17:00 28 июля 2018 г.
.jpg)
Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шăмалак ял уявĕ пулса иртрĕ. XVII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче кăна-ха паян Шăмалак саркаланса ларакан вырăнта пушă хир пулнă теççĕ, историксем ăна вырăсла «Дикое поле» тесе палăртаççĕ. XVII ĕмĕрĕн çуррисенче Чăваш Республикин хальхи Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Вăрмар, Çĕрпÿ, Тăвай районĕсенче пурăнакан чăвашсем аялалла куçма пуçланă. Вырăс патшалăхне кăнтăртан тăтăш тапăнсах тăракан нухайсемпе калмăксене пĕрремĕш кĕтсе илекенсем, хирĕç тăракансем кирлĕ пулнă. Куславкка районĕнчи Шăмалăх ялĕнче пурăнакансем те çула тухнă. Çапла вара хирсем тăрăх, çырмасем урлă килнĕ те Шăмалăхсем çак вырăна сиксе тухнă. Тĕрĕсрех каласан, ку вырăна ахаль мар Аслă урам вырнаçнă тĕле. Унта вăйлă тапса тăракан çăлсем пулнă, вăрманĕ йĕри-тавра, çĕрĕ хуп-хура, тата мĕн кирлĕ пурăнма! Ку вырăн, каламасăрах паллă, питĕ килĕшнĕ вĕсене. Çавăнпа та ял ятне те хăйсеннех хăварнă: Шăмалăх тени «хитре, илемлĕ вырăн» тенине пĕлтерет-ха та. Аслă урам вырнаçнă тĕлтен пуçланнă халь эпир кăштах урăхлатса Шăмалак текен ялăмăр. Ерипен вăрмансене каса-каса хирсем тунă, урам çумне урам хушăннă аслăлансах пынă Шăмалак.
Ял уявне Куславкка тăрăхĕнче пурăнакан, унтан тухнă çынсене хăнана чĕннĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Куславккасем» ентешлĕхĕн пуçлăхĕ, «Дентамед» шăл клиникин тĕп тухтăрĕ Юрий Александрович Зорин (унăн амăшĕ Шăмалăхран), Куславкка районĕнчи Энтри-Пасар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Иванович Пайков (Шăмалăхра çуралнă), Шăмалăхра пурăнакан таврапĕлÿçĕ Виталий Васильевич Иванов ял уявне пычĕç.
Юрий Александрович Зорин ял хастарĕсене Александр Петрович Чернова, Александр Петрович Усанова, Федор Петрович Чернова, Венера Кузьминична Усанована Чăваш Наци Конгресĕн Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.
Тĕплĕнрех çырнă >>
Государственный Совет Чувашской Республики
Первоисточник: Лащ-таябинское сельское поселение Яльчикского района