуласшăн. Муниципалитетсенче 2015 çулхи кăтартусене пĕтĕмлетеççĕ. Районсем мĕнле аталаннине, вĕсен хăш енĕпе ытларах ĕçлемеллине, мĕнпе пулăшмаллине тишкермелле. Кăтартусем эпĕ асăннă виçĕ районăн та япăх мар, çапах ĕçлемеллисем пур.

 

 

Кĕскен

  • Çемйĕр çинчен тĕплĕнрех пĕлес килет. Ачăрсем сирĕн çула суйламан-и?

- Асли Анна Пичет университетĕнче вĕренчĕ. Кăнтăр Корейăри Сеулта ĕçлерĕ, унтах магистратура пĕтерчĕ. Халĕ Мускавра Корея посольствинче ĕçлет. Кĕçĕнни Егор - студент, экономикăпа финанс уйрăмĕнче ăс пухать.

  • Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕр?

- Май пур чухне волейболла вылятăп, велосипедпа ярăнатăп. Пулла çÿреме кăмăллатăп. Кĕркунне кăмпана каятăп.

  • Философилле кĕнекесемсĕр пуçне тата мĕнлисене вулатăр?

- Экономика ыйтăвĕсемпе нумай вулама тата саккунсене тишкерме тивет. Эпĕ хăй вăхăтĕнче Достоевские йăлтах вуласа тухнă, манăн юратнă писатель вăл. Сĕтелĕм çинче халĕ икĕ кĕнеке - ентешĕмĕн Куçма Турханăн "Сĕве Атăла юхса кĕрет” романĕ тата Сергей Довлатовăн калавĕсем.

  • Юратнă уяв?

- Çĕнĕ çул. Вăл çĕнĕ пурнăç, çĕнĕ шанчăксемпе тĕллевсем парнелет. Тата Питрав. Хам Петĕр пулнăран çак уява кашни çулах тăван ялта паллă тăватăп: тăвансемпе пуçтарăнса шÿрпе е чашлама пĕçеретпĕр. Ялта атте-анне çуртне тĕпрен юсатăп, чылай пайне çĕнĕрен лартатăп. Кăçал туса пĕтерес ĕмĕт пур.

  • Пурнăçри чи хаклă парне.

- Пĕчĕк тав сăмахĕ.

 

 Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА калаçнă

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика