22 сентября 2014 г.
Пирĕн ыйтусене ЧР Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ, Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Олег МЕШКОВ хуравлать
- Олег Вадимович, ЧР Патшалăх Канашĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 20 çул çитрĕ. Паллах, эсир çак икĕ теçетке çулшăн явап тытаймастăр, çапах та хăвăр депутат тивĕçĕсене пурнăçлакан çулсенчи парламентăн хăш утăмĕсене пысăк, пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тесе хакланă пулăттăр?
- Тĕрĕсех, эпир 2012 çулхи суйлавра депутат мандатне илнĕ, эппин, çак тапхăршăн яваплă. Патшалăх Канашĕн тĕп ĕçĕ - саккунсем кăларасси, пĕлтерĕшли те вĕсемпех çыхăннă. Сăмахран, республика Пуçлăхне суйласси çинчен калакан саккун. Е тата - саккун кăлармалли пуçарусем. Тĕрĕссипе, ку ĕçе кашни суйлаври парламентах пурнăçлать. Эпир темле революци туман, пăтăрмахсем пулман, импичмент, референдум йĕркелемен... Çакă, çирĕп тăнăçлăх, лайăх та.
Ытларах хам ертсе пыракан комитет пирки каласшăн. Алă усса ларман. Экономикăн тĕрлĕ отраслĕнче мĕн пулса иртет - пĕтĕмпех пирĕн комитетра пăхса тухмалли ыйтусем. Ĕçе кÿлĕннĕ çулах эпир Патшалăх Думине ял хуçалăхне пулăшас тĕллевпе саккун кăлармалли пуçарупа тухрăмăр. Ăна Раççей субъекчĕсем пурте тенĕ пекех ырларĕç. Нумаях пулмасть пирĕн çав пуçарусенчен пĕр пунктне Думăра çĕклерĕç. Сăмах - субсидисем пирки. Ял хуçалăх предприятийĕсем кредит илеççĕ - уншăн коммерци проценчĕсене туллин тÿлеççĕ. Саплаштармаллине вĕсене патшалăхăн тавăрса памалла - темиçе уйăх е çулталăк таранах кĕтме тивет. Пур пĕр бюджет укçи вĕт: хуçалăхсем хăйсен процент виçине кăна тÿлеччĕр, банксемпе вара патшалăх кайран хăй татăлтăр - çакăн пек пуçару турăмăр. Дума татса пама тивĕç - чăннипех пысăк ĕç.
ЖКХ ыйтăвĕсемпе те Думăна тухрăмăр. Электроэнерги тарифĕсене коммерци тытăмĕ çине куçарассине чармашкăн сĕнтĕмĕр. Çакна та чылай регион ырларĕ. Кунашкал нумай пуçару пирки калама пулать.
2020 çулччен ял хуçалăхне аталантармалли саккуна икĕ вулавпа йышăнтăмăр. Пысăк та пĕлтерĕшлĕскер. Хамăр бюджетран кăна ăна пурнăçлама 9,5 млрд тенкĕ уйăратпăр. Нумай пек, анчах 5-6 çуллăха пулнине шута илсен - нумаях та мар. Çав вăхăтрах техника, ГСМ, электроэнерги, ытти çуллен хакланса пырать. Темиçе çултан укçан асăннă виçи мĕн туянма çитĕ - тĕп-тĕрĕс пĕлме хĕн. Çавăнпа пуçару турăмăр: çак укçана инфляцие кура индексацилесе пымалла - пуçласа çапла турăмăр.
- Тытăçсах каятчĕç теместĕп, çапах унчченхи парламентсенче хĕрÿ тавлашусем пулатчĕç. Паян аплах тавлашмаççĕ пек. Çакă мĕнпе çыхăннă? «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракци йышĕ пысăк та - унăн депутачĕсем пĕр саслă пулнин витĕмĕ-и?
- Ку кăна мар. Тавлашуллă самантсем паян та пайтах, анчах нумай ыйтăва комитетсенче сессичченех татса пама тăрăшатпăр - тĕп тавлашусем шăпах унта. Чăнах та, «ПР» фракцийĕн йышĕ пысăккин витĕмĕ те пур. Анчах оппозици те çук мар - сессисенче калаçусăр пулмасть. Иртнĕ сессире те, авă, çивĕч самантсем пулчĕç. Тепĕр чух кирлĕ-кирлĕ мар ыйтусене те çĕклеççĕ. Çав вăхăтрах «Пĕрлĕхлĕ Раççей» йышĕнчи депутатсем те ыйтусем параççĕ - çакна та асăрхăр. Иртнĕ сессире Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви тĕлĕшпе калаçу пулчĕ: вăрман касасси, ытти - министртан ыйтрĕç.
- Иртнĕ сессире ырланă документсенчен пĕрне хăшĕсем «Черкесов валли» тунă саккун тесех хакларĕç. Районсенче пĕр пуçлăх пулать, Шупашкарта вара - хула тата администраци пуçлăхĕсем. Кун пирки мĕн шухăшлатăр?
- Районсенче район пуçлăхĕ тата администраци пуçлăхĕ пĕр çын пулать. Хулара депутатсем хăйсен хушшинче хула пуçлăхне суйлаççĕ, вăл комисси урлă кăларса сити-менеджерпа контракт тăвать. Икĕ тытăм пулни пĕр енчен тĕрĕс: хăшĕ лайăхрах - танлаштарма май пур. Хулана илес тĕк - депутатсем администраци пуçлăхĕн ĕçне тĕрĕслесе тăма пултараççĕ. Коррупци никĕсĕ çинче иккĕшĕ пĕтĕçсе ан кайччăр, сити-менеджера ашкăнма ан паччăр. Пĕр çын пулсан - укçа та, управлени те пĕр алăра, вăл хăйĕн влаçĕпе усă курса «ашкăнасси» те часах, çавăнпа чару тытăмĕ кирлĕ. Çапла, пĕри тепринчен аслăрах тесе пуç каçăртма пултарать, анчах ăна чарма пулать: контракт паян пур, ыран вара пулмасса та пултарать. Администраци пуçлăхне суйланă чухне вăл «мана халăх суйланă, полномочи вĕçлениччен мĕн тăвас тетĕп - çапла тăватăп» теме пултарать. Унашкаллисем валли уголовлă ĕç пур теççĕ-ха, анчах ку юлашки мера вĕт - ĕç-пуçа мĕншĕн ун патнех çитермелле?
- Петр Краснов депутат, парламентăн темиçе суйлавĕнче ĕçлекенскер, унччен парламентарисен йышĕнче культура, вĕрентÿ, ытти сфера представителĕсем нумай пулни çинчен каланăччĕ. Халь пăхатăп та - тĕп йыш директорсем, управленецсем...
- Тĕрĕссипе, çакă мана та килĕшсех каймасть. Патшалăх Канашĕнче тĕрлĕ сий представителĕсем пулмалла: культура çыннисем, врачсем, учительсем... Ку обществăн анлăрах сийĕсен интересĕсене хÿтĕлеме май парĕ.
- Анчах директорсен, паллă, ресурссем ытларах - учитель вĕсемпе мĕнле тупăшайĕ?
- Эпĕ апла каласшăн мар. Иртнĕ суйлавра кандидатурăсене парти списокĕсемпе тăратнă чух çав çынсене те кĕртме май пулнă - нумай укçа тăкмасăрах. Партисен малашне çакна шута илмеллех. Калăпăр, «Пĕрлĕхлĕ Раççейре» хайхи сийсенчен пĕр пилĕк депутат пулнă тăк - пирĕн блок нимĕн чухлĕ те хавшакланмастчĕ.
Тĕрĕссипе, халĕ те ертÿçĕсем кăна мар. Эсир асăннă Петр Красновах - культура сферинче чылай çул ĕçленĕскер. Владимир Медуков - вĕренÿ министрĕ пулнă. Пур вĕсем. Çапах врач, шкул директорĕ...
- ...журналист...
- ...культура представителĕ пулсан пăсмастчĕ. Вĕсем Патшалăх Канашĕн «тавра курăмне» анлăлатĕччĕç, унăн ĕçне пуянлатса нумай енлĕрех тăвĕччĕç.
...Спортсмен та пур-ха - Ирина Калентьева. Анчах вăл халĕччен пĕр сессине те килсе курман. Ун пеккисем кирлĕ мар. Темле тава тивĕçлĕ пулсан та унашкаллисене парламент çывăхне ямалла мар. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» йышĕнче, ку пирĕн йăнăш - çакна йышăнмалла.
- Хăй вăхăтĕнче вăл списока илемлетме килнĕ пулнă-тăр ĕнтĕ.
- Çук, ун пеккисем илемлетмеççĕ, пачах тепĕр майлă - пăсаççĕ. Ун вырăнне врач килнĕ тĕк - лайăхрах пулатчĕ.
- Паянхи парламент тĕпрен илсен ЧР Пуçлăхĕ майлă пулни куç кĕрет. Хăшĕсем çакăншăн ăна сивлеме те пăхаççĕ - «Игнатьев айне кĕрсе ÿкнĕ» имĕш.
- Ку - оппозици сăмахĕсем, вĕсемпе килĕшместĕп. Парламентпа ЧР Пуçлăхĕ хирĕçсе пурăнни республикăшăн усăллă-и вара? Сиен кăна. Калăпăр, бюджет саккунĕсене вăхăтра йышăнманни пĕтĕм республика пурнăçне япăх витĕм кÿрĕ - пенсисене, ĕç укçине... Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени - вăй.
Çакна та калам: ертÿçĕсем Патшалăх Канашĕн ят-сумне çĕклесе пыма тăрăшаççĕ. Хула шайĕнче депутатсемпе администраци мĕнле ĕçлемелли пирки каларăм-çке - кунта та çаплах: эпир, саккунсем кăларакан влаç, палăртнине ĕç тăвакан влаçăн пурнăçа кĕртсе пымалла. Çавăнпа ПК шайне ÿкерме юрамасть, парламентăн Правительство инструменчĕ пулса тăмалла мар. Паян ку енĕпе пĕтĕмпех йĕркеллĕ: ПК - инструмент мар, Правительствăпа алла-аллăн ĕçлекен тытăм.
- Эсир - республика ертÿçисен аслă теçеткинчи çын. Калăр-ха, Мешков депутат Михаил Игнатьевпа курнăçнă май «ку - йăнăш, апла тумалла мар» теме пултарать-и?
- Михаил Васильевич - питĕ «демократичнăй» ертÿçĕ. Хăйĕн шухăшне пĕлтерсен те ыттисенне итлеме тăрăшать. Теприсем хирĕçлесен вĕчĕрхенесси те часах. Ăна вара хăвăн шухăшна калама юрать. Итлет кăна мар, илтет те. Кайран тĕрлĕ шухăша тишкерсе хăй йышăну тунă чух вĕсемпе усă курать. Ĕçлĕ, конструктивлă тавлашăва пÿлмест, унпа калаçма пулать. Çакă мана килĕшет.
- Эсир производствăран килнĕ. Кунта - пачах урăх ĕç. Производствăшăн тунсăхламастăр-и?
- Производствăра ăнса пырсан ĕç кăтартăвĕ курăмлă. Кунта вара, политикăра, паянхи ĕç кăтартăвĕсем халех мар, темиçе çултан тин палăрма пултараççĕ. Суйлавçăсемпе курнăçатăн, депутатсемпе хутшăнатăн. Çак ĕçе хамăн пурнăçăн тепĕр тапхăрĕ тесе хаклатăп. Маншăн - интереслĕ тапхăр. Çапах тепĕр суйлаврах каймашкăн тивме пултарать, эпир кунта вăхăтлăххине манмалла мар.
- Темиçе çул каялла Мускавра Владимир Путин Президент ирттернĕ пресс-конференцие хутшăнма тивнĕччĕ. Ăна панă ыйту асра юлнă: «Сире мĕншĕн намăс?« Çав ыйтупа усă курам-ха: сире намăс пулать-и?
- Тÿрех калам: намăс пуласран хăратăп. Паянччен никама та усал туман, усă кÿме тăрăшнă кăна. Юлташсен, çывăх çынсен, суйлавçăсен умĕнче намăс курма пултарасси, паллах, шухăшлаттарать. Турă сыхлатăр унашкаллинчен. Çавăнпа çынсене итлемелле - аслисене, килтисене...
- Путин «çынсен чухăнлăхĕшĕн намăс» тесе хуравланăччĕ.
- Кÿренмелле тени вырăнлăрах пуль. Чăваш Енре пурăнакансем пĕтĕмĕшле илсен ĕçчен, çав вăхăтрах республика хăш-пĕр регионтан япăхрах пурăнни чăннипех кÿренмелле. Республика бюджечĕ пĕчĕкрех пулнăшăн, экономика эпир ĕмĕтленнĕ пек вăйлă аталанайманшăн, инвестицисем çителĕксĕрришĕн, çĕнĕ предприятисем нумай пулайманшăн - кÿренмелле... Укçа кирлĕ, бюджет пысăкрах пулмалла, çакă, шел те, пиртен кăна килмест. Çапах ĕç-пуçа улăштарма тăрăшатпăр - вăй çитнĕ таран.
Николай КОНОВАЛОВ калаçнă
Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕ
Блиц
Çемье
- Ĕç кунĕ вăраха тăсăлать. Çук, мăшăр куншăн мăкăртатмасть - çакăн чухлĕ пурăнса хăнăхнă ĕнтĕ. Нумаях пулмасть кĕмĕл туй турăмăр вĕт. Хыçра çирĕп тыл - мăшăр, çемье - пулсан, ăнланса, тĕрев парса пырсан ĕç те ăнăçлă.
Манăн виçĕ ача. Асли Мускавра аслă пĕлÿ илчĕ, инженер-экономиста вĕренчĕ, консалтинг агентствинче тăрăшать. Вăталăххи - шкулта 10-мĕш, кĕçĕнни 3-мĕш классенче вĕренеççĕ. Вĕсен малашлăх валли, паллах, шухăшĕсем пур. Çук, депутат пулатпăр темеççĕ. Анчах предприниматель пуласси пирки те каламаççĕ. Эпĕ вара экономика комитетне ертсе пынă май предпринимательсемпе те ĕçленине кура яланах калатăп: пирĕн ачасем предприниматель пулатăп тесе ÿсрĕç тĕк, эппин, экономика аталанăвĕ валли патшалăхра тĕрĕс условисем йĕркеленĕ. Хальлĕхе вара çамрăксем чиновник пулма ăнтăлаççĕ - ун пек общество ăнăçлă аталанасси иккĕленÿллĕ. Предприниматель пулатăп тесе каласси патне çитеймен-ха. Шел, манăн ачасем те апла каламаççĕ.
Атте-анне
- Телее, атте-анне чĕрĕ-сывă пурăнаççĕ-ха - Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелте. Нумаях пулмасть ылтăн туй турĕç. Эпир, тăватă ачи, ялта час-часах пулма тăрăшатпăр. Мăнукĕсем вĕсене питĕ юратаççĕ, çулла ялан унта - ватăсене тунсăхлама памаççĕ.
Пушă вăхăт
- Ертÿçĕсенчен нумайăшĕ - е сунарçă, е пулăç. Манăн унашкал хобби çук. Тĕрĕссипе, пушă вăхăт та питĕ сахал, çавăнпа майсем çукрах. Тен, каярахпа, пенси çулĕсем çывхарсан, тупăнĕ. Çапах сунар мана килĕшмест - сунарçă пулмастăпах. Кирек мĕнле пулсан та тискер чĕр чунсене вĕлерме тивет-çке. Çийĕнчен çав чĕр чунсен çăлăнма шанăç та çук: сунарçăсем çĕрле те лайăх куракан прицелсемпе - тискер чĕр чунпа сунарçă хушшинче пĕр танлăх çук.
Кĕнекесем
- Чылай вулатăп. Çулталăк пуçламăшĕнче ятарласа список тăватăп та - çав кĕнекесене вуласа тухма тăрăшатăп. Çул çинче машинăра, ытти чухне пушă самант тупăнсан та алла кĕнеке тытма тăрăшатăп. Бизнес çинчен илемлĕ литература мелĕсемпе çырса кăтартнă хайлавсем кăмăла каяççĕ. Халĕ ют çĕр-шыв авторĕн «Жесткий тайм-менеджмент» кĕнеки алăра. Борис Акунин хайлавĕсен ярăмне вуласа пĕтертĕм - «Статский советник» кĕнекерен пуçларăм та. Валентин Пикулĕн «Честь имею» кĕнеки килĕшрĕ - пĕрремĕш тĕнче вăрçи çинчен. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пирки аван пĕлетпĕр, çĕр çул каялла пуçланнă вăрçă çинчен вара пĕлсех каймастпăр. Интересли пайтах - вулама сĕнетĕп.
«Как превратить 5 долларов в 50 миллиардов» кĕнеке те кăсăклă.
- Укçана мĕнле ÿстермелле вара?
- /Кулать/. Каламастăп - вуласа пĕлĕр.
Источник: "Хыпар"