14 сентября 2015 г.
Кÿкеçри Культура çуртĕнче вырнаçнă 945-мĕш суйлав участокĕ Пĕрлехи сасăлав кунне килекенсене патриот юррисемпе кĕтсе илет, кашнин кăмăл-туйăмне çĕклет. Суйлава нумайăшĕ çемйипех килет, пĕлĕшĕ-тусĕсене курса сывлăх сунать, уяв ячĕпе саламлать. Акă, ирхи 9 сехетре Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов та мăшăрĕпе Людмила Витальевнăпа тата хĕрĕпе Дарйăпа суйлав участокне çитрĕ. Вăл та пурне те сывлăх сунчĕ, уяв - Пĕрлехи сасăлав кунĕ - ячĕпе саламларĕ.
"Паянхи кун - питĕ яваплă, мĕншĕн тесен эпир чылай çул ĕнтĕ республика Пуçлăхне пĕтĕм халăхпа суйламан. Паян вара - тÿрĕ суйлав. Чăваш Республикин Пуçлăхне, ял тăрăхĕн тата район Пухăвĕн депутачĕсене суйлатпăр. Куратпăр ĕнтĕ, суйлав участокĕнче ирех çын йышлă, вĕсем пурнăç малашне мĕнлерех аталанса пырасси паянхи сасăлавран килнине ăнланаççĕ. Тăван çĕршыв шăпи çинчен шухăшлакан çын аяккинче тăрса юлмастех. Çавăнпа суйлав тивĕçлĕ шайра иртессе шанатăп. Эпĕ хам тăнăçлă пурнăçшăн, çутă та ырă малашлăхшăн, Чăваш Республики тата та вăйлăрах аталантăр тесе сасăларăм", - терĕ Юрий Алексеевич суйлав бюллетенĕсене илсе тултарнă тата ятарлă урнăна янă хыççăн.
Поповсен хĕрĕ Дарья суйлава пĕрремĕш хут хутшăнчĕ, çавăнпа ăна суйлав участокĕн председателĕ Елена Львова асăнмалăх парне пачĕ. "Сасăламашкăн савăнсах килтĕм, хамăн гражданла тивĕçе пурнăçларăм. Пĕчĕк чухне суйлав участокне атте-аннепе темиçе хут та килнĕ, вĕсем мĕнле сасăланине сăнанă. Халĕ хам та суйлава хутшăнса куртăм, малашне те хутшăнăп", - пĕлтерчĕ Дарья.
Елена Львова каланă тăрăх - 945-мĕш суйлав участокĕнче 883 çыннăн сасăлава хутшăнмалла, çав шутран 23-шĕ вăхăт çитмесĕрех сасăланă. Сентябрĕн 13-мĕшĕнче 9 сехет те 10 минут тĕлне 60 çын участока килсе хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçланă. 6 çамрăк суйлава пĕрремĕш хут хутшăнать, çавăнпа вĕсем валли парнесем хатĕрленĕ. "Хальхи хĕрсемпе каччăсем сасăлава хастар хутшăннине палăртас килет. Нумайăшĕ çемйисемпе килет. Кунта кандидатсен тата партисен сăнавçисем те пур. Çынсем паян Чăваш Ен Пуçлăхне суйланипе пĕрлех Шупашкар район Пухăвĕн депутачĕсене /3 кандидат/ тата Кÿкеç ял тăрăхĕн депутачĕсене /Шоссе округĕпе - 2 кандидат, Кăнтăр округĕпе - 3/ палăртĕç. Пĕрлехи сасăлав кунĕ йĕркеллĕ те пăтăрмахсемсĕр иртессе шанатăп", - лару-тăрупа паллаштарчĕ Елена Геннадьевна. Вăл суйлав участокне каярахпа вырăнти артистсем килессине, сасăлавçăсене юрă-ташăпа савăнтарассине пĕлтерчĕ. Буфет ĕçне те йĕркелеме палăртнă иккен.
Эпир калаçнă хушăра çынсем ушкăнăн-ушкăнăн килме пуçларĕç: ватăсем те, вăтам çулхисем те, çамрăксем те. Пичĕсенчи йăл кулă вĕсем сасăлава тулли кăмăлпа килнине çирĕплетрĕ.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Источник: "Хыпар"