В Н И М А Н И Е !

Это старый сайт Государственного Совета Чувашской Республики!

Переходите на новый сайт http://www.gs.cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Саккунсене чĕре витĕр кăларса йышăнатпăр"

22 мая 2014 г.

ЮРИЙ АЛЕКСЕЕВИЧ ПОПОВ

 

1961 çулхи чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче çуралнă. Шупашкарти строительство техникумĕнче, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ, Совет Çарĕнче пулнă.

Шупашкарти «Спецстроймеханизацинче», Елчĕк районĕнчи «Слава» колхозра, Кÿкеçри райпо правленийĕн председателĕн çумĕнче, «Сделай Сам» кооператив председателĕнче, Красноармейски районĕнчи «Таябинка» агрофирма директорĕнче, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕнче ĕçленĕ. 2011 çулхи раштавăн 4-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне суйланнă.

2011 çулхи раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнчен - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ.

«Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа, РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе, Ылтăн медалĕпе, Чăваш Республикин Президенчĕн Тав сăмахĕпе наградăланă.

Мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтереççĕ.

- Юрий Алексеевич, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Эсир икĕ çул ытла ертсе пыратăр. Çак вăхăтра депутатсен корпусĕ вун-вун саккун хатĕрлесе йышăнчĕ. Вĕсене хаçат вулакансем лайăх пĕлнĕрен пÿрне хуçса шутласа тухмăпăр. Калăр-ха, чи асра юлнисем хăшĕсем?

- Парламент йышăннă саккунсем пурте пĕлтерĕшлĕ. Нихăшне те пĕри кирлĕрех те тепри аплах мар тесе уйăрма кирлĕ мар. Вĕсене пĕтĕмпех республикăмăра сулмаклă аталантарас, халăхăмăрăн пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе кăларатпăр. Çапах та, халĕ калас шухăшăмпа кирек кам та килĕшет пулĕ, бюджет çинчен йышăнакан саккун капашĕпе ыттисенчен уйрăларах тăрать. Мĕншĕн тесен унта палăртнисем Чăваш Енре пурăнакан çынсен кашни сийне, республикăри кашни отрасле пырса тивеççĕ. Саккунра çирĕплетнине пурнăçласа хамăрăн экономикăна малалла аталантаратпăр, социаллă пурнăçа хăват паратпăр, çуртсем, шкулсем, ача сачĕсем, çулсем, сиплевпе кану, культура учрежденийĕсем, сывлăха çирĕплетмелли комплекссем... тăватпăр. Бюджетниксене шалу тÿлес, тивĕçлĕ канăва тухнисене пенси парас ĕç-хĕл те асăннă саккунпа килĕшÿллĕн пулса пырать.

Вун-вун сĕнÿ-канаша комитетсенче тĕрлĕ енлĕ тишкернине шута илсен вĕрентÿпе, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе тухăçлă усă курассипе, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕç-хĕлне тивĕçлĕ йĕркелессипе, предприятисенче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем туса парассипе çыхăннă саккунсем те асăмра юлчĕç теессĕм килет.

- Эсир ĕçлеме пикеннĕ чухне парламента шанаслăх халăх хушшинче пысăках марччĕ. Халĕ еплерех? «Паянхи депутатсем «халăх тарçи» ăнлава чăннипех те тивĕçлĕ», - теме пултаратăр-и?

- Ыйтăвун пĕрремĕш пайĕпе килĕшессĕмех килмест. Пирĕн умĕнхи депутатсем те ĕç нумай тунă. Парламент, республика историйĕнче хăйсен пархатарлă йĕрне хăварнă. Эпĕ яланах çапла калатăп, суйлавçăсем пире шанса хăйсен сассине панă тăк - çав шанăçа тÿрре кăлармалла, вĕсемшĕн, тăван халăхшăн çанă тавăрса ĕçлесе «халăх тарçи» ăнлава чăннипех те тивĕçлĕ пулмалла.

- Черетлĕ ыйтăва «çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать» сăмахсен тĕшшипе усă курса парас килет. Парламент пурнăçне мĕнлерех çĕнĕлĕхсем кĕртрĕр?

- Çĕнĕлĕх нумай. Саккунсене çынсем валли хатĕрленине тĕпе хурса, вĕсен пахалăхне ÿстерес тĕллевпе халăх шухăш-кăмăлне пĕлмешкĕн, сĕнĕвĕсемпе усă курмашкăн парламент итлевĕсем, «çавра сĕтелсем» кашни кварталтах йĕркелеме тытăнтăмăр. Тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем ку ĕçе активлă хутшăнни, хăйсене мĕн пăшăрхантарнине, кăсăклантарнине уççăн пĕлтерни пире тĕрĕс çулпа пыма, саккунсене кăлтăксемсĕр йышăнма май парать. Комитетсен ларăвĕсене вырăна тухса, суйлавçăсемпе куçа-куçăн калаçса ирттерни те саккун кăларас ĕçе çăмăллатать.

Малалла каяс тесессĕн пĕр-пĕрин опытне пĕлни, тишкерни питех те кирлĕ. Тĕрлĕ регионта тăтăшах пулатпăр, хамăр пата та час-часах килеççĕ. Сăмахран, ЧР Патшалăх Канашĕн çирĕпленĕвĕпе аталанăвне, саккун кăларас ĕçе лайăхлатассине халалланă наука-практика конференцине Мускавран, Хусантан, Кировран... депутатсем килчĕç. Пирĕн парламентаризмăн 20 çулхи ĕç-хĕлне тĕплĕ çутатрĕç, сĕнÿ-канаш чылай пачĕç.

- Юрий Алексеевич, эсир каларăр ĕнтĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне йĕркеленĕренпе кĕçех 20 çул çитет. Çак тапхăрта хирĕç тăруллă самантсем те пулнине картса тĕрлĕ суйлаври депутатсен корпусĕн ĕç-хĕлне хăвăр мĕнле хаклатăр?

- Патшалăх Канашĕ йĕркеленнĕ чухне пĕрремĕш суйлаври депутатсене питĕ йывăр пулнă тесшĕн. Вăл вăхăтра, план экономикипе пурăннă совет тытăмĕнчен рынок экономики çине куçнă чухне, çĕнĕ саккун вун-вун кирлĕ пулнă. Кашниех - парламент, правительство, партисемпе юхăмсем - хăйсен сĕнĕвĕ-шухăшне саккунсене кĕртессишĕн тăрăшнă. Çавна май хирĕç тăруллă самант та пĕрре кăна мар сике-сике тухнă. Пурне те пĕтĕçтерекен çураçулăх çитменренех-тĕр Чăваш Республикин Тĕп Саккунне те тепĕр ултă çултан тин иккĕмĕш суйлаври депутатсем йышăннă. Ку - пирĕн истори, пирĕн чăнлăх. Никама та хурлас шухăшăм çук. Мĕншĕн тесен вĕсем пурте халăх ырлăхĕшĕнех ĕçленĕ.

- Патшалăх Думине Чăваш Республикинчен суйланнă депутатсем саккунсем хатĕрлес тивĕçĕсĕр пуçне республикăмăра аталантарма мĕнпе пу­лăшаççĕ? Çак сăмахсенех сенаторсем пирки те калассăм килет.

- Ĕçлеççĕ, тăрăшаççĕ. Вĕрентÿ комитетĕнче ĕçлекен Алена Аршинова федераци тытăмĕсенчен укçа куçарттарса республикăра ача сачĕсем тума нумай пулăшать. Л.Лебедевпа Г.Николаева сенаторсем те тĕрлĕ ыйтупа пысăк тĕрев параççĕ. Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин Кунĕсем лайăх иртнинче те вĕсен тÿпи сахалах мар.

Малтан республика Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев калаçрĕ. Сенаторсене хамăрăн экономикăпа, социаллă пурнăçпа тĕплĕ паллаштарчĕ. Эпĕ саккун кăларас ĕç-хĕл тавра сăмах пуçармарăм. Чăваш çĕр-шывĕ виçĕ космонавт çитĕнтернине палăртса Шупашкарта Планетари комплексĕ тумашкăн пулăшма ыйтрăм. Ку шухăша пурте ырларĕç, ятарлă йышăну турĕç. Валентина Матвиенко спикер пирĕн ĕмĕте пурнăçа кĕртме сенаторсен умне тĕллевсем лартрĕ.

- Каçарăр та, федераци программисене сахаллатнине, Олимпиада ирттерме укçа нумай тăкакланине, Крыма кĕмĕлпе, пурлăхпа пулăшмаллине шута илсе Раççей Правительстви планетари тума миллиард тенке яхăн парасси, темшĕн, иккĕлентерет.

- Вăл, паллах, çывăх кунсенче пулакан ĕç мар. Хальхи вăхăтра проект хатĕрлесси пырать. Унсăрăн, проектпа смета документацийĕсĕр, ăна экспертиза витĕр кăлармасăр, ĕçе пикенме пултараймастпăр. Шанчăка çухатмастпăр. Планетари пулатех.

- Министрсемпе Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Чăваш Республикин гербĕллĕ значокпа çÿренине курмассерен куç умне Совет Союзĕн мĕн пур кĕтесĕнче пĕлнĕ чăваш хăмли тухса тăрать. Халăхăмăрăн хăйне евĕрлĕ бренчĕ нивушлĕ герб çинче кăна юлĕ?

- Вăт ку, мĕнле каламалла, питĕ шухăшлаттаракан ыйту. Тĕрĕссипе, Раççейри хăмлан 90 процентне паян та эпирех, чăвашсемех, туса илетпĕр. Анчах та пахалăх тĕлĕшпе Европăран самаях юлтăмăр, конкуренцие чăтайми пултăмăр. Ку ĕçре - лайăх сортсем, лартмалли, татмалли, тирпейлемелли ятарлă техника-оборудовани туянса, упрамалли об~ектсем туса, усламлă вырнаçтармалли çыхăнусем йĕркелесе хамăрăн хăмла отрасльне чĕртсе тăратассинче - патшалăх пулăшăвĕсĕр май килместех. Çавăнпах ĕнтĕ парламентăн пĕр ларăвĕнче хăмла темине анлă тишкерсе, ăна çĕнĕ технологисемпе туса илме пирĕн условисем те, специалистсем те, вĕсене малашне те çителĕклĕ вĕрентсе кăларма Ял хуçалăх академийĕ те пуррине палăртса РФ Правительствин Пуçлăхĕпе РФ Патшалăх Думин Председателĕ патне официаллă Çырусем ятăмăр. Пирĕн пуçарăва ăнланса йышăнасса, вăл пулăшупа вĕçленессе шанатпăр.

- «Республика Пуçлăхĕ икĕ çунатлă пулмалла. Пĕр çуначĕ - патшалăх институчĕсем, тепри - халăх, вăл вара, ăна пĕтĕçтерекенĕ, Чăваш наци конгресĕ. Пĕр çунатти - çирĕп, тепри хавшак тăк «ăмăрткайăк» темле тăрăшсан та хăватлă, сулăмлă вĕçеймĕ», - тенĕччĕ пĕлĕшĕм. Иккĕмĕш çунатăн - ЧНКн - тĕревне Эсир, республика ертÿçисем, туятăр-и? Туятăр пулсан - мĕнлерех ĕçсенче?

- Малтанах çакна каласа хăварам. Михаил Васильевич Игнатьев Чăваш Ен Пуçлăхĕнче ĕçлеме тытăннă хыççăнах кÿршĕсемпе татăлнă туслă çыхăнăва хăвăрт йĕркелесе ятăмăр. Тутарстан, Пушкăртстан, Мордва, Мари Эл республикисемпе, Чĕмпĕр, Киров, Ярославль, Чул хула тата ытти облаçсемпе пĕр-пĕринпе килĕштерсе те пулăшса пурăнмалли Килĕшÿсене алă пусса çирĕплетрĕмĕр. Асăннă тăрăхсенчи Чăваш наци культура автономийĕсен хастарĕсемпе тĕл пултăмăр, пĕрле пурнăçламалли тĕллевсене палăртрăмăр. ЧНК президентне Николай Угаслова суйланă хыççăн ку ĕç тата сулмаклăрах аталанасса шанатпăр, ăна халех ĕнтĕ туятпăр. Унăн авторитечĕ, пурнăç опычĕ йăхташăмăрсене пĕтĕçтерес, вĕсен çивĕч ыйтăвĕсене татса парас ĕç-хĕлте витĕмлĕ пулăшу кÿрĕ. Тулашра пурăнакан йăхташăмăрсене манмалла мар. Тăтăшах тухса çÿресе, хамăр пата та чĕнсе пĕрлехи ыйтусене уçăмлатмалла, пĕр-пĕрне пулăшмалла. Пархатарлă ку ĕçе тĕрлĕ регионта пурăнакан чăваш усламçисене хастартарах хутшăнтармалла.

- Юлашки 20 çулта чăваш халăхĕ 400 пин чакрĕ. Çак тĕнчере сыхланса юлас тесен малашне мĕн тумалла. Мĕнле çул-йĕрпе аталанмалла? Йăхташăмăрсенче чăвашлăх туртăмне мĕнле вăйлатмалла? Юрий Алексеевич, çак тата ытти ыйтăва тишкерсе ятарлă программа хатĕрлеме вăхăт çитмерĕ-и?

- Тĕрĕсех. Çакна чи пирвай çĕнĕ саманан йывăрлăхĕсем, малашлăх уçăмлă курăнманни пысăк витĕм кÿчĕç - ача çуратасси хăвăрт сахалланчĕ. Шĕкĕр Турра, лару-тăру ырă енне сулăнчĕ. Тĕрлĕ программăна саккунпа çирĕплетнĕрен юлашки икĕ çулта ача çураласси ÿсрĕ, вилесси чакрĕ. Чăвашлăха упраса хăварасси вара республика ертÿлĕхĕнчен çеç мар, пĕтĕм общество тачă çыхăнса ĕçленинчен, лава унталла та кунталла сулăнтармасăр малалла туртнинчен килет. Пархатарлă ку ĕçре те Чăваш наци конгресĕ влаç институчĕсемпе пĕрле лав пуçĕнче пымалла.

- «Раççейри чи çÿллĕ флагшток» проектпа килĕшÿллĕн Раççей ялавне пилĕк хулара вырнаçтарасшăн. Проект ертÿçисем çак ушкăна Шупашкара кĕртме тĕв тунине чăваш хастарĕсемпе ăсчахсем кăмăлласах йышăнмарĕç, «Наци республикисенчен нихăшĕ те килĕшмен пулĕ те - пире çураçтарасшăн, чăвашсем, кирек мĕн сĕнсен те, хирĕçлеме хăяймаççĕ теççĕ-тĕр». Калăр-ха - кирлех-и пире 246 миллион тенкĕ тăракан флагшток? Çитменнине, асăннă кĕмĕлĕн пĕр пайне хамăра тÿлеттересшĕн.

- Тытман упа тирне вăхăт çитмесĕрех сĕвер мар-ха. Ыйтăва татса паман. Проект ертÿçисен сĕнĕвне тĕрлĕ енлĕ тишкеретпĕр. Манăн шухăшпа, сумлă флагштоксенчен пĕрне Шупашкарта вырнаçтарма тĕллев тытнинче япăххине курмастăп. Пачах тепĕр май, ăна республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисене пĕрлештерекен, патриотлăха вăйлатакан, шалти туйăма çĕклентерме хăват паракан пулăм вырăнне хуратăп. Федераци укçа-тенкĕпе пулăшсан, ниме мелĕпе хамăр та хутшăнсан ку ĕçĕн сумĕ, кирлĕлĕхĕ пушшех те ÿсĕ.

- Эпир кая юлса шухăшлатпăр. Питĕ нумай манăçтаратпăр. Чылай чухне хамăрăн çитĕнÿсене те курма, хаклама пĕлместпĕр. Мĕн пулса иртет пирĕнпе? Ăçта, мĕнре паянхи кунпа çеç пурăнаслăхăн тымарĕ?

- Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче амаланса кайрĕ. Çав тери йывăр та синкерлĕ çулсем пулчĕç вĕсем. Кашниех мĕн те пулин тупас, тепĕр çĕрте сутас, çапла майпа пурнăçне йÿнеçтерес шухăшпа пурăнчĕ. Пăтрануллă, хирĕç тăруллă çулсенче пурнăç никĕсĕ - ырă пахалăхсем, ĕмĕрсем хушши тĕвĕленнĕ йăла-йĕрке, кăмăл-сипет... - хавшарĕ. Çапах та аркатуллă çав саманаран тĕрĕс-тĕкел тухма, пурнăçăн чăн çулне тупма хевте çитертĕмĕр. Кун-çул йĕрки тĕрĕс вырнаçăнчĕ. Ыранхи, малашлăхри уçăмлăх янкăр курăннăран пĕр кунпа пурăннин синкерлĕхĕ асăмăрсенче çеç юлчĕ.

- Юрий Алексеевич, калăр-ха, Попов хушамат хăçан тата мĕне тĕпе хурса никĕсленнĕ? Сирĕн тăхăмăрсенче чиркÿ çыннисем пулман-и, хушамат «поп» /пуп, пачăшкă/ сăмахран тĕвĕленмен-и?

- Çавăнтан пуçланса кайнă. Пирĕн йăхра пачăшкăсем пулнă. Сăмах май, Попов хушамат Раççейре чи анлă сарăлнă хушаматсенчен пĕри шутланать. Йышĕпе пиллĕкмĕш вырăнта.

- Маларахри тăваттăшĕ хăшĕсем?

- Смирнов, Иванов, Кузнецов, Соколов. Пирĕнни хыççăнхисем - Лебедев, Козлов, Новиков, Морозов, Петров. Асăрхарăр ĕнтĕ, эпир калама хăнăхнă Иванов - Петров - Сидоров чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Чи анлă сарăлнă вунă хушамат йышĕнче Сидоров вуçех çук... Максимов та çук. Пĕлетĕн-и хушамату миçемĕш вырăнта.

- Çук. Тишкермен.

- Утмăл пиллĕкмĕшĕнче.

- Япăхах мар. Эпĕ тата аяларах, анлах сарăлманнисен йышĕнче, пулĕ тесеччĕ... Эсир çичĕ пĕр тăван - тăватă ывăлпа виçĕ хĕр - çитĕннĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ - эсĕ, Печча, Ваççа - кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕсем пулса тăнă. Спортăн çак тĕсне юратма Сире кам хавхалантарнă?

- Малтан аслă пичче - Петр Алексеевич, каярахпа - Василий Алексеевич.

- Хăвăр ятăрпа турнир çулсерен йĕркелеме мĕн хĕтĕртрĕ?

- Кире пуканĕ йăтакансен турнирне ирттерме мана тахçанах, эпĕ Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче ĕçленĕ чухнех, темиçе хутчен те сĕннĕччĕ. «Хăйĕн ячĕпе турнир йĕркелесе мухтава тухасшăн», - тесе сăмах-юмах сарасран яланах вăтанаттăм, аван марланаттăм. Патшалăх Канашĕн Председателĕнче ĕçлеме тытăнсан аслă юлташăмсем ку ыйтăва каллех çĕклерĕç. «Турнир хăвăншăн мар, санăн ятушăн та мар, вăл кире пуканĕн спортне аталантармашкăн, спортăн çак тĕсне çамрăксене явăçтармашкăн кирлĕ», - терĕç. Хирĕçлеймерĕм вара - килĕшрĕм. Турнир шайĕ ÿссе пынине, тупăшăва хутшăнакан çамрăк йыш çулсерен пысăкланнине, тĕрлĕ регионтан та çĕр-çĕр спортсмен килнине курсан юлташăмсен сĕнĕвĕ тĕрĕс пулнине çирĕппĕнех ĕнентĕм.

- Сирĕн йăх спортпа çав тери туслине Сочири Олимпиадăна кайса курма Эсир çур çул каяллах планлани те яр уççăн çирĕплетет. Мĕнлерех çутă тĕссемпе асра юлчĕ Олимпиада?

- Олимпиадăна кайса курас шухăш манăн пулман. Кăмăл-туйăма хĕрĕм Дарья, спорт гимнастики енĕпе Раççей спорчĕн мастерĕ, улăштарчĕ. Унăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕшĕн халĕ хам та хĕпĕртетĕп. Мĕншĕн тесен Сочире мĕн курни ăсăм-пуçăмпа шалти туйăма нимĕнпе те танлаштарма çук çĕклентерсе ячĕ. Эпĕ ултă-çичĕ çул каялла Сочире пулнăччĕ. Улшăну çĕрпе пĕлĕт евĕрех, чаплă çуртсем, çулсем, спорт об~екчĕсем, вокзалсем, аэропорт куçа шартарса илĕртеççĕ. Кун пек инфраструктурăна эпĕ нихăш çĕр-шывра та курман. Раççей хăватне спортсменсем те çирĕплетни, пĕрремĕш вырăна тухни асăмра яланлăхах çырăнса, ÿкерĕнсе юлчĕç.

 

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ

  • Чăваш халăхĕ Раççей, тĕнче умĕнче паян мĕнпе мăнаçланма пултарать?

Уçă кăмăлĕпе, ĕçлеме пултараслăхпа, мухтавлă çыннисемпе.

  • Пуянсемпе чухăнсен хушшинчи уйрăмлăх пысăкланса пыни Сире шиклентермест-и?

Ертÿçĕн тĕрĕслĕх, çынсем пирки чи малтан шухăшламалла, тивĕçлĕ шалу тÿлемелле. Пуянлăха вăрласа мар, хăйĕн ăсĕ-тăнĕпе, тар тăкса ĕçлесе тумалла.

  • Укçаллă чиновниксемпе пуçлăхсем взятка илме чарăнманни мĕнрен тесе шухăшлатăр?

Культура шайĕ çитменнинчен.

  • Çивĕч ыйтусене татса панă чухне шалти туйăмсем пĕр-пĕрне хирĕçлени Сирĕн пулать-и?

Манăн шалти туйăмсем пĕр-пĕринпе тава кĕрсе хирĕçмеççĕ. Вĕсемпе лăпкăн канашласа чи тĕрĕссине суйласа илетĕп.

  • Мĕнле пахалăхсене пула Эсир комбинат гендиректорĕнчен республика влаçĕн иккĕмĕш çынни таран çĕкленме пултартăр?

Çынсене нихăçан та улталаманран, панă сăмаха çирĕп те тĕллевлĕ пурнăçланăран.

  • Хăвăрăн кун-çул историне тата мĕн туса çĕнетме /пуянлатма/ планлатăр-ĕмĕтленетĕр?

Хам пуянлатаймастăп. Халăх валли ырă ĕç нумай туса парсан ăна халăх пуянлатма пултарать.

  • Арçынра чи пĕлтерĕшли мĕн пулмалла?

Арçын - арçын пулмалла.

  • Аçÿ-аннÿнтен ăс илни паллă-ха, халăхăмăрăн хăш ăсне ăша хыврăр?

Халăха итлеме пĕлни - чи паха ăс, тăн. Халăх тĕрĕс маррине нихăçан та каламасть.

  • Нумаях пулмасть 90 çул тултарнă аннÿне - Елена Ивановнăна - мĕн парнелерĕр?

Чĕрери чи ăшă сăмахсене... Пире çут тĕнчене илсе килнĕ Аннешĕн пысăкран та пысăк, хаклă парне - эпир ырă-сывă пурăнни, малашлăха курса-планласа тăрăшса ĕçлени, хамăрăн йăхăн пархатарлă ятне çĕре ÿкерменни.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.10
Телефон: (8352) 64-21-51
Факс: (8352) 64-21-50
E-Mail: gs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика